Комментировать

14 Ноя, 2014

Улшăну кĕртмен-ха

Эпĕ 60 çулта. 5 ача çуратса ÿстернĕ. Ĕç ветеранĕ. Хĕрĕм 1958 çулта çуралнă. 10 класс пĕтерсен 5 çул пединститутра вĕренчĕ. Ĕçлесе 35 çул стаж пухрĕ. Республика ертÿçи темиçе çул каялла 35 çул стаж пухнисене те ĕç ветеранĕ ята пама май шырасси пирки каланăччĕ. Халĕ вара темшĕн хисеплĕ ята тивĕçме 37 çул ĕçлемелли çинчен калаçаççĕ. Малашне ман шутпа тулли стаж пухакансем те пулмĕç. Чылайăшĕ таçта ютра, ĕç кĕнекисĕр тăрмашса çÿрет-çке.

Краснова.

Патăрьел районĕ, Ишлĕ ялĕ.

Паянхи куна «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята илме хĕрарăмсене 40 çул стаж кирлĕ, арçынсене - 45. Чăн та, республика ертÿçи «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçмелли стажа майĕпен чакарса пымаллине каланăччĕ. Анчах çакă тÿрремĕнех республика бюджечĕпе çыхăннă. Шел пулин те, хальлĕхе бюджет укçи хĕсĕк. «Ĕç ветеранĕ» ята илмелли стажа хĕрарăмсемшĕн те, арçынсемшĕн те 2,5 çул чакарасшăн. Çакă пурнăçа кĕрсен 37,5 çул стаж пухнă хĕрарăмсем те ветеран ята тивĕçĕç. Хальлĕхе ку хăçан пуласси паллă мар.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.