Архив - 14 Мар, 2014 - Хресчен сасси

14 Мар, 2014

Куçарса лартма кирлех-ши?

Калăр-ха, тархасшăн, мĕншĕн калчана куçарса лартмалла. Эпĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ помидорпа пăрăç вăррине торф стаканĕсенче çитĕнтеретĕп, çуркунне тÿрех теплицăна куçарса лартатăп. Тухăçĕ аптрамасть пек.

Ирина Семенова. Шупашкар.

14 Мар, 2014

Чи усăлли

Гранат çимĕçĕн сĕткенĕ чи усăллă сĕткенсенчен пĕри. Вăл организма усал шыçăран хÿтĕлет, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен пулăшать. Тухăç çĕр-шывĕсенче мĕн пур çимĕçĕн патши вырăнне хурса хисеплеççĕ ăна. Пуç кăшăлне те хайхи çимĕç тăррине пăхса тунă имĕш.

14 Мар, 2014

Лавр йывăçĕ

Хисеплĕ редакци! «Хресчен сасси» хаçата юратса вулатăп. Ырă канашсем пичетлени, вулакансен ыйтăвĕсене хуравлани килĕшет. Ултă çул каялла Сочирен пĕчĕкçĕ лавр илсе килнĕччĕ. Метртан та çÿлĕрех çитĕнсе кайрĕ. Апат пĕçернĕ чух çулçине тата-тата яратăп. Иртнĕ кĕркунне хайхине пысăкрах савăта куçарса лартрăм, тăпра хушрăм. Анчах лавр саркаланса ÿсес вырăнне йăшма пуçларĕ: çулçисем çаврăнса пĕтĕрĕнме, хуралма пуçларĕç. Мĕнле çăлса хăвармалла-ши;

Л. Семенов. Красноармейски районĕ, Йÿçкасси.