Патшалăхран пулăшу кирлех
РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Правительство пуçлăхне Дмитрий Медведева агропромышленноç комплексĕнчи техникăна çĕнетес тĕлĕшпе сĕнÿ тăратнă. «Тракторсен - 70, комбайнсен 55 проценчĕ вунă çул ытла уй-хирте ĕçлет, чылай ĕçе пурнăçлаççĕ вĕсем. Çавăнпа часах çĕмĕрĕлеççĕ. Кун пек чухне ытларах механизаторсем нушаланаççĕ»,- тет Патшалăх Думин аграри енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Надежда Школкина. 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа техникăна çĕнетнĕшĕн ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене федераци бюджетĕнчен 5 млрд тенкĕ субсиди уйăрма сĕнеççĕ депутатсем.




Куславкка районĕнчи Кунерте купăста фестивалĕ иртрĕ. Юлашки çулсенче уява республика тулашĕнчен те хаваспах хутшăнаççĕ, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштараççĕ. Ăна ку тăрăхри Василий Семенов фермер пуçарса янă. Ырă йăлана Куславккасем пăрахасшăн мар, çулсерен тĕплĕ хатĕрленсе ирттереççĕ.
Чăваш Енре Вера Кузьминична Кузьмина ятне илтмен-пĕлмен çын çуках тăр. К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче вăл 66 çул ĕнтĕ халăха савăнтаракан, кулянтаракан, шухăша яракан сăнарсем калăплать.
«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче кăсăя кунне палăртнă. Çак кун кăсăясем вăрмантан çын пурăнакан вырăнсене куçаççĕ, çывхаракан сивĕсене палăртаççĕ.
«Хĕрсем маттур манăн, - тет Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Надежда Капитонова. - Вĕсем пулмасан ĕçлеме те йывăр. Виççĕшĕ те тăрăшса вăй хураççĕ».
Кĕрхи хĕвел пайăркисене çĕр çине вăйсăррăн сапалать. Вăраха кайнă çумăр хыççăн сукмак типеймен-ха. Юрать Кашмашăн тĕп урамĕпе асфальт сарнă, утма та çăмăлрах. «Паян çанталăкĕ аван, çумăрта çÿресе хăшкăлтăм ĕнтĕ», - савăнать Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕн почтальонки Светлана Смирнова. Хул пуççи урлă çакнă сумки çĕрелле йывăррăн усăнать. Анчах çакна вăл туймасть та тейĕн, такăр çулпа васкаса утать.





