Пулăсене мĕн çитермелле?

25 Апр, 2014

Иртнĕ çул ялта пĕве чавтартăмăр. Карас ярса хăварнăччĕ. Хĕл каçрăмăр ĕнтĕ. Пулăсене мĕнпе апатлантармалли шухăшлаттарать.

Николай Урмаков. Патăрьел районĕ, Еншик.

Николай Федорович, пулла çу уйăхĕнче, апатлантарма пуçлаççĕ. Малтанлăха кăшт çеç, хăнăхтармалла кунне 2 хут çитермелле. Чи меллĕ вăхăт – 12-13 тата 18 сехетсенче. Çакна та шута илмелле: пĕвери шыв мĕн чухлĕ сивĕрех – карас çавăн чухлĕ сахалтарах çиет.

Пĕви пысăках мар пулсан йывăçран е тимĕр оцинковкăран варрине шалча лартса хĕррисене 4 см авса пысăках мар такана (50х50) тума юрать. Кунашкаллине антарма та, хăпартма та меллĕ пулĕ. Апатне мĕн чухлĕ çини те курăнĕ. Çакнашкал 4 сĕтел пулсан аван пулмалла. Ăна капрон çиппе туртса кăлармалла тумалла. Карас тем те çиет. Хурт-кăпшанкă çăмартипе çумăр ăманĕсĕр пуçне вĕсене пăшăхланă тырă та пама юрать. Анчах ку ытларах çитĕннĕ пулăсене пырса тивет. Çамрăккисем валли ятарлă апат усă курмалла. Сыснасене е чăхсене памалли комбикорм пулсан вăл та юрать. Анчах ăна пĕвене яриччен хытă чуста евĕр çăрмалла. Пулла яланах пĕр вăхăтра тата пĕр вырăнта апатлантарма тăрăшмалла. Эрнере пĕрре шывпа пĕçернĕ пăтăпа апатлантарма юрать. Таканари çисе яман апат юлашкине тасатсах тăмалла. Пулă апатне ятарлă лавккасенче сутаççĕ. Путманнипе, шыв çийĕнче тăраканнипе усă курсан, тен, лайăхрах та – пĕве вараланмĕ.

Пĕвери шыв питĕ çемçе пулсан извеç е мрамор татăкĕ яма юрать. Карас хытă шыва юратать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.