Зойка вăрманĕ
Ял çинче пĕрре мар илтнĕ çак сăмахсене. Ытларах ватă çынсем калатчĕç: «Зойка вăрманĕнче речĕ-речĕпе кăмпа ларать, хăть çавапа çул». «Зойка хурăнлăхĕнче мунча кĕме милĕк хуçасшăнччĕ – пулмарĕ. Вăрман çамрăк, юрамасть терĕç вĕренекенсем»... Хам та вăрман вăрманах тенĕ те Зойки пирки шухăшласах та кайман.
Икĕ пинĕмĕш çулсен пуçламăшĕнче Туканашри сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕпе Павел Александрович Александровпа Куславккаран Хусан-Чул хула çулĕпе яла таврăнатпăр. Çу кунĕ, ытла шăрăх мар, тÿпере пĕр пĕлĕт татăкĕ курăнмасть. Павел Александрович «УАЗ» рульне çăмăллăн çавăркаласа пырать. Пăрмас кĕперĕ çывăхĕнче машинăна карт! чарса тăратрĕ.
Хурăн рашчи – мăшăрланма
– Пăх-ха сылтăмалла, – пуçне сĕлтрĕ аслă юлташ. – Епле хитре Зойка вăрманĕ. Куç умĕнче ÿссе сарăлчĕ. Атя, кайса уçăлса çÿрер-ха. Хутаç ил кăмпа татма.
– Мĕнле Зойка вăрманĕ? – чăтаймасăр ыйтрăм эпĕ. – Мĕншĕн çапла ят панă-ши?
Павел Александрович шалт тĕлĕнсе кайрĕ.
– Пирĕн биолог – Зоя Витальевна Платонова, – тÿлеккĕн ăнлантарчĕ вăл, – Ватнерсем-çке. Шкул лесничествине ертсе пырать. Питĕ пуçаруллă.
Çирĕм çул ытла Шупашкарта пурăнатăп та, тавçăрса илеймен вĕт! Районти çут ĕç пайĕнче Туканашри шкул лесничестви çинчен мухтаса калаçрĕç. Ăна 1971 çулта йĕркеленĕ. Çирĕм пилĕк çул хушшинче 54 гектар çине 484759 йывăçпа тĕм лартса хăварнă. Халĕ лесничествăна 472 гектар вăрман шанса панă. Вун пĕр квартал çинче çамрăк лесниксем 43 кăткă йăви шута илнĕ, çĕнĕрен 220 йăва куçарса лартнă. Шăнкăрчсемпе ытти кайăсем валли 4123 вĕлле туса çакнă. Çуллен «Йĕкел», «Палан», «Пилеш», «Çăка», «Хыр йĕкелĕ», «Шăлан» операцисем ирттернĕ, çĕршер килограмм йывăçпа тĕм вăрри пухнă. Мĕн чухлĕ ĕç пурнăçланă çамрăк ăру! Кашни шкул çавнашкал ĕçлесен эпир тахçанах тайгара пурăнмалла...
Çырмана антăмăр. Унăн ячĕ те пысăк поэзиллĕ: Тĕлнер. Çемçереххĕн калатпăр та «тĕлĕнтер» тенĕ пекех илтĕнет. Илемлĕ ят унăн пĕтĕм ырлăхне палăртать тейĕн. Шывĕ тăрă, кĕренреххĕн курăнать. Вырăнĕ-вырăнĕпе çурхи шывпа юхса аннă хыт хурапа патак-турат куписем пÿлĕне-пÿлĕне тăраççĕ. Хулăнрах туратсем, ятарласа пĕвеленĕ евĕр, шыва урлă выртнă. Çак ăпăр-тапăр çине çамрăк вĕлтрен шăтса тухнă.
Юхан шывăн икĕ айккипе хăвасемпе шур тирексем пĕчĕкçеçĕ хумсен кĕввине итлесе чĕмсĕррĕн лараççĕ. Юхан шыв урлă икĕ йывăç хурса каçма тунă.
