Чăвашăн чаплă хĕрĕ

27 Ноя, 2013

Чăваш Енре Вера Кузьминична Кузьмина ятне илтмен-пĕлмен çын çуках тăр. К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче вăл 66 çул ĕнтĕ халăха савăнтаракан, кулянтаракан, шухăша яракан сăнарсем калăплать. Куракансем ăна «Çĕпĕр дивизийĕ» (Хветура), «Çылăх» (Плаки), «Пушар лаши» (Клавье), «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» (Амăшĕ), «Арçынсăр хĕрарăм» (Бернарда), «Кайри мала, хур кайăксем» (Униççе), «Укçа чул кастарать» (Алтÿк), «Юнлă туй» (Амăшĕ), «Шанель пике» (Сара Абрамовна), «Хура Чĕкеç» (Хура Чĕкеç) тата ытти спектакль тăрăх лайăх пĕлеççĕ. Пĕтĕмпе 150 яхăн роле чун кĕртнĕ Вера Кузьминична. Тăхăр теçеткене çитсе те сцена çинче выляни чăваш театрĕн историйĕнче хальччен пулман-ха.

Вера Кузьминична Кузьмина 90 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ уяв каçне иртнĕ шăмат кун халăх лăк тулли пухăнчĕ.

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вера Кузьмина пултарулăхне хакласа вăл «чăваш наци искусствин чăн-чăн пуянлăхĕпе чăваш халăхĕн мухтавĕ» пулнине палăртрĕ. Вĕри чĕреллĕ, чунĕпе çамрăк артисткăна пархатарлă ĕçĕшĕн чĕререн тав туса сехет парнелерĕ.

Сцена çинче халĕ те вăр-вар, илемлĕ, çивĕч, сăпайлă, хăватлă Амăшĕ (саламлакансенчен чылайăшĕ ăна чăваш амăшĕн сăнарне пĕтĕçтерсе тăракан çын пек курчĕ) çав каç нумай-нумай ăшă сăмах илтрĕ. Халăхăн чи пысăк çăл-тăрĕнчен пуçласа çамрăксене çул кăтартса пыракан асамçă таранах хакларĕç унăн ĕçне.

«Тĕнчере пултаруллă артистсем нумай, анчах кашни юн тымарĕн таппипе туйса вылякан йышлă мар. Çапах та пур вĕсем. Пĕри вăл - Вера Кузьмина. Кашни роле хăйĕн ăсĕпе чунĕ витĕр кăлараканскер, - терĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи Валерий Яковлев. - Тăрăшуллисем, ĕçченнисем сахал искусствăра. Вăл вара тĕслĕх илмелли асамлă ăста вырăнĕнче. Мухтав сана! Чĕрепе çеç мар, ăспа та вылякан чăваш Хĕрарăмне. Тав сана çакăн пек пурăнса халăх чунне çĕкленĕшĕн».

Ĕмĕр тăршшĕпех театршăн пурăннă, халĕ те театршăн ĕçлекен СССР халăх артистки, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Халăхсен Туслăхĕн орденĕн, «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден кавалерĕ Вера Кузьминична Кузьминана эпир те сумлă юбилей ячĕпе саламлатпăр. по сообщению газеты Новый регион

Елена Николаева.
саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.