Архив - Чăваш хĕрарăмĕ

мая 8th, 2014

8 Мая, 2014

Уява хатĕрленет ветеран

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 835 ветеранĕ пурăнать, вăл шутра инвалидсемпе вăрçа хутшăннисем - 39 çын. Халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вĕсене çулсеренех киле пырса саламлаççĕ.

8 Мая, 2014

69-мĕш çуркунне...

Пĕр-пĕрне саламланă май ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунасси йăлана кĕрсе кайрĕ ĕнтĕ. Чылай чухне сăвва пăхмасăр вĕреннĕ пекех шăранаççĕ çак сăмахсем. Анчах кунсăр пуçне нумайăшĕ, пирĕнтен кашниех хăçан та пулин каланах çакна, хушса хурать: “Вăрçă кăна ан пултăр санăн пурнăçунта...”

8 Мая, 2014

Виççĕн - виç шăпа

Ватă çын çемье ăшшине упрама та пулăшать. Ахальтен мар "ватти çук та латти çук", "ватă çын - тăватă çын" тенĕ ĕлĕкех.

Пурнăç çулĕпе тивĕçлĕн утакан çынсемпе паллаштарас килет манăн. Шупашкар районĕнчи Çĕньял тăрăхĕнчи 90 çултан иртнĕ ватăсем пирки каласа кăтартас килет.

8 Мая, 2014

Краççын çутипе хаçат кăлараттăмăр

"Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатра ĕçлекенсем, сывлăх сунатăп. Сирĕн пата Элĕк районĕнчи Ураскилт салинчи 8 ача амăшĕ çырать. Кивĕ сăн ÿкерчĕк ярса паратăп, ăна пичетлессе шанатăп. Вулакансене хамăн пурнăç çинчен каласа кăтартас килет.

8 Мая, 2014

Лачкасси паттăрĕсем

Игнатий Михайловичпа Пелагея Кононовна Игнатьевсемпилĕк ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Каччăсем пурнăç çулĕ çине тăма пикеннĕ тапхăрта вăрçă пуçланнă. Пĕрин хыççăн тепри тăшманпа кĕрешме тухса кайнă. Ывăлсене юн тăкма çеç ÿстернĕ тейĕн çав. Тутăр сулса сыв пуллашакансене ашшĕ-амăшĕ епле чунпа ăсатнă-ши? Малалла пурăнма, тылра иртен пуçласа каçчен тар тăкма ăçтан вăй-хал çитернĕ-ши? Çĕре çыртса тăшмана ылханнă, куç шыçăниччен макăрнă, вăйран кайнă, çапах чăтнă халăх.

8 Мая, 2014

Малашлăх çинчен шухăшласа ыйхă çухатнисем

2012 çулхи çу пуçламăшĕнче Шупашкарти Мясокомбинат тăкăрлăкĕн 7-мĕш лини урамĕнче пурăнакансем пирĕн пата пулăшу ыйтса çырнăччĕ. Аса илтеретĕп, маларах «поселок» тенĕ çак вырăнта çынсем 40 çула яхăн пурăнаççĕ. Хăмаран çапса тунă «засыпушкăсем» вырăнне капмар пÿртсем çĕкленĕ вĕсем.

8 Мая, 2014

Кÿршĕсем те ăмсанаççĕ

Хапхаран темиçе хут тухса пăхрăм - юратнă мăшăр ĕçрен килни курăнмасть. Телефон тытмасть-ха вăл. Кампа тата ăçта мĕн шыраса çÿрени паллă мар. Юлташĕсемпе çырма хĕрринче лараççĕ ахăр. Çур литр эрех илнĕ ĕнтĕ. Унсăр мĕнле? Вĕсем анчах ывăнаççĕ вĕт. Кун пек чухне йĕтĕр хатĕрлесе хумалла-и-ха? Ăса вĕрентме...

апреля 30th

30 Апр, 2014

Сухан сутса...

Çĕр пире тăрантарать кăна мар, вăй хурса ĕçлесен тупăш та кÿрет. Çакна Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртсем уйрăмах лайăх пĕлеççĕ. Кунта килