Комментировать

25 Мая, 2017

Тăварлă апат

Сысна та тăвар хушнă апат килĕштерет. Чăн та, хăшĕ-пĕри унсăрах çиме кăмăллать. Апата тăвар мĕн чухлĕ ярасси выльăх йывăрăшĕнчен килет. Сăмахран, 120 кг таякан сыснана талăкра 14 г тăвар кирлĕ, 240 кг — 20 г. Хушма хуçалăхра ăна час-часах сĕтел çинчи апат-çимĕç юлашкине паратпăр. Ку пек чухне асăрхануллă пулмалла. Çимĕçре ахаль те тăвар нумай. Сыснана тата тăвар хушса парсан вăл наркăмăшланма пултарать.

Енчен нăрик-нăрик канăçсăрлансан, сĕлеки юхсан, чĕкĕрсен, шăнăрĕ туртсан, хăлхипе сăмси кăвакарсан выльăх тухтăрне чĕнтермелле. Çÿлерех асăннă паллăсем сысна наркăмăшланнине пĕлтереççĕ. Ветеринар çитиччен чух-чуха пулăшма таса шыв /1-3 л\ ĕçтермелле. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.