Архив - 14 Ноя, 2014 - Хресчен сасси

14 Ноя, 2014

«Хресчен сасси - Кил» 88 № (2500)

Çĕнĕ номерте:
Хир карапĕсем туяннă
Сапни усăллă
Хĕле хатĕрленсе
Мăк курăкне купороспа
Хĕлĕпех çăмарта туччăр
Сывă та нумай çул пурăнма
Çемье рецепчĕ.

14 Ноя, 2014

Çĕнтерӳçĕсене хавхалантарĕç

ЧР Правительствин ларăвĕнче 32 ыйту пăхса тухнă. Унта хула тăвас ĕçе йĕркелесе пырасси, тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ кӳресси, муниципалитетсен çурт-йĕр тĕрĕслевĕ çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине ырланă. Финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн 2014 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне 30,3 млрд тенкĕ тупăш кĕнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çак виçе 2,9 процент пысăкланнă. Тăкаксем те 30,3 млрд тенке яхăн. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен 9 процент пысăкрах.

14 Ноя, 2014

Хир карапĕсем туяннă

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен çĕр ĕçченĕсен ял хуçалăх техники туянас шухăш-кăмăл сĕврĕлет. Анчах шăпах çак вăхăтра техника туса кăларакан хăш-пĕр компанисем ăна йӳнĕрех хакпа сутма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - «Ростсельмаш» ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене хавхалантарма йӳнĕрех хаксем çирĕплетнĕ.

Чи малтанах çак çăмăллăхпа Вăрнар районĕ усă курнă. Калăпăр, «Мураты», «Санары» хуçалăхсем тырă комбайнĕ туяннă. Çак кунсенчех К. Маркс ячĕллĕ хуçалăха та çичĕ метр сарлакăш çулакан косилка çитмелле.

14 Ноя, 2014

Хĕлĕпех çăмарта туччăр

Çулталăкĕпех сĕтел çинче тин тунă çăмарта пултăр тесен чăх витинче хĕлле те хăтлă та çутă пулмалла. Чăхсене паха апат çитермелле. Хăшĕ-пĕри витере ăшă тытма дизель кăмакапа, буржуйкăпа, радиаторпа е инфрахĕрлĕ лампочкăпа усă курать. Чăх каштине урайĕнчен 50 см çÿллĕшне вырнаçтармалла. Урайĕнчи айсарăмĕ те хулăн кирлĕ: 25-30 сантиметр тейĕпĕр. Çилсĕр кун температура 15 градусран иртмен чухне чăхсене уçăлма кăлармалла. Чăхсене хĕлле уçăлма кăларни организма D витаминпа пуянлатать, çăмарта хуппин пахалăхĕ шăпах çак витамин пурринчен килет.

14 Ноя, 2014

Улшăну кĕртмен-ха

Эпĕ 60 çулта. 5 ача çуратса ÿстернĕ. Ĕç ветеранĕ. Хĕрĕм 1958 çулта çуралнă. 10 класс пĕтерсен 5 çул пединститутра вĕренчĕ. Ĕçлесе 35 çул стаж пухрĕ. Республика ертÿçи темиçе çул каялла 35 çул стаж пухнисене те ĕç ветеранĕ ята пама май шырасси пирки каланăччĕ. Халĕ вара темшĕн хисеплĕ ята тивĕçме 37 çул ĕçлемелли çинчен калаçаççĕ. Малашне ман шутпа тулли стаж пухакансем те пулмĕç. Чылайăшĕ таçта ютра, ĕç кĕнекисĕр тăрмашса çÿрет-çке.

Краснова.

Патăрьел районĕ, Ишлĕ ялĕ.

14 Ноя, 2014

Кая юлман

Патшалăхăн пенсин хушма укçа (софинансирование) программине кĕмелли вăхăта тăснă.

Çĕнĕ нормăпа килĕшÿллĕн 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен патшалăхăн хушма укçа программине кĕрсе юлайман граждансем программăна халĕ кĕме пултараççĕ. Программăна хутшăнмалли тапхăра 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Пирвайхи взноса вара 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен хывмалла: 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран.

14 Ноя, 2014

Сывă та нумай çул пурăнма

  1. Ирпе вăрансан темиçе хут туртăнса илĕр. Çывăрнă вăхăтра пур органра та юн çывăрса ларать. Шăм-шака хускатмасăр тÿрех утса кайсан урана юн нумай анать, ăна вара чĕре патне каялла тавăрма йывăртарах пулĕ.
  2. Кравать çинче выртса ал-урана çÿлелле çĕклесе силлемелле, пÿрнесене вылятмалла. Чĕре лайăхрах ĕçлеме пуçлĕ, мĕнпур клеткăпа тĕртемсене юн пырĕ.

14 Ноя, 2014

Укçа курăкĕ

Пилĕк çул ĕнтĕ чÿрече ани çинче укçа курăкĕ ÿсет. Çав тери юрататăп ăна. Анчах темшĕн юлашки вăхăтра унăн çулçисем тăкăнма, турачĕсем шанма пуçларĕç. Тархасшăн, çăлса хăварма пулăшсамăр ăна.

Сăмах крассула, толстянка çинчен пырать. Халăхра ăна укçа курăкĕ теççĕ.

Çулçă тăкăнни шăварма пăрахмаллине пĕлтерет, чÿлмекри тăпрана типĕтме вăхăтлăха радиатор çывăхне лартни те пăсмĕ. Çакă та пулăшманни тымарĕ çĕрме тытăннине систерет. Апла ăна хăвăртрах урăх савăта куçармалла, сиенленнĕ тымарсене касмалла, кĕлпе сапмалла.