Комментировать

7 Мая, 2014

Çук, Филиппов хыпарсăр çухалман

Вăрçă – хăрушă инкек, юн, вилĕм...

1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче çĕр киллĕ Çĕнĕ Вĕренер çыннисен сăн-пичĕ самай салхуланчĕ. Утă çулма утакан хĕрарăмсем те çависене хулпуççи çинчен антарчĕç. Вăрмар çулĕ çинчи çил арманĕ те тăрук кăлтăртатма пăрахрĕ. Ачасем çывăхри хутăш вăрмана ушкăнпа çырлана çÿреми пулчĕç. Юнашарти улмуççи пахчинче шăпчăксем те юрă юрламаççĕ.

Çавра кÿлĕ хĕрринче пĕр пулăç та лармасть.

Почтальон куллен ешĕл çеремлĕ урамсем тăрăх хутласа повестка валеçет. Купăс сасси те илтĕнмест. Никам та юрламасть. Арçынсем иккĕн-виççĕн çавăтăнса кун сиктерсе тенĕ пек йывăр кутамккасем çакса Вăрмар станцине утаççĕ. Вĕсем хыçĕнчен кĕпĕрленсе хĕрарăмсемпе ачасем тăрса юлаççĕ. Ир те каç куççуль юхать. Ял-йыша кичем пусрĕ...

«Хамăн хуйхă çын савăнăçĕнчен хаклăрах»

Пурнăç улшăнать, çын та улшăнать теççĕ. Чунра лăпкă мар пулин те Иван Филиппович Филиппов вĕри çанталăка пăхмасăр çири гимнастеркăна нимĕнпе те улăштарса тăхăнмарĕ. Ĕçе, çичĕ çухрăмри Кавалти крахмал заводне, çаплипех çÿрерĕ. Çухари шурă пир татăкне çеç кашни каç улăштарса çĕлеме пăрахмарĕ. Килте савнă мăшăрĕпе Анна Екимовнăпа иккĕшĕн хутшăнăвĕ кунсерен кăткăсланса пычĕ.

«Хĕрĕх пĕрремĕш çул, хам та хĕрĕх пĕрре тултартăм, – пĕрмай пĕр шухăш пăралать ун пуçне. – Ал-ура çирĕп-ха. Куç витĕр. Яш чух, каччă чух Хĕрлĕ Çарта пулни манăçман. Шашка тытма та, пăшалпа пеме те манман. Хăвăртрах, хăвăртрах фронта каймалла. Нимĕç Мускав патне тапаçланать. Ăна хÿтĕлеме манăн пăшал хутшăнсан та – пысăк пулăшу: çирĕп тыт пăшала, тăшмана ăшала».

– Тархасшăн, пире пăрахса ан хăвар. Мана мар, ачасене хĕрхен. Хамăрăн, улттăн вĕт вĕсем, – чĕрре кĕнĕ Анна Екимовна. – Мĕн çисе хĕл каçăпăр? Çуркуннеччен те вăрçă чарăнмĕ... Асли, Наçтук, вун улттă тултарать те-ха. Кĕçĕнни – пĕррере çеç. Ниçта ĕçе тухаймастăп. Хăвăн ĕçÿ те питĕ яваплă. Ахальтен бронь паман вĕт сана. Тутăх тимĕре çиет, çĕклейми шухăш – чĕрене.

Эрне иртсен çапла мăшăрĕ каç пулттипе кантăк умне тĕрĕ тĕрлеме ларать.

– Ванюш, кÿршĕсем тем сивĕ куçпа пăхаççĕ, – сăмах пуçлать вăл тÿлеккĕн. – Эсĕ ĕçленипе ĕçлеменни пирки ыйтаççĕ. Повестка паман-и-ха теççĕ. Эпĕ пĕр сăмах та чĕнмерĕм.

– Тĕрĕс тунă, – килĕшет Иван Филиппович. – Мĕн тĕрлетĕн-ха?

– Сан валли тапак хутаççи, – хуравлать арăмĕ. – Хитрелетес тетĕп-ха.

Иван Филиппович ăнланнă: арăмĕн кăмăлĕ çаврăннă – фронта кайма çул уçă...

Ытла та вăрăм хĕллехи çĕр – пĕр вĕçĕм тăсăлать, тăсăлать – ниепле те тул çутăлмасть. Тулта тĕттĕм, чÿрече кантăкĕсем шăннă, çÿхе пăрпа витĕннĕ. Сехет шаккать, шаккать, çаплах тулта тĕттĕм, вăхăт чарăнса ларнăн туйăнать.

