Чăннипех чĕртесшĕн
Чылай ялăн сывлăхĕ хавшаккине пытармăпăр. Ĕçкĕпе иртĕхекенсемпе вăл сывă пулаймĕ. "Маншăн ик айкки те – тăвайкки" шухăшлавпа та мала каяймĕ. Ĕлĕкхине аса илтерни те ăс-тăна витермест. Чĕрĕлĕх кĕртме витĕмлĕ тĕслĕх кирлĕ. Ыран, тепĕр кун мар, халĕ – шăпах çак самантра. Шупашкар районĕнчи Атăльялри пек.
Хальччен вăл пуçаруллă та пултаруллă çынсемсĕр пурăнман паллах. Чăваш Республикинял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ Леонид Федорович Фадеев ячĕ мĕне тăрать! Çĕр ĕçченĕ илемлĕ сăвăсем хайлать, тăван ял историне çырать. Ăста художниксем те кунта пĕрре мар. Хăйсен юрри-ташшипе халăха савăнтаракан ĕçченсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕринпе Тамара Григорьевна Шаплинăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Ильмендерова) тĕл пултăмăр та вăл лара-тăра пĕлменнинчен тĕлĕнтĕмĕр. Тепĕр икĕ уйăхран 70 çул тултараканскер пăрчăкан пек вăр-вар. Калаçăвĕпе юрă юрлать тейĕн, таса çăл куç сасси пек юхаççĕ сăмахĕсем. Ахальтен мар-мĕн: юрăçа вĕренмен пулсан та яланах юрланă вăл – агрегат заводĕнче те, троллейбус управленийĕнче те. Халĕ ялти клуба çÿрет, кÿршĕри Муркаш районĕнчи Шомикри Культура çуртне те ĕлкĕрет. Килĕнче те юрла-юрла ĕçлет, çулла юрăпах вăрмана кăмпана чупать. Вунă çул çапла тăван ял пурнăçĕпе йăпанать. "Хулана кайса пурăн тесен те – каймастăп. Унта çĕр выртма та юлас килмест", – тет Тамара Григорьевна.
Вырăнти çыннăн ырă тĕслĕхĕ ыттисемшĕн çавах çителĕксĕр иккен. Ютран килсе йĕрке тăваканăн вара витĕмлĕрех. Сергей Лазаревич предприниматель пулăшнипе ял сăн-сăпачĕ çĕнелет. Тепĕр тесен, вăл Атăльялсемшĕн çич ют мар ĕнтĕ. Кунта çемйипе çурт-йĕр çавăрнăранпа тăватă çул çитет. Çак тапхăрта унăн ырăлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахмалла пек. Çук, Тамара Григорьевна та хушăран ăна "тĕлĕнмелле çын" тет.
– Тамара Григорьевна, мĕншĕн-ха апла калатăр? Тÿперен çăлтăр татса пачĕ-им?
– Капла танлаштарни те вырăнлă. Ав ĕнер ăна пĕве хĕрринче куртăм. Мĕн тăвать-ши тетĕп. Вăл пĕве хĕррипе усăнчăк çÿçе лартать-мĕн. Ялта вун-вун çул пурăнакансем тухмаççĕ (е кунашкалли сайра пулать), хуларан килсе тĕпленнĕскер пĕччен тăрăшать. Кăçал вăл ялта çырма хĕррипе 300 тĕп хунав лартма ĕлкĕрнĕ. Пĕлтĕр те ĕçленĕ. Тепри ун вырăнĕнче çапла тăрăшĕччĕ-ши?
– Çут çанталăка чунпа парăннисем ытти ялсенче те пур...
– Çавăнпа тĕлĕнмелли çук тесшĕн ĕнтĕ. Апла мар. Асăрхарăр пулĕ, çырма хĕрринчен çÿлерех хитре çурт ларать. Культура çурчĕ вăл. Уншăн Сергей Лазаревича тав тăватпăр. Юлашки вăхăтра нимĕн те пулман çав вырăнта. Пĕр уйăхра ÿссе ларчĕ çак илем. Строительство материалĕ турттарчĕ, ĕçлекенсене те хăех илсе килчĕ. Шалта та хитре халĕ. Ял пурнăçне сăнлакан стендсем йĕркелерĕмĕр, хăнасене чей ĕçтерме уйрăм пÿлĕм пур. Уявсене хатĕрленетпĕр, концертсем лартатпăр. Иккĕмĕш çул çапла киленетпĕр.
– Çуртпа юнашар тепĕр хуралтă куратăп. Хальхи саманари хÿшше аса илтерет.
