Комментировать

14 Мар, 2014

Пылпа сипленесшĕнччĕ

Пылпа массаж туни сиенлĕ тенине илтрĕм. Мĕншĕн; Мăй остеохондрозне мĕнле сиплемелле-ши;

Иван Михайлов. Хĕрлĕ Чутай.

Шăмăпа унăн кăмăрчакĕсем йĕркеллĕ аталанма пăрахнипе пăсăлса улшăннине, хулăмланса хытнине эпир остеохондроз тетпĕр. Остеохондроз чухне пылпа массаж туни усăллă. Пыл ÿт-пĕве, шалти органсене, сыпăсене, организма пĕтĕмĕшле ырă витĕм кÿни паллă. Массаж юн çаврăнăшне лайăхлатма, тĕртемсенчи тăвара кăларма пулăшать. Массаж хыççăн ÿте çумалла, унсăрăн ÿт çине тухнă сиенлĕ япаласем каялла кĕрсе кайма пултараççĕ. Кайран нÿретекен кремпа сĕрмелле. Массаж хыççăн шăлан çырли чейĕ ĕçни аван. Ÿт-тире сиенлесрен массажа кун сиктерсе тумалла. Анчах ку меслет пурне те каймасть. Калăпăр, операци хыççăн, çие юлсан, пĕсехе парĕн ĕçĕ пăсăлсан, ват хăмпипе пÿрере чул пулсан, юн çывăраслăхĕ пăсăлсан, температура хăпарсан, варикозпа тромбофлебит, астма, тĕрлĕ шыçă, аллерги, ÿт-тир инфекцийĕн, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем чухне, туберкулезпа е ракпа нушалансан.

Халăхра остеохондрозран çак мелсемпе сипленеççĕ:

Хутаçлă йÿçĕ хĕрлĕ 6 пăрăç вăррине кăларса аш арманĕпе е блендерпа вĕтетмелле. 100 мл нашатырь спирчĕ тата 200 мл сырлан «облепиха» çăвĕ хушмалла. Пулнă хутăша лайăх пăтратса 15 кунлăха тĕттĕм вырăна лартмалла. Кашни 2 кунран эмел кĕленчине силлесе тăмалла. Хатĕр настойкăна пилĕкпе мăя сăтăрма усă кураççĕ. Çапла кун сиктерсе тумалла. Сăтăрнă вырăна шарфпа çыхаççĕ.

Горчица компресĕ. Горчица порошокне çăра хăйма пек пуличчен вĕри шывпа хутăштармалла. Унтан хут е пир татăкĕ çине сĕрсе ыратакан вырăна хумалла, полиэтиленпа витсе çăм тутăрпа çыхмалла. Ÿте чĕпĕтме пуçласанах çыхха салтмалла.

Йÿç кăшман. Кăшмана теркăласа сĕткенне сăрăхтарса илмелле. Пир пусмана хайхи сĕткенпе йĕпетсе ыратакан вырăна хумалла. Çиелтен çăм тутăрпа çыхмалла.

Шурă сирень настойки. Шурă сирень кăчкипе чечекне пĕр тан илсе шур эрехпе «1:10» хутăштармалла. Пĕр эрне таран тĕттĕм вырăнта тытмалла. Сирень эрехĕпе компресс тунипе пĕрлех ăна ĕçме те юрать: кунне 3 хут 30-40 тумлам.

Ыраш пашалăвĕ. Ыраш çăнăхне «300 г» чуста пек пуличчен шывпа хутăштармалла. Унтан икĕ пашалу туса духовкăра пĕçермелле. Унпа ĕнсепе мăя хупламалла.

Хупах çулçипе. Малтанах хатĕрлесе хунă хупах çулçине вĕтетмелле. Тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 1 кашăк çулçă ярса 15 минут лартмалла. Сăрăхтармалла, пусма таткине унпа йĕпетсе 40 минутлăха ыратакан вырăна хумалла.

Хĕрен сĕткенĕ. Мăй ыратнă чух усă курмалли чи тухăçлă меслетсенчен пĕри ку. Хĕрен сĕткенĕпе шур эрех «1:1» хутăштармалла. Мăя сĕрмелле. Çакăн хыççăн ăшă япалапа çыхса çывăрма выртмалла.

Хыр лăсси. Вĕреме кĕнĕ 1 литр шыва 250 г чухлĕ тин татнă хыр лăсси ярса çур сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Хатĕр настойкăна кунне 2 хут апатланнă хыççăн ĕçмелле.

Упа паланĕ «бузина». Кĕленчене 2 стакан спирт тата çур стакан упа паланĕ ярса хупмалла. Пĕр эрне таран тĕттĕм вырăнта тытмалла. Ĕнсепе мăя сĕрмелли пулчĕ те.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.