Комментировать

14 Ноя, 2014

Çĕнтерӳçĕсене хавхалантарĕç

ЧР Правительствин ларăвĕнче 32 ыйту пăхса тухнă. Унта хула тăвас ĕçе йĕркелесе пырасси, тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ кӳресси, муниципалитетсен çурт-йĕр тĕрĕслевĕ çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине ырланă. Финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн 2014 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне 30,3 млрд тенкĕ тупăш кĕнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çак виçе 2,9 процент пысăкланнă. Тăкаксем те 30,3 млрд тенке яхăн. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен 9 процент пысăкрах. Министр республикăн тăкак обязательствисене укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине вăхăтра пурнăçласа пынине палăртнă.

Ларура районсен ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕ çинчен йышăну тунă. Районсем виçĕ зонăна пайланса тупăшĕç, çĕнтерӳçĕсене укçан хавхалантарĕç. Культура учрежденийĕсем валли те укçа пулĕ. Муниципалитетсене 400-шер пин тенкĕ пама йышăннă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.