Комментировать

14 Мар, 2014

Куçарса лартма кирлех-ши?

Калăр-ха, тархасшăн, мĕншĕн калчана куçарса лартмалла. Эпĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ помидорпа пăрăç вăррине торф стаканĕсенче çитĕнтеретĕп, çуркунне тÿрех теплицăна куçарса лартатăп. Тухăçĕ аптрамасть пек.

Ирина Семенова. Шупашкар.

Калчана куçарса лартни хăш енчен аван-ха; Пĕрремĕшĕнчен, пĕчĕк лаптăкрах ытларах калча туса илме май килĕ. Иккĕмĕшĕнчен, тĕп тымара кĕскетсе лăс тымара тата лайăхрах аталанма пулăшĕ. Уйрăм стаканра çитĕнтерни килĕшет тĕк малашне те çаплах тума пултаратăр. Ватă çынсем ытларах чухне калчана ешчĕксенче çитĕнтереççĕ. Калча тымарĕсем пĕр-пĕринпе çыхланса каясран ешчĕкри çĕре темиçе хутчен тăваткăлласа касаççĕ, кашнине 10х10 см яхăн лаптăк тивĕçмелле. Çакăн пек тунипе калча тымарĕ çăра та çирĕп çитĕнет, куçарса лартнă чухне çĕрĕ те тăкăнмасть.

Помидор калчине куçарса лартнă вăхăтра пирвайхи çулçă туни таран хуплама юрать, пăрăçăн тымарĕ вăйлах мар, çавăнпа ăна малтанхинчен кăшт тарăнрах лартмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.