Анÿç тахçантанпах çывăрса каяймасăр вырăн çинче выртать. Куçне уçса кĕлĕ сăмахĕсене пăшăлтатать. Ачасем сывланине итлет те çумри пĕчĕкçĕ Юльăна питĕнчен чуп туса илет. Пуçран тухми хуйхă-суйхă канăç памасть ăна, тăнлаври юн тымарĕ халь-халь татăлса каяс пек хытă тапать. Сĕтел патĕнчи маччаран çакнă лампа пÿрте вăйсăррăн çутатать. Çурма çутăра хирĕçри стена çинчен Ванюшăн куçĕсем Анÿç çине шăтарасла пăхаççĕ. Вырăн çинчи ачасем сывланинче те ашшĕ пурри сисĕнет, янкăр сасси илтĕнет: «Кĕтĕр, çĕнтерÿпе таврăнатăп. Сывлăхлă пулăр. Сире юрататăп, çырусем çырсах тăрăп».

Хĕрарăм куçĕ куççульпе тулчĕ. Пуç айĕнчи минтере лутăркаса шăппăн пăшăлтатрĕ: «Турăçăм! Мĕн пулса иртет? Çур çул иртрĕ. Пĕр çыру та çырмарăн. Пĕр хыпар та пĕлместпĕр. Мĕншĕн çыру çук?»

Кăмака хыçĕнче шăрчăк сасă пачĕ. Кил картинче йытă хамлатса вĕрчĕ...

Çулталăк та иртет, иккĕ те, виççĕ те – çаплах Иван Филипповичран пĕр хыпар та пулмарĕ. Ялта Çĕнтерÿ кунне те паллă турĕç. Анна Екимовнăпа Наçтук хĕрĕ ытти ачасене çавăтса савăнăçлă кÿршĕсемпе пĕрле шкул патне кайса çавăрчĕç. Çутă хĕвел те ачашраххăн, тĕнче ирĕклĕреххĕн туйăнчĕ çак кун ултă ача амăшне. «Çапах та хамăн хуйхă çын савăнăçĕнчен хаклăрах», – шухăшларĕ вăл ăшра.

1947 çулхи утă уйăхĕнче Анна Екимовна СССР Хĕç-пăшаллă вăйсен министерствин рядовойсемпе сержантсен составĕнче вилнисене тата хыпарсăр çухалнисене шута илекен управленирен çыру илет. «Сирĕн упăшка – 1900 çулта çуралнă Филиппов Иван Филиппович рядовой фронтра пулса 1941 çулхи раштав уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă», – çырнă унта. Управлени пуçлăхĕ Шавельский генерал-майор алă пусса çирĕплетнĕ.

– Хĕрĕх пĕрремĕш çулхи раштав уйăхĕ, – кăшкăрса макăрса ярать хĕрарăм. – Пулма пултараймасть! Ĕненместĕп! Хăйне чунтан юратакан тăван çемье патне çур çул çыру çырмасăр пурăнма пултарайман вăл! Вăрçа тухса каяс умĕнхи каç пĕр ачи те чĕрĕм ыйхă тумарĕ. Ăна мăйран çакăнчĕç, хулпуççирен ачашларĕç, питĕнчен чуп турĕç, ал шăллипе шăлса куççульне типĕтрĕç. Ĕненместĕп!

Çав каçхине вăл çырăва алăра тытсах çывăрнă. Ыйхăран вăрансан тата тепĕр хут тимлĕн вуланă.

– Хыпарсăр, – шухăша путнă Анна Екимовна. – Çук, ку вилнĕ тенине пĕлтермест-ха. Çухалнă... Ку – хăрушă сăмах. Иккĕлентерет тата. Ванюш тăшмана парăнакан çын мар. Тен аманса тыткăна лекнĕ? Çын тамăкра та пурăнать теççĕ. Çук, кунашкал шухăшпа та килĕшме май çук. Ку таранччен темле шăтăкран та мĕнле те пулин май тупса хăй çинчен хыпарлатчĕ вăл...

Пĕр-икĕ эрнерен вĕсем патне палламан çын пырать. Алăкран кĕнĕ-кĕменех стена çинчи сăн ÿкерчĕке курать.

– Ку – Филиппов Иван, – тет вăл чĕтрекен сасăпа. Çавăнтах йĕрсе ярать: – Вăл унта вилчĕ пулас, вилчĕ пулас...

