Сĕт нумай чухне те хака чакармалла мар

25 Мая, 2017

Халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ ытларах чухне пахалăхĕнчен килнине пытармалла мар. Калăпăр, чылайăшĕ çакна асрах тытать, анчах пĕр пĕчĕк кашăк тикĕтпе пичкери пыла варала-кан та тупăнать. Урăхла каласан, сĕт виçине ÿстерме шыв, ытти япала хушаççĕ, çавна май пĕтĕмĕшле чĕр тавар хакĕ те йÿнелет. Ахăртнех, çакна шута илсе республикăра халăхран пуçтаракан сĕт пахалăхне ÿстерме тĕллев лартнă.

Сăмах май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унăн хакне йĕркелес ĕçе тимлесех тăрать. Ĕне усраса ял çынни мĕн ĕлĕкрен çемьене тăрантнă. Халĕ те выльăх ăна пурнăçа йÿнеçтерме пулăшать, ытлашши сĕте вырнаçтарса вăл хушма хуçалăхне аталантарать. Анчах çуллахи вăхăт çитеспе сĕт хакĕ чакма тытăнать. Çакна кура тепри тарăхса çитет те выльăх çине алă сулать. Ара, ăна хĕл каçарма хатĕрленĕ апат тăкакне те саплаштармасть-çке-ха сĕт хакĕ. Пасарта хаклăрах сутма пулать, анчах ĕçлекен çыннăн унта кашни ир чупма вăхăт çук.

Мăйракаллă шултра выльăх усракансем çуллахи вăхăтра сĕт хакне пĕр шайра тытса пырас ыйтупа пуçлăхсем патне çулсерен çитеççĕ. Кун пирки пухусенче те сахал мар калаçаççĕ. Иртнĕ эрнере Пĕрлехи информаци кунĕнче те ăна правительствăшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутне кĕртсе анлăн тишкерчĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та çак кун ытти информаци ушкăнĕнчи представительсем пекех ир-ирех Çĕрпÿ районĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Паваркасси ял тăрăхĕнчи халăхпа вăл сĕт панă вăхăтра курса калаçнă. Ял çыннисем сĕт хушма тупăш панине пытарман. Акă пĕр хĕрарăм 3 ĕне усрать, йыша 5 пуçа çитересшĕн. Анчах 1 л сĕт хакĕ 16 тенкĕрен чакни ăна çырлахтармасть. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.