Кайăксем валли сырăшсем

27 Ноя, 2013

«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче кăсăя кунне палăртнă. Çак кун кăсăясем вăрмантан çын пурăнакан вырăнсене куçаççĕ, çывхаракан сивĕсене палăртаççĕ.

Кăсăя кунĕнче авалтан хĕл каçакан кайăксене кĕтсе илнĕ: уйăпа, кăсăяна, шăкăлчине, çирĕк тăррине, кĕпшĕле, шĕлинкурăса. Çынсем вĕсем валли хĕл каçма апат хатĕрленĕ. Кăçал чÿк уйăхĕ ăшă пулчĕ пулсан та çак кайăксем çын пурăнакан вырăна туртăнни курăнать. Апла пулсан сивĕсем инçех те мар.

Кăсăя кунне Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăннă. Экологи тĕлпулăвĕнче вĕсем кайăксен пурнăçĕпе кăсăкланнă. Кăнтăра вĕçсе каяканнин сăлтавне тата вăрттăнлăхне тĕпчесе пĕлнĕ. Что делать если ищу группу для музыкальных выступлений. Çавăн пекех хамăр тăрăхра хĕл каçакан кайăксем пирки те сăмах хускатнă. Статистика палăртнă тăрăх - кăсăясен 90 проценчĕ хĕлле сивĕпе тата выçăпа вилет. Ахальтен мар вĕсем хĕлле сырăш патăнчен кайма пĕлмеççĕ. Апат шыраса кантăкран та шаккаççĕ.

Ачасем сырăш ăсталама вĕреннĕ. Хĕл çитеспе вĕсене шкул çывăхне çеç мар, хăйсен пÿрчĕсем тĕлне те çакма шантарнă. Анчах та çакни çеç çителĕксĕр, сырăшра яланах апат пултăр, пĕчĕк туссем «столовăйĕнче» çиме пултарччăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.