Комментировать

7 Мая, 2014

Хирте роботсене кĕтеççĕ

Акăлчан фермерĕсемпе пахчаçисене малашлăхра роботсем пулăшма тытăнĕç.

Юлашки вăхăтра ученăйсем ял хуçалăхĕнче ытти техника пурнăçлайман кăткăс ĕçсене «фармоботсене» явăçтарассипе пуç ватаççĕ. Калăпăр, «салат робочĕ» ÿсен-тăран çумĕнчех çитĕнекен çум курăкне тăпăлтарма пултартăр. «Иçĕм çырли робочĕ» виноград пахчинче ярăнса çÿренĕ май сĕтеклĕ сапакасене кастăр. Ытти роботсене вара фермерсем килтен тухмасăрах ÿсен-тăран мĕн таран çитĕннине, çĕр нÿрĕклĕхне, хавшанă пулсан мĕнпе чирленине пĕлмелле тăвасшăн.

Великобритани правительстви ученăйсен шухăшлавне пурнăçа кĕртме бюджетран 160 млн фунт стерлинг уйăрма палăртнă. 70 миллион фунт стерлингĕ ял хуçалăхĕн çĕнĕ технологийĕсене (роботсене) туса кăларма кайĕ. 90 миллионĕ вара çĕнĕ тĕпчев центрĕсем уçма.

Ку кăна та мар-ха. Акăлчан фермисене çынсăрах вĕçекен аппаратсемпе тивĕçтересси пирки те ĕмĕтленеççĕ. Кăнтăр Америкăра ав, пысăк ферма территорийĕсенче, пилотсăр самолетсене ял хуçалăх çĕрĕсене тата выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвне сыхлама усă кураççĕ. Японире çавнашкалах модельсемпе, анчах пĕчĕкреххисемпе им-çам сапаççĕ.

Тепĕр тесен, Великобританире çынсăр вĕçекен аппарат кирлĕ те мар пек туйăнать: уйсем унта пысăках мар, вĕсене çĕр çинчен те пăхса тăма пулать, тÿпере вĕçекен нумай пулни вара шăв-шав çеç кăларĕ. Анчах Великобританири фермерсен канашĕн президенчĕ Питер Кенделл ял хуçалăхĕнче роботсемпе усă курни тухăçлăха ÿстерессе шанать. Тĕш тырăпа пахча çимĕçĕ ÿстерекен фермерсен тыр-пул мĕнле ÿснине сăнакан хатĕр-хĕтĕрпе усă курмаллах тесе шухăшлать.

Çынсăр вĕçекен аппаратсене улма-çырла пухнă çĕре те явăçтарасшăн. Çакнашкал асар-писер çĕнĕлĕхсем Великобритани çĕр-шывне усă парасса ĕненменнисем те пур. Тăпра ассоциацийĕн ертÿçи Эмма Хоккридж çапла калать: «Эпир çулсеренех ял хуçалăхĕнче роботсемпе усă курмалли çинчен пакăлтататпăр, анчах хамăр çакна сÿтсе явнисĕр пуçне урăх нимех те тăваймастпăр». Çитменнине рабочисене роботпа улăштарни ферма ертÿçисемшĕн çеç усăллă, ĕçлекенсене вара ку пач та савăнтармасть. Хоккридж шухăшĕпе ял хуçалăхĕнче ытларах ĕç вырăнĕсем, пысăк квалификациллĕ специалистсем пулччăр тесе тăрăшмалла.

Профессорсен шухăшĕпе вара роботсемпе анлă усă курма пуçличчен сахалран та 30-35 çул иртĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.