Чи усăлли
Гранат çимĕçĕн сĕткенĕ чи усăллă сĕткенсенчен пĕри. Вăл организма усал шыçăран хÿтĕлет, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен пулăшать. Тухăç çĕр-шывĕсенче мĕн пур çимĕçĕн патши вырăнне хурса хисеплеççĕ ăна. Пуç кăшăлне те хайхи çимĕç тăррине пăхса тунă имĕш. Авалхи египтянсен тупăкне вилнĕ çынна тепĕр хут чĕртсе тăратас шанчăкпа гранат çимĕçĕ чиксе янă мĕн. Мухаммед пророк хăйĕн вĕренекенĕсене курайманлăхран тата кĕвĕçÿрен тасалма гранат çиме сĕннĕ. Китайра туй кунĕнче çамрăк мăшăра ырă сунса ятарласа гранат тĕшши çиеççĕ.