Сăртра – хурăнлăхпа хыр вăрманĕ. Йывăçсем çирĕм çултан иртнĕ пулас. Шăплăх. Хутран-ситрен çеç: «Фю-фю, чç-чо-чо!» – юхать шăпчăк сасси. Тавралăх çĕнĕ пылпа сывлать тейĕн.
«Хыр вăрманĕ – савăнма, хурăн рашчи – мăшăрланма», – теççĕ Туканаш-Ватнер çыннисем. Павел Александрович пĕр сăмахсăрах хурăнлăха ертсе кĕчĕ. Кунти тĕнче çап-çутă. Хурăн çулçисем çĕрнипе пулнă çемçе тăпра çинче тĕрлĕ тĕслĕ курăк курăнать. Пĕр шĕшкĕ тĕмми айĕнче кăткă йăви ларать. Самай пысăкскер. Лара-тăра пĕлмест ĕçчен чĕр чун! Пурте чупкалаççĕ, тем сĕтĕреççĕ. Купа тавра хитре чечексем ÿсеççĕ. Çулçисем – йĕпкĕн симĕс.
Кашнине пĕрмене хумаççĕ
– Кăткă йăвине пирĕн вĕренекенсем михĕпе çĕклесе куçарса лартнă, – ăнлантарма пуçларĕ Павел Александрович. – Чечекĕсене вара кăткăсем акса ÿстернĕ. Питĕ кăсăклă ĕç. Ученăйсем çакна тупса палăртнă: вăрманти хăш-пĕр чечек çумне хушкăм ÿссе ларать-мĕн. Вăл тутă тытакан тутлă çупа пуян. Çакă кăткăшăн питĕ илĕртÿллĕ апат. Вăрă хуппи хытă пулнăран вĕсем ăна çĕмĕреймеççĕ. Тутлă хушкăмпа пĕрле чечек вăррине те йăвана сĕтĕрсе кĕреççĕ. Хамăн çăк пĕртте йывăр мар тесе ахаль каламаççĕ вĕт. Тутлă апат хăвăрт пĕтет. Кăткăсем хăйсем пурăнакан вырăна час-часах тасатаççĕ. Тĕрлĕ çÿп-çаппа пĕрле вăрăсене те кăларса пăрахаççĕ. Вĕсем вара кăткă йăви тавра шăкăрин шăтса тухаççĕ. Кусем – пыл курăкĕ, çĕлен куçĕ, вăрман алпастă курăкĕ, çеçпĕл, шĕпĕн курăкĕ, вăрман паранки... Кăткăсен çемйи çу каçа йăвари нÿхрепе хĕрĕх пине яхăн тĕрлĕ вăрă сĕтĕрсе кĕрет...
Тем те пĕлет шкул директорĕ-биолог, ăна итленĕçемĕн итлес килет. Эпĕ кĕтмен çĕртен сарă кăрăç тупса татсан, вăл питĕ савăнчĕ. «Кашни кăмпанах алăпа тытаççĕ, анчах пурне те пĕрмене хумаççĕ», – терĕ кăмăллăн.
Хĕвел питтинче асамат кĕперĕ карăннă чечеклĕ уçланкăна пырса тухрăмăр. Павел Александрович каллех шкулти лесниксем пирки сăмах пуçларĕ:
– Аслă çулăн леш енче, сăрт хыçĕнче, республика пĕлтерĕшлĕ «Пăрмасри çеçен хир тайлăмĕ» ботаника заказникĕ мăнаçлăн сарăлса ларать. Ăна та Зойка вăрманĕ теççĕ. 55 гектар. 28 гектарне пирĕн ачасем лартса ÿстернĕ. Паллах, Зоя Витальевнăпа пĕрле пур çĕрте те пуçламăш классене вĕрентекен Елизавета Викторовна Толстовăпа Юлия Ивановна Кондратьева, физкультурăпа вĕрентекен Михаил Александрович Андреев тата ытти учитель хастар хутшăннă çак ĕçе. Ку – чăн-чăн паттăрлăх, тăван çут çанталăкшăн ырми-канми кĕрешни.