– Ара, тата музей тăвас шухăшлă вăл. Ялти кашни йăхăн хăйĕн хÿшши пулĕ унта. Варринче – юпа. Йĕри-тавра карта тытса çавăрасшăн. Йĕпреç районĕнче çавнашкал музей пур тет-и? Ĕçе пĕлекен çынпа канашланă та ĕнтĕ вăл.
Пĕве пĕвеленĕ, анчах машинăпа каçма çул ансăр пек туйăннăран-ши, ĕнер ăна тимлĕ сăнарĕ. Ахăртнех, анлăлаттарĕ.
– Пĕлсе тăнă пекех калатăр-ха.
– Пĕлсе тăмасăр. Машинăпа иртнĕ чух урамсем хĕресленнĕ вырăна асăрхамарăр-и? Унта ача-пăча площадки тăвасшăн. Малтан темĕн те пĕр ларатчĕ, йăлт пуçтарттарчĕ. Чуччу, ачасене выляма ытти хатĕр илсе килсе вырнаçтарать.
– Пуçтарттарчĕ пулсан ял çыннисем итлеççĕ апла ăна.
– Тăрăшать вĕт. Епле итлеместĕн. Мĕнлерех тăрăшать тата! Çăварни уявĕнче тунă сăн ÿкерчĕксене Культура çуртĕнче хамăр пĕлнĕ пек вырнаçтарнăччĕ. Курчĕ те тепрехинче ятарласа хашаксем илсе килчĕ. Ӳкерчĕксем илемлĕ курăнччăр терĕ.
Тĕлĕнмелле çын вăл пирĕн. Эпĕ ун пеккине курман. Хăйĕн килĕнче темĕн те тунă, бассейн таранах пур. Тепри кун пек чухне ял çине алă кăна сулатчĕ пулĕ, ку апла мар. Ялшăн, унăн пуласлăхĕшĕн çунать: пуррине упрасшăн, çитменнине тăвасшăн.
– Кунтах çуралса ÿснĕ-и? Ватă е çамрăк?
– Ку ялта çуралса ÿсменрен çапла "çунни" тĕлĕнтерет те. Çулĕпе те çамрăк темелле, тĕрĕсех калаймастăп та, анчах хĕрĕхе çитмен. Хулара хăйĕн строительство хуçалăхĕ те пур.
Яла килсен кашнинчех ырă тăвать. Нумаях пулмасть хамăр концерта ял халăхне йыхравланăччĕ, кÿршĕрен те пынă. Пыракансенчен кăштах укçа пуçтарас терĕмĕр. Сергей Лазаревич концерта килнисемшĕн хăй тÿлесе ячĕ. Çавнашкал вăл пирĕн.
– Яла чĕрĕлĕх кĕртекен апла. Ăна кура ыттисен шухăшлавĕ улшăнать пек-и?
– Итлеççĕ пулсан ыррине шанмалла. Вăхăт кăтартĕ. Хальлĕхе ялта хăшне-пĕрне эрех-сăра (уйрăмах – "фанфурик") пĕтерет. Ав ĕне мăйракине кастарма ĕнер аран ялта арçын тупрăм. Ĕçке пула пурнăçран уйрăлаççĕ. Ĕçченсем те пур. Владимир Андреевăн çемйи çĕр ĕçне те ĕлкĕрет, выльăхне те нумай усрать. Техникăпа ачисем ял çыннисене те пулăшаççĕ. Çав тери маттур.
– Хăвăр та аптăрамастăр-ха. Пĕччен пулсан та картиш тулли выльăх усратăр. Нумай çул хулара пурăннăскерĕн ялтан чăнахах ниçта та каяс килмест-и? Хули çывăх пулсан та ялăрта клубсăр пуçне лавкка та, фельдшер пункчĕ те çук.
– Лавккана юнашар Шомик ялне те кайма пулать. Хальлĕхе кăна çук. Сергей Лазаревич "тăватпăр" терĕ. Вырăнĕ мĕнле илемлĕ кунта. Çурт чÿречинчен Атăл курăнать. Вăрман та юнашарах. Çут çанталăк газĕ пур, шыва нумайăшĕ киле кĕртнĕ. Çамрăксем çĕнĕ çуртсем лартма тăрăшаççĕ. Пушă лараканни сахал, кунта çуралса ÿснисем хуларан тăван тăрăха таврăнасшăн. Çĕнĕ шухăшлавпа, тăрăшулăхпа ял вăранать, чĕрĕлет. Капла калама, тен, иртерех те, анчах "çапла пултăр" тесе ĕçлĕпĕр те савăнăпăр.