Çакăнпа пĕтĕм калаçу вĕçленет. Анна Екимовна ăна аран-аран лăплантарать. Арçын питĕ пăлханса тухса каять. Текех вĕсем патне нихçан та килсе курăнмасть.

Фронта хăй ирĕкĕпе кайнă упăшки çинчен тĕрлĕ хыпар илтсен те мăшăрĕ ăна киле таврăнасса кĕтет. Ултă ачана пĕчченех ура çине тăратать. Хура-шурне мăй таран тÿссен те нихăçан пуçа усман. Аслă хĕрĕ Наçтук ялан унăн шанчăклă пулăшуçи пулнă. Шăллĕ-йăмăкĕсен юратнă аппăшĕ «Красный Мурат» колхозра тăрăшса ĕçленĕ. Ун хыççăн Катя, Алексей, Миша, Лидия тата Юля пурнăç çулĕ çине çирĕп тăнă.

Çĕнĕ Вĕренертен 114 арçын Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, 69-ăшĕ киле таврăнайман. 1971 çулта çитмĕл тăваттă тултарса юратнă мăшăрне кĕтсе илеймесĕрех çĕре кĕнĕ салтак арăмĕ. Хăйĕн вил тăприйĕпе юнашар упăшкине пытарма пушă вырăн хăварма ыйтнă. Ун хыççăн ачисем те пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчерен уйрăлнă. Халĕ кĕçĕн хĕрĕ Юля кăна Челябинскра пурăнать. Вăл та ватăлса çитнĕ, час-часах чирлет.

 

Кĕтмен хăнасем – ырă хăнасем

Николай Алексеевич Иванов – хыпарсăр çухалнă Иван Филиппов хĕрлĕ армеецăн мăнукĕ. Çĕнĕ Вĕренерте çуралнă. Кунти ытарайми тавралăхпа, улмуççиллĕ, шерепеллĕ хăмла ÿсекен пахчасемпе, лаштра йăмраллă сип-симĕс урамсемпе, витре тĕпне сирпĕтсе кăларакан çăлкуçăн сиплĕ шывĕпе киленсе ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ. Çарта пулнă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, нимĕнле ĕçе те тиркемен. Халĕ стройкăра кран машинисчĕ. Ишлейре нумай хваттерлĕ пысăк çурт тăвать. Çÿлтен курăнакан ешĕл вăрмансемпе шап-шурă чечеклĕ улмуççисем çинчен киле таврăнсан юратнă мăнукне каласа савăнтарать. Тин çеç Матвее «Шăпчăкĕ пĕчĕккĕ, сасси питĕ пысăк» тесе тĕлĕнтерчĕ те – Николай Алексеевич хăй те кăмăллă.

– Пуш уйăхĕ ĕмĕрлĕхе асăмра юлчĕ, – ассăн сывларĕ вăл. – Палламан арçын шăнкăравларĕ. Асаттепе, Иван Филиппович Филипповпа, кăсăкланчĕ. Унăн шăпи пирки мĕн те пулин пĕлетĕр-и тет. Вăрçă пуçламăшĕнчех хыпарсăр çухалнă тетĕп. Апла пулсан пирĕн халех тĕл пулса калаçмалла тет çакскер. Телефон номерне тупнă хăй, ăçта пурăннине ыйтать тата. Питĕ пысăк ĕç туса ирттермелле тет. Ку пачах пуçа шăнăçмасть ĕнтĕ. Адрес каларăм, килĕр терĕм çакскере. Чăн та, сехет çурăран иккĕн килсе тăчĕç пирĕн хваттере.

– Эпир Тверь облаçĕн Торжек хулинчи шыравçăсен «Виктория» отрядĕнчен. Ăна Сергей Горонков ертсе пырать. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче Зубцов районĕнчи Веригино ялĕ çывăхĕнчи пысăк мар вăрманта сирĕн аслаçăрăн шăм-шакне чавса кăлартăмăр. Ф-1 граната, кашăк, каска, тапак хутаçĕ тухрĕ. Хурăн тымарĕ каскăпа пуç шăммисене хытă сиенленĕ. Медальон лайăх упраннă: хĕрлĕ армеец пирки мĕн çырни йăлтах вуланать. Анчах сирĕн хушаматсем расна пулни пире пысăк чăрмав кÿчĕ. Иван Филиппович çуралса ÿснĕ Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Вĕренере çитсе ял-йышпа калаçрăмăр. Вĕсем сире тупма пулăшрĕç, – ăнлантарчĕ инçетрен килнĕ хăна, Александр Галкин текенскер. Вăл Шупашкартах çуралса ÿснĕ иккен. Тверь облаçĕнче пурăнать.