Заказникра сарă чăпăл курăкĕ, тĕклĕ кăлкан, кушак курăкĕ, икĕ çулçăллă любка – пĕтĕмпе 18 тĕрлĕ эмел курăкĕ ÿсет. Шкулта ятарласа «Хĕрлĕ кĕнеке» тунă. Çамрăк лесниксем заказник çĕрне тирпейлесе тăраççĕ, кунти йывăç-курăка хăйсемех хураллаççĕ, сайра тĕл пулакан ÿсен-тăрана тĕпчеççĕ. 2002 çулта Зоя Витальевна хĕрĕ – Настя «Ӳсен-тăрансен экологийĕ» темăпа республикăри наукăпа практика конференцине хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, шкулти лесничество та çĕнтерÿçĕсен шутне кĕчĕ.
Шкулта 100 тăваткал метрлă теплица пур. Питомникра 100 маньжури мăйăрĕ, 500 йĕкел, 2 пин шурă акаци вăрри, 2 пин улмуççи лартса хăвартăмăр. Юлашки çулсенче кăна Туканашпа Ватнер çывăхĕнчи 50 çырмара 150 пин йывăç симĕс тум тăхăнчĕ. Ĕçлет, çанă тавăрса тăрăшать çамрăк халăх...
Чăн та, тĕлĕнмелле хастарлăх, иксĕлми патварлăх, çĕкленÿллĕ пуçарулăх. Çавăнпа куç тулли илем Зойка вăрманĕнче. Ку – вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пĕрлешÿллĕ чун киленĕçĕ.
Акă шап-шурă хурăнсен айĕнчи хĕвеллĕ уçланкă варринче речĕ-речĕпе утă çулакан хĕрсен тутăрĕсене аса илтерекен кăмпасем лараççĕ. Яка кăмпасем: хĕрлисем, шуррисем, саррисем, кĕреннисем... Павел Александрович мана хулăран тытрĕ.
– Ан васка-ха, – терĕ вăл йăвашшăн. – Пăхсам, патрак яка кăмпа, тĕссĕррисемпе кăваккисем çук-ха. Вĕсем тепĕр уйăхран, Сăпас тĕлне шăтса тухаççĕ...
Кăмпасен шлепкисем чей чашкисем евĕр. Çумăр шывне, ирхи сывлăма пухаççĕ. Пурте ырă шăршăллă. Эпир вĕсене пуçа çĕклемесĕр татрăмăр, хутаçа тÿпеми тултартăмăр. Унтан хыр вăрманне кĕрсе çаврăнтăмăр.
– Ну, халĕ кама тав тумалла? – ыйтатăп аслă юлташран.
– Зоя Витальевнăна, – татăклăн каларĕ Павел Александрович. – Тĕлнер сăртне симĕс тум айне тума вăл сĕннĕ. Халĕ акă мĕн тери ырă вăрман савăнăçĕ.
Пĕр салтакăн çĕр алă, пĕр ура
Зоя Платонова çÿллĕ мар, тăпăл-тăпăл та хитре хĕрарăм. 1951 çулхи кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ватнерте çуралнă. Ашшĕ, Виталий Николаевич Наумов, Тĕрлемес совхозĕнче счетоводра ĕçленĕ. Амăшĕ, Серафима Алексеевна, уй-хир ĕçĕнче, сысна ферминче вăй хунă. Çемьере Игорь шăллĕпе ÿснĕ. Вăрман çумĕнче пурăнатпăр, ырлăх-пурлăхпа савăнатпăр теççĕ-и-ха? Ачасем çырлана çÿренĕ, мăйăр татнă, кăмпа пухнă. Зоя Туканашри сакăр çул вĕренмелли шкултан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Ксения Матвеевна Александровăна юратнăран учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Тĕрлемесри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. Шел, ялти шкулта ют чĕлхе вĕренмен пирки (учителĕ пулман) вĕренме кĕреймен.
Чунри йывăрлăха пăхмасăр Зоя Витальевна Шупашкарти 1-мĕш профессипе техника училищинчен вĕренсе тухать. Хулари электровиçев приборĕсен заводĕнче слесарь-сборщикра, чăлхапа трикотаж фабрикинче вязальщицăра ĕçлет. Çут çанталăка юратнăран пединститутри биологи факультетне вĕренме кĕме шутлать. Икĕ çул умлăн- хыçлăн экзаменсем тытать, конкурс витĕр ниепле те тухаймасть. 1973 çулта тин ĕмĕчĕ пурнăçланать – вĕренме кĕрет.
