Ытларах тăрăшмалла
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе наркотика хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. ЧР ШĔМ наркотик сутнине тĕрĕслекен управлени пуçлăхĕ Денис Шакуров яваплă тытăмсем пĕрле хутшăнса ĕçленипе çул çитмен ачасем хушшинче преступлени /саккунсăр наркотикпа çыхăннисем\ тăвасси чакнине палăртнă. Унсăр пуçне кăçалхи 4 уйăхра наркотик хатĕрĕпе е психикăна хавшатакан япалапа усă курассипе çыхăннă 200 йĕркесĕрлĕх çулне пÿлнĕ.