- Чăвашла верси
- Русская версия
Чун апачĕсĕр епле-ха?
Кĕрхи хĕвел пайăркисене çĕр çине вăйсăррăн сапалать. Вăраха кайнă çумăр хыççăн сукмак типеймен-ха. Юрать Кашмашăн тĕп урамĕпе асфальт сарнă, утма та çăмăлрах. «Паян çанталăкĕ аван, çумăрта çÿресе хăшкăлтăм ĕнтĕ», - савăнать Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕн почтальонки Светлана Смирнова. Хул пуççи урлă çакнă сумки çĕрелле йывăррăн усăнать. Анчах çакна вăл туймасть та тейĕн, такăр çулпа васкаса утать. Кĕрхи кун кĕске, хăвăрт тĕттĕмленет. Унччен хаçат-журнал, пенси валеçсе пĕтересшĕн вăл. Тата çырăнтару пирки те манмалла мар.
Яваплă ĕç ялти суту-илÿ çуртĕнчен пуçланчĕ. Унта халăх яланах пулакан. Апла харăсах темиçе куяна тытма май пур. Акă Агния Любимова кинемей хăех тавар туянма çÿрет. Ăна вара пенси памалла.
- Вулама юрататăп, сакăр вуннăран каçса та куçлăхпа усă курмастăп. Хаçатсăр тăлăха юлнăн туятăп хама,- сăмахлать вăл. - Çитес çур çулта илсе тăма «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Çĕнтерÿ ялавĕ» çырăнтăм. Почтальон килессе чÿречерен пăхса кĕтсе ларатăп. Вăл маншăн тăван çитнĕнех туйăнать.
- Хушма хуçалăхра усă курма кирлĕ сĕнÿ-канаша вулама юрататăп, хаçачĕсене те çавна кура çырăнса илетĕп, - калаçăва хутшăнать Маргарита Серафимова сутуçă. - Манăн чуна тивекен пысăках мар калавсем вулас килет. Унччен «Хресчен сассинче» номертен-номере пичетленсе тухаканччĕ вĕсем. Çитес çулшăн çырăнтăм-ха, ман сĕнĕве шута илсен аванччĕ.
Смирнова ĕçне вĕçленĕ хыççăн çынсемпе сыв пуллашса малалла утрăмăр. «Кун пек çанталăкра утнă çемĕн утас килет, ывăннине те туймастăн», - сăмахлать хĕрарăм.
Ирхине 8 сехетре пуçланать унăн ĕçĕ. Муркашри почтăна çитсе сумкине хаçат-журналпа, çырусемпе, таварпа тултарать. Унтан Кашмаш, Хуракасси Выççăлккă ялĕсенче пурăнакансем патне васкать. Пĕр енне кăна 4 çухрăм. Кунĕпе вара 18 çухрăм такăрлатать вăл. Унччен район центрне автобуспа та çÿренĕ. Анчах каялла таврăнма ăна чылай кĕтсе тăма тивнипе велосипед çине куçнă.
Каçхине ултă сехетре çаврăнса çитет килне. Ĕç нумай чухне каярах та. «Кил-тĕрĕшре ачасем пулăшаççĕ. Эпĕ таврăннă тĕле выльăх-чĕрлĕхе пăхаççĕ, апат пĕçереççĕ», - терĕ Светлана Геннадьевна. Асли Шупашкарта пĕлÿ илет-мĕн, кĕçĕннисем шкулта вĕренеççĕ. Вĕсем юнашар чухне амăшне çăмăлрах. Мăшăрĕ Мускава ĕçлеме çÿренипе çĕклем килтисем çине тиенет. «Ачасем вĕренсе тухса кайсан йывăртарах тивĕ, анчах пĕрре хăнăхнă ĕçе мĕнле пăрахас?» - тет вăл. Почтальонра вунă çула яхăн тăрăшнă май ялти кашни çыннах пĕлсе çитнĕ. Ăна урама тухсах кĕтсе илеççĕ.