Эпĕ çухалсах кайрăм. Асаннене, аттене, тăвансене аса илтĕм. Мĕн тери кĕтнĕ вĕсем асаттене! Унăн шăпи пирки мĕн чухлĕ пуçа ватнă, куляннă. Эпĕ хăнасене хамăр çемье çинчен каласа патăм. Асаттен виçĕ ачи Филиппов, тепĕр виççĕшĕ, çав шутра ман атте те, Иванов хушаматпа çÿрени çинчен пĕлтертĕм. Кĕтмен хăнасем чи хаклă та ырă хăнасем пулса тăчĕç. Çитмĕл виçĕ çул иртсен пĕтĕм Чăваш çĕр-шывне пĕлтерме ырă хыпар илсе килчĕç вĕт. Ку – тĕлĕк мар, чăнлăх, тĕрĕслĕх. Çакăн хыççăн Çĕнĕ Вĕренер çыннисем Иван Филиппов хĕрлĕ армеец çинчен пĕр вĕçĕм калаçаççĕ. Вăрмар районĕ тĕлĕнет...

Уйрăлас умĕн Александр Галкин шыравçăпа юнашар тăрса сăн ÿкерчĕк çаптартăмăр.

– Ку сăн ÿкерчĕк – Тверь облаçĕнчи «Подвиг» çарпа патриот центрĕ валли пулать, – терĕ хаклă хăна. – Пирĕн шыравçăсем те паттăр хĕрлĕ армеец мăнукĕпе паллашасшăн.

Тепĕр уйăхран кирлĕ хутсене веçех туса çитеретпĕр. Хамăр хушăри çыхăнăва татмастпăр. Иван Филиппович шăм-шакне пырса илме хатĕрленĕр. Шăнкăравлатпăр.

Шырав ушкăнĕн çыннисемпе сывпуллашнă чухне Николай Алексеевичăн куçĕсем шывланнă. Ăшă ăсату куççулĕ, тунсăхлă савăнăç куççулĕ...

Çавăнтах вăл инçетри Австрире пурăнакан тăван йăмăкĕ патне шăнкăравласа вĕр çĕнĕ хыпар пĕлтернĕ.

– Тавах, пиччеçĕм, – хуравланă Юлия Алексеевна. – Нихăçан кĕтмен хыпар хумхантарса ячĕ. Ĕненмелле те мар пек, анчах чăнлăх. Çак кунсенчех Чăваш Ене çитетпĕр. Кĕтĕр. Тверь хулине асатте патне пĕрле каятпăр.

 

73 çул иртсен

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тверь хулинче «Смоленское захоронение» асăну комплексĕнче «Асăну вахти – 2014» уçăлнă. Хурлăхлă митинга вăрçă ветеранĕсем, Тверь облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ, Раççей Геройĕ Андрей Шевелев, «Подвиг» çарпа патриот центрĕн ертÿçи Сергей Титков, çар çыннисем, çарпа патриот клубĕн членĕсемпе шыравçăсен отрячĕсен ертÿçисем, Тверьти Суворов училищин курсанчĕсем, хула çыннисем, студентсемпе шкул ачисем хутшăннă.

Тверь облаçĕнче 1988 çулта «Подвиг» çарпа патриот центрне уçнă. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче шырав ушкăнĕсем облаç çĕрĕ çинче пин-пин совет салтакĕпе офицерĕн шăмми-шаккине тупса палăртнă, вĕсене тăванĕсем патне леçсе пама тăрăшнă.

Хурлăхлă митингра Тверь çĕрĕ çинче 1941 çулхи çурла уйăхĕнчи хаяр çапăçусенче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ икĕ хĕрлĕ армеецăн шăмми-шаккипе упранса юлнă япалисене тата хучĕсене тăванĕсене çитерсе панă. Кусем – Чăваш Енри Иван Филиппович Филипповпа Красноярск крайĕнчи Макар Давыдович Животов. Вĕсене, 73 çул çĕр айĕнче выртнăскерсене, çарпа патриот клубĕн шыравçисем шыраса тупнă.

Иван Филиппов армеецăн юлашкийĕсене илме унăн мăнукĕсем Николай Алексеевич Ивановпа Юлия Алексеевна Афанасьева, Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан «Сыны Отечества» организаци членĕсем Сергей Иванович Музяков, Иван Николаевич Николаев, Юрий Михайлович Охотников тата Чăваш Енри МЧС ветеранĕсен Канашĕн председателĕн çумĕ Василий Николаевич Нягин полковниксем пынă.

– Хăрушă вăрçă пуçласа нимĕç фашисчĕсем Тăван çĕр-шывăн тĕп хулине аркатса çĕрпе танлаштарма ĕмĕтленчĕç, – тенĕ хăй сăмахĕнче Тверь облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Андрей Шевелев. – Юлашки патрон, юлашки юн тумламĕ юлмиччен çапăçрĕç пирĕн паттăрсем. Çук, каялла пĕр утăм та чакман. Вĕсен шучĕпе – Иван Филиппович Филипповпа Макар Давыдович Животов хĕрлĕ армеецсем те...

Пирĕн шыравçăсем çанă тавăрса, ырми-канми ĕçлеççĕ. Тунă ĕçсем – тăван халăх куçĕ умĕнче. Хыпарсăр çухалнă юлашки салтака тупмасăр та шырама чарăнмастпăр.

Хурлăхлă митингра чăваш отрячĕсем те хĕрÿллĕ сăмах тухса каланă. Вĕсем шырав ушкăнĕсем Тăван çĕр-шывшăн, тăван халăхшăн çав тери пысăк та пархатарлă ĕç тунине палăртнă. Облаçри мĕн пур çынна кулленхи пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, çĕнĕ çитĕнÿсем тума суннă.

 

Тăван кĕтес хăй патне туртать

Пысăк чыспа, хальччен кунти çын курман хисеп туса пытарчĕç Иван Филиппович Филиппов шăммисене Çĕнĕ Вĕренер масарĕнче. Пысăк тупăкпа. Хăйне пурнăç тăршшĕпе тÿсĕмлĕн кĕтсе пурăннă савнă арăмĕпе Анна Екимовнăпа юнашар. Çумма çумăнах ытти тăванĕсен, кÿршĕ-аршăн вил тăприйĕсем.

Шупашкартан килнĕ оркестр чуна кисрентерекен хурлăхлă кĕвĕ каларĕ. Ял леш енчи çурхи вăрман тăрăх вăрахчен ахрăмласа салют сасси кĕрлесе тăчĕ. Хĕрессем çине усăннă кăчкă кăларнă йывăçсем çинчен тин çеç кăнтăртан вĕçсе килнĕ кураксемпе чанки-чакки чанасем шавласа çÿлелле çĕкленчĕç. Çерçисен ушкăнĕ чĕвĕлтетсе вĕçсе иртрĕ. Çÿлте тÿпере пирвайхи тăрисем тăрлатма пуçларĕç.

Пĕтĕм Çĕнĕ Вĕренер халăхĕ, Иван Филиппович Филипповпа сывпуллашма килнĕ кашни çын паттăр салтак тăван яла таврăнса ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнишĕн çăмăллăн сывласа ячĕ.

– Акă асаттепе сывпуллашрăмăр, – терĕ мăнукĕ Николай Иванов. – Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитсе пырать пулин те хăрушă вăрçă ахрăмĕ пире халĕ те хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Вăрçă евĕр хăрушши, хаярри урăх нимĕн те çук тĕнчере. Пĕр шелсĕр вăл – çунтарать, аркатать, кĕл тăвать, тăпрапа хуплать, ыраттарать, юн юхтарать, вĕлерет, веçех пĕтерет. Çавăнпа çĕр çинчи мĕн пур ăслă-тăнлă, ырă чунлă халăх миршĕн кĕрешет...

Хаклă асаттене юлашки çула тирпейлĕн ăсатма пулăшнă пур организаципе çынсене, уйрăмах Вăрмар район администрацине, Тикеш ял хутлăхне, Василий Николаевич Нягин, Иван Николаевич Николаев полковниксене, Вăрмар район çар комиссарне Валентин Валерьевич Лященко подполковнике, Шупашкарти «Системпром» пĕрлешĕвĕн директорĕн çумне Владимир Ильич Афанасьева çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Пирĕн пысăк хуйхăпа савăнăçа пĕрле пайланăшăн ялан асра тытса пурăнатпăр...

Вăрмар районĕ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.