Виççĕмĕш курс хыççăн вăл Туканашри шкула курма пырать.
– Шкулти çĕнĕлĕхсем мана питĕ килĕшрĕç, – аса илет халĕ Зоя Витальевна. – Шкул пĕтĕмĕшпех кабинет йĕркипе ĕçлеме пуçланă. Кашни пÿлĕмре телевизор, кино кăтартмалли аппарат пур, вĕрентÿре усă курмалли техника хатĕрĕ нумай. Физика, биологи, хими тата истори кабинечĕсем валли кăтартса вĕрентмелли хатĕрсем кÿрсе килнĕ. Картишĕнче метеорологи станцийĕ вырнаçтарнă. Шкул директорĕ – Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ Павел Александрович мана шкул лесничестви çинчен аса илтерчĕ. Вĕренекенсем Вера Мироновна Малова ертсе пынипе çуллен Туканаша пырса кĕнĕ çĕрти çырма пуçĕнче, машинăпа трактор паркĕ тавра, çырма-çатра тăрăх йывăç нумай лартни çинчен каласа пачĕ. Шкул пахчипе паллашнă чухне йывăç лартакан ачасен ĕçне курса чунтан савăнтăм. Питĕ пĕрле пулас килет! Чăтаймарăм, пĕр ушкăнри ачасенчен тупмалли юмах тупсăмне калама ыйтрăм: «Пĕр салтакăн çĕр алă, пĕр ура». Вĕсем пире пăха-пăха пăшăл пăтти пĕçерчĕç те харăссăн кăшкăрса ячĕç: «Йывăç, йывăç!»
«Сăвăсем çырмастăн пулĕ те?» – тăрук кăсăкланчĕ Павел Александрович. Çавăнтах татăклă сăмах каласа хучĕ: «Куратăп, ачасене юрататăн эсĕ. Пире паянах чăваш чĕлхипе литература учителĕ кирлĕ. Çитес çул тата Вера Мироновна биолог тивĕçлĕ канăва тухасшăн. Сан валли яланлăхах ĕç вырăнĕ хатĕр пулать. Кил пирĕн шкула ĕçлеме!»
Çын кун-çулĕ йĕптĕр тытнă атăçă пек, ăçта чикет, çавăнта кĕртет. Çапла Зоя Витальевна чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса тăнă. Пулас биолога шкулти лесничествăна та шанса панă. 1977 çулта вĕренекенсем 4 гектар çине 29 пин тĕп йывăç лартса хăварнă. Пурте пĕр сиенленмесĕр хĕл каçнă. 1978 çулта 3 гектар çине 13 пин тĕп лартнă. Çапла вăй илсе ÿснĕ Зойка вăрманĕ.
Тепĕр çултан вăл пединститутра куçăн мар вĕренсе диплом илнĕ. Шкул – «иккĕмĕш кил» пулса тăрать. Пĕтĕм чун хавалĕпе ĕçлет Зоя Витальевна. Ниçта та курнăçланмасть. Пур ĕçре те хăйĕн сăпайлăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрать. 1979-1983 çулсенче те вĕренекенсем çуллен вăтамран виçшер гектар çамрăк вăрман чĕртеççĕ.
Пин-пин йывăç пуç таять
Телей – лаша мар, тÿрĕ çулпа илсе пымасть, тилхепене те пăхăнмасть теççĕ ваттисем. Зоя Витальевна тăван ялтах çемье телейĕ тупать, ятлă-сумлă тракториста Юрий Платонова качча тухать. Часах телейлĕ мăшăр тĕнче курма çула пуçтарăнать те Караганда хулине çитсе чарăнать. Юрий шахтăна ĕçе вырнаçать, мăшăрне ача садне чĕнсе илеççĕ. Чиперех майлашăнса каять пурнăç. Çĕнĕ хваттере пурăнма куçаççĕ. Çемьере ача хыççăн ача хушăнать. Ют çĕрте йытă та тунсăхлать. Тăван яла манмаççĕ вĕсем. Отпуск вăхăтĕнче Чăваш Ене васкаççĕ, тăван-пĕтенпе курнăçаççĕ, Туканаш шкулĕнче пулаççĕ, вăрманта уçăлса çÿреççĕ. Ял хушшинче эпир те тĕл пулнăччĕ вĕсене. «Юра, сана шахтăра ылтăн кăларать теççĕ. Пĕрер муклашкине илсе килтĕн-и?» – тĕксе илнĕ ăна пĕри. Лешĕ нумай шухăшласа тăман çапла лаплаттарса хунă: «Çын сăмахĕ кăмрăк пек: пĕçертмест, анчах варалать. Элекçĕсем ăмăрт кайăка та ула курак теççĕ».
