Малашлăха шанса

20 Ноя, 2013

«Хĕрсем маттур манăн, - тет Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Надежда Капитонова. - Вĕсем пулмасан ĕçлеме те йывăр. Виççĕшĕ те тăрăшса вăй хураççĕ».

Сăмах почтальонсем пирки пынине вулакан ăнланчех пулĕ. Виçĕ яла хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ вĕсем. Апрушнай вара вăрман варринчех вырнаçнă. 18 килте çын пурăнать. «Хаçат-журнал вулама юратать унти халăх. Кашниех мĕн те пулин çырăнать», - калаçăва хутшăнчĕ Валентина Фролова почтальонка. Ку тăрăхри çынсене хаçат-журнал вăл салатать. Ăна мăшăрĕ пулăшать, кулленех çăмăл машинăпа çула тухаççĕ вĕсем.

Валентина Григорьевнăн почтăри ĕç стажĕ 30 çул ытла. Малтанах вăл Шупашкарта операторта ĕçленĕ, 1998 çултанпа вара - Нăрваш Шăхалĕнчи çыхăну уйрăмĕнче. Çавăнтанпа почтальон профессине улăштарман. «Çулсерен ĕçлеме кăткăсланса пырать, - малалла тăсăлать калаçу çăмхи. - Малтанах манăн планпа 253 экземпляр хаçат-журнал çырăнтармаллаччĕ. Халĕ вара - 396. Юрать-ха пенсионерсем пур. Вĕсемсĕр почта тытăнса тăраймасть».

Ку уйрăмри почтальонсем 0,7 ставкăпа (участоксем те пысăк) ĕçлеççĕ. Ытти тăрăхрисем пекех хаçат-журнал та салатаççĕ, вĕсене сутаççĕ те, тавар та йăтса утаççĕ. Йăтса утни çеç мар, ăна вырнаçтармалла. Унăн та планĕ пур. Унсăр пуçне электроэнерги, налук, телефон хучĕсене салатмалла, пенси памалла. Ĕç укçи вара - 3164 тенкĕ. «Ку укçапа мĕнле пурăнмалла?- пăшăрханаççĕ вĕсем. - Пирĕн те çемье пур, ачасене вĕрентмелле. Шалу вара хамăра валли те çитмест. Пылчăк çăрса миçе мăшăр атă, калуш пĕтеретпĕр-ши?»

Патăрьел районĕ хуларан аякра вырнаçнипе ку тăрăхра ĕç йăпăр-япăр тупаймăн. Çавна май пĕчĕк шалупах çырлахма тивет. Арçын пулсан унпа килĕшмĕччĕ. Хĕрарăм, кашни пуса перекетлеме вĕреннĕскер, килте ахаль лариччен çемьене кăштах усă пултăр тет. Ĕç хушăнса пыни, ставкăна çав-çавах ÿстерменни пăшăрхантарать вĕсене. Çапах та малашлăха шанса вăй хураççĕ почтальонсем.

«Çырăнтару планĕ пирĕн пысăк: 1188 экземпляр хаçат-журнал çырăнтармалла, - терĕ Надежда Владимировна. - Плана кашни çулах тултаратпăр. Йÿнĕ хакпа çырăнтармалли вунă кунлăх вăхăтĕнче ял халăхĕ кăçал хастар пулчĕ. Унсăр пуçне почтальонсем хаçат-журнал сутассипе те маттур. Юпа уйăхĕнче çеç 20 пин тенкĕлĕх сутнă. Ку енĕпе эпир яланах малти вырăнсене йышăнатпăр».

Халăх «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларакан хаçат-журналтан хăш кăларăмпа кăсăкланни çинчен ыйтмасăр чăтаймарăм. «Манăн участокра ытларах «Çамрăксен хаçатне» çырăнаççĕ, - терĕ Галина Андреева. - Василий Васильев вара çулсеренех 5-6 чăвашла хаçат илсе тăрать. Елена Чебукова «Чăваш хĕрарăмне» кăмăллать. Ăна тухма пуçланăранпах çырăнса илет».

Людмила Упорова участокĕнче «Хресчен сасси», «Хресчен сасси-Кил», «Хыпар» хаçатсене юратса вулаççĕ. «Вĕсене пĕр çынсемех илсе тăраççĕ. Кашни çулах çырăнаççĕ, хăйсен тусĕсене пăрахмаççĕ», - паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе çамрăк почтальон.

Лидия Анисимова, Нина Мукаева, Валентина Алексеева, Иван Яковлев, Лидия Калашникова, Надежда Эриванова, Геннадий Кошкин хастар вулакансем пулнине пĕлтерчĕç. Вĕсем хаçат-журналсăр пĕр кун та пурăнаймаççĕ. Çамрăк ăрăва вара аслисемпе танлаштарма çук. «Тантăша», «Теттене», «Саманта» çырăнса илекен çав тери сахал. Ачи-пăчи те пур, ялта вăтам шкул та ĕçлет.

Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче вара лару-тăру питĕ кăткăс. Шалу сахал пулнăран почтальон ĕçне пăрахнă. Унăн та ĕç укçи 3 пин тенкĕ ытларах пулнă.

Хаçат-журнала, çырусене халĕ лавккана пырса параççĕ. Ял çынни унта кайса илет. Кун пек чухне кам ĕлкĕрет - çав хаçатлă пулать. Тепри, ăна çырăннăскерех, хаçатсăр юлма та пултарать. Çитес çул валли çырăнасси пирки никам та шухăшламасть. Ара, халăха та ăнланма пулать. Почтальон тупăнмасăр йĕрке пулмасть. Унсăрăн укçана çилпе вĕçтерни çеç. Халĕ почтальон шалăвне ÿстерессе кĕтеççĕ. 500-600 тенкĕ хушăнни никама та хăпартлантармĕ. Асăннă тăрăхра почтальон çак укçашăн кĕрхи, çурхи пылчăка çăрасси иккĕлентерет.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.