Укçа курăкĕ

14 Ноя, 2014

Пилĕк çул ĕнтĕ чÿрече ани çинче укçа курăкĕ ÿсет. Çав тери юрататăп ăна. Анчах темшĕн юлашки вăхăтра унăн çулçисем тăкăнма, турачĕсем шанма пуçларĕç. Тархасшăн, çăлса хăварма пулăшсамăр ăна.

Сăмах крассула, толстянка çинчен пырать. Халăхра ăна укçа курăкĕ теççĕ.

Çулçă тăкăнни шăварма пăрахмаллине пĕлтерет, чÿлмекри тăпрана типĕтме вăхăтлăха радиатор çывăхне лартни те пăсмĕ. Çакă та пулăшманни тымарĕ çĕрме тытăннине систерет. Апла ăна хăвăртрах урăх савăта куçармалла, сиенленнĕ тымарсене касмалла, кĕлпе сапмалла.

Çак чечек çутта юратать пулсан та вăл ытлашшипех пулнине аран чăтса ирттерет. Çавăнпа ăна хĕвел тухăç е кăнтăр хĕвел тухăç енне тухакан чÿрече çине лартма тăрăшмалла. Чÿлмекри çĕр типсе çитсен кăна шăвармалла: çулла - эрнере пĕрре, хĕлле - уйăхра пĕр хут. Тĕрĕс шăварса тăрсан укçа курăкĕн çулçи чул пекех хытă пулĕ. Ытларах шăварсан çулçă симĕслех тăкăнĕ. Хăйне шывпа пĕрĕхтернине те юратмасть вăл. 3-4 çулта пĕрре крассулăна урăх савăта куçарса лартмалла. Чÿлмекĕ пысăкрах пулсан ÿсен-тăран ÿсме пăрахать е питĕ майĕпен çеç ÿсет.

Çулçине тăкни çăлăнса юлас тенине те пĕлтерет. Сывă çулçăсене пăрахса вĕсене тымар яртарать. Тепĕр чухне питĕ вăйлă хунаса кайнă толстянка хăех çамрăк хунавсене ÿстерессишĕн ытлашши туратпа çулçăран хăпать. Ку йĕркеллĕ пулăм. Çĕре ÿкнĕ хунав хăй тĕллĕнех тымарланать.

Чылайранпа ÿсекен укçа курăкĕн турачĕсен тăррине çулталăкра пĕр-икĕ хут касмалла.

Юлашкинчен çакна аса илтерер: чÿлмек айне вак укçа хурсан укçаран татăлмăн теççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.