1994 çулта таврăнчĕç Платоновсем тăван яла. Тăван ял ăшши – чĕре тулли ырри. Юрий Витальевич трактор çине ларать, Зоя Витальевна Туканаш шкулĕнче ĕçе кÿлĕнет. Çамрăк вăрманçăсемпе малтанлăха 1,5 гектар çинче 1200 йывăç лартаççĕ. 1995 çулта – 8495, 1996 – 12 пин, 1997 – 8400, 1998 – 17200.... Шкулти ĕçсем пур енĕпе те кал-кал пулса пыраççĕ. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ Зоя Витальевнăна ырласа калаçаççĕ, тав тăваççĕ. Вĕренекенсем çулсерен йĕкел, палан, пилеш, шăлан, вĕрене вăрри, ытларах та ытларах пухаççĕ. Шăнкăрч вĕллисем тăваççĕ. Хĕл кунĕсенче вĕçен кайăксене апатлантарма шкул умне сырăшсем туса çакаççĕ. 2002 çулта шкул ачисем 6 гектар çине 4150 йывăç лартса хăвараççĕ, 29 килограмм хыр йĕкелĕ пухаççĕ, 360 килограмм палан татаççĕ.
Юрий Витальевич та районти трактористсен ăмăртăвĕнче малтисен ретĕнче пырать, ăна çуллен хаклă парне парса хавхалантараççĕ. 2004 çулта вăл пенсие тухать. Инкек вăрманта мар, çынсем тăрăх утать теççĕ-çке-ха. Сасартăк чирлет те вăхăтсăр çĕре кĕрет. Тивĕçлĕ канура пурăнакан Зоя Витальевна вара пилĕк ачапа хăраххăн тăрса юлать. Çапла вăл этем пурнăçĕ: пĕри уйрăлса каять, теприсем çухатаççĕ....
Кăçалхи ака уйăхĕн варринче Зоя Витальевнăран çыру илтĕм. Ăшă çыру. «Хăта-тăхлачăсемпе туслă пурăнатăп. Ачасем, кинсем, кĕрÿсем пурте хисеплеççĕ, – çырать вăл. – Кĕçĕн хĕрĕм – Настя – Мускавра пичет университетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Савнă каччипе пĕрлешрĕ. Халĕ ачапа ларать. Манпа пĕрле ялта пурăнакан кин те иртнĕ эрнере тепĕр хĕр çуратса пачĕ. Пĕтĕмпе сакăр мăнук!
Çанталăк ăшăтрĕ. Хĕвеллĕ кунсем тăраççĕ. Йывăçсем кăчкăпа витĕнчĕç...»
«Сана хисеплесе пурте пуç таяççĕ ĕнтĕ, – вĕçрĕ шухăш пуçра. – Пин-пин йывăç».
Пурнăçра пурте улшăнать, тĕрĕслĕх çеç юлать. Туканашри çеремлĕ урамсен икĕ енĕпе мĕскĕн пÿртсем тĕлĕреççĕ. Шкул алăкĕ çинче пысăк çăра çакăнса тăрать. Унта халĕ клуб теççĕ. Хирĕçри пысăк çуртра (хальччен унта клуб пулнă) – чиркÿ. Ял варринче кăкăр ачи каçса кайса йĕрет. Унăн чуна çуракан ахрăмĕ Зойка вăрманĕсене çитиех саланать.
Куславкка районĕ,