Комментировать

4 Дек, 2013

Нумай ачаллă çемьесене - ĕне

Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшу парасси йăлана кĕчĕ. Иккĕмĕш пепке çуралсан е усрава илсен РФ амăшĕн капиталне, виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн вара республикăри амăшĕн капиталне тивĕçет кил-йыш. Çакнашкал çемьесене çурт-йĕр çавăрма, хушма хуçалăха аталантарма е дача тума çĕр лаптăкĕпе те тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратакан ?усрава илекен% çемьене хушма тÿлев лекет. Ăна уйăхсерен тÿлеççĕ, анчах та ку укçана çын пуçне тивекен тупăш çирĕплетнĕ виçерен иртмесен çеç параççĕ. Ăна ача виçĕ çул тултариччен илеççĕ.

Регионсенчи амăшĕн капиталĕ тĕрлĕрен: Сахалин облаçĕнче - 159 пин тенкĕ, Сарă ту, Вологда облаçĕсенче, Ханты-Манси автономи округĕнче тата пирĕн республикăра 100-шер пин.

2007 çулта РФ амăшĕн капиталĕн виçи 250 пин тенкĕ пулнă, халĕ вара - 408 пин те 960 тенкĕ. Çитес çул вăл 430 пин тенкĕпе танлашĕ. Амăшĕн капиталĕн тÿлевне çулсеренех индексацилеççĕ. Халĕччен çак пулăшупа çĕр-шыври 4 млн çемье усă курнă. 2013 çулта çеç РФ Пенси фончĕ амăшĕн капиталне тÿлеме 200 млрд укçа-тенкĕ тăкакланă. Шел те, унăн палăртнă вăхăчĕ çывхарса пырать: программа 2016 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçленет. Малашне нумай ачаллă çемьесене мĕн кĕтет-ши? Кăна хальлĕхе никам та уççăн калама пултараймасть. Мĕншĕн тесен пĕрисем ăна 2025 çулччен тăсасшăн, теприсем вара укçа перекетлеме тăрăшаççĕ. Çавна май амăшĕн капиталĕ вырăнне чухăн çемьери ачасен пособине хăпартма шухăшлаççĕ. Кун пек 100 млрд тенкĕ çеç кирлĕ пулĕ. Амăшĕн капиталĕпе вара 300-330 млрд тенкĕ тăкакланĕ.

Хăш-пĕр тăрăхра нумай ачаллă çемьесене ĕне парнелесси те йăлана кĕчĕ. Сăмахран, Иркутск облаçĕнче анлă сарăлнă вăл. Вырăнти влаçсем палăртнă тăрăх - кил-йыша вĕсем пулă вырăнне вăлта параççĕ. Ытти ĕç-пуçа хăйсен йĕркелемелле. Акă Черемхово районĕнчи Ворожцовсене те ĕне панă. Çемьене тăрантаракан выльăх вилнине пула кил-йыш сĕтсĕр юлнă. Ĕне хакĕ самаях пысăк - вăтамран 35 пин. Ăна туянма кĕсье пушă. Халĕ вара хушма хуçалăхра сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп, пăру çумне ĕне хушăннă.

Ку çемьере усрава илнĕ вунă ача тата хăйсен пилĕк тĕпренчĕкĕ çитĕнет. Вĕсене тăрантарма çăмăл мар, паллах. Çавăнпах ĕнтĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ Ворожцовсем. Çитĕнекен организма сĕт юр-варĕ кирлех. «Ачасем пурте сĕт юратаççĕ. Унсăр пуçне пăтă пĕçерме те, икерчĕ хатĕрлеме те кирлĕ вăл. Сĕт нумай пулсан çу, тăпăрчă тăватпăр, хăймипе те усă куратпăр», - тенĕ нумай ача амăшĕ Наталья Ворожцова.

Мăйракаллă шултра выльăха вĕсене вырăнти администраци парнеленĕ. Районта вара «Нумай ачаллă çемьене - ĕне» проект хута кайнă. Вăл ăнăçлă пурнăçа кĕрсен çитес çул çакнашкал çемьесене качака, чăх-чĕп тата сысна пама шухăшлаççĕ район администрацийĕнче.

Кабарда-Балкарта та çак тĕслĕхпе усă кураççĕ. Нумай ачаллă çемьесем выльăха хăйсем суйласа илеççĕ, пулăшма хатĕррисем укçа тÿлеççĕ. Республикăри ача-пăча фончĕ «Ялти нумай ачаллă çемьене - ĕне» программа пуçарнă. Çавна май йышлă кил-йыша çак выльăха парнелеççĕ. Анчах та ăна виçĕ çул сутма тата пусма юрамасть. Акци спонсорĕсем йĕркене тĕрĕслесех тăрĕç. Ку парнене çичĕ ачаллисем тивĕçеççĕ. Вĕсем пурте çула çитменскерсем пулмалла.

Аушигер ялĕнче пурăнакан Губековсен çемйинче вунă ача çитĕнет. Кил хуçи хĕрарăмĕ кашни кунах пĕрер витре сĕт туяннă ял çыннинчен. Текех илмĕ. Вĕсен çемйине малашне Уна ?ĕнене çапла чĕнеççĕ% тăрантарĕ. Выльăх хакне республикăри автоинспекци ĕçченĕсем тÿленĕ. Ыр кăмăллăх акцийĕнчен никам та айккинче юлман.

Кабарда-Балкарта ырă йăла пур: эрне кун сунă сĕте сахал тупăшлă çемьесене валеçсе памалла. Маларах Губековсене те унпа пĕрре мар тивĕçтернĕ. Халĕ хăйсем ыттисене пулăшĕç.

Валентина ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.