- Хам та халăхпа хутшăнма юрататăп. Хăш-пĕр чухне ĕçлеме мар, çынсемпе калаçма, курма тухнăн туятăп. Ялти хыпар-хăнара пĕлсе тăратăн. Çырăнтару вăхăтĕнче кашнинпе тĕл пулмалла, ăнлантармалла. Хаçат-журнала йÿнĕрех хакпа çырăнтармалли вунă кунлăхра ĕç аван каять. Аслăрах çултисем «Хыпар», «Капкăн», «Хресчен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ» çырăнаççĕ. Ачасем «Непоседа», «Школьник», «Тетте» ыйтаççĕ. Çамрăксем вырăсла кăларăмсене ытларах кăмăллаççĕ. Халĕ ялти ача-пăча вырăсларах калаçма тăрăшни сисĕнет. Çакă вара тăван чĕлхерен сивĕтет.
Сăмах çăмхине сÿтнĕ май хăтлă çурт-йĕр умне çитсе чарăнтăмăр. Кунта Вячеслав Иванов вăрçă ветеранĕ пурăнать. 88 çулти арçын пурнăçран юласшăн мар-ха, халĕ те хаçатпа кăсăкланать, унти хыпарсене çывăх çыннисемпе сÿтсе явать. Пенсирен «Хыпар», «Хресчен сасси» хаçатсене çырăнчĕ. «Мĕн пулса иртнине хăпартса мар, тĕрĕссине çырăр. Ветерансем пирки те манса ан кайăр», - сĕнчĕ вăл мана эпĕ редакцирен пулнине пĕлсен.
Эльвира Ярикова хапха умĕнче кĕтсе илчĕ. Шкулта чылай çул ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. «Уроксенче «Самантпа», «Тантăшпа» усă кураттăм. «Тăван Атăл» журналти материалсемпе те уроксене сахал мар хатĕрленнĕ, - каласа парать хĕрарăм. - Мана кашни хаçатрах тенĕн телепрограмма тухни тивĕçтермест. Тен, ăна пĕчĕк брошюра пек туса кăлармалла? Пушаннă вырăнта чăваш йăли-йĕрки, викторина, пуç ватмăш, камит пичетлесе кăларсан аванрах. «Тăван Атăлта» вара тĕрĕ ытларах кĕтетпĕр. Ялта пурăнсан та тĕрлеме вăхăт тупатпăрах», - пĕлтерчĕ шухăшне вăл.
Килтен киле çÿре-çÿре сисмесĕрех аслă урампа тухрăмăр. «Ыттисенче такăр çул хăçан пулĕ-ши? Йĕпе-сапара уйрăмах кансĕр. Хуракасси Выççăлккăна каякан çула çуррине кăна асфальт сарнă. 40 çынна яхăн пурăнакан яла пăрахса хăвараймăн. Унта та кĕтсех тăраççĕ. «Ывăнтăм, çанталăк япăххипе сирĕн пата çитеймерĕм», - тесе мĕнле калăн-ха?» - сăмахлать Смирнова. Куллен икĕ ялти 400 киле çитме тивет унăн. Тĕрлĕ кăларăм валеçнипе пĕрлех тавар та сутать. Хуçалăхра кирлĕ вак-тĕвекрен пуçласа сахăр-çăнăх таранах. Пысăкрах таварсене çĕклесе çÿреймĕн - çынсенчен саккас йышăнать. Хакĕ йÿнĕрех пулнипе туянакансем тупăнсах тăраççĕ. Кайран ăна почта машинипе кил умнех çитерсе параççĕ. Тавар ытларах сутсан шалăвĕ те пысăкрах тухать. Çапах тĕп ĕç - хаçат-журнал çырăнтарасси, вăхăтра çитерсе парасси.
Почтальонпа ирттернĕ кун ăнăçлă иртрĕ. Хĕвеле кура-и, Светлана Геннадьевнăн ăшă кăмăлне пăхса-и - çынсем çырăнтарăва хастар хутшăнчĕç. Кĕске хушăрах вырăсла тата чăвашла кăларăмсене утмăла яхăн çырăнчĕç. Чăвашлисене, паллах, ытларах. «Кăçал çырăнтару уйрăмах лайăх пырать. Хĕлле ял çынни ирĕклĕрех, хаçат тытса ларма вăхăт пур. Вĕсем çырăннине кура хамăн та кăмăл çĕкленет», - пĕтĕмлетрĕ Светлана Смирнова.
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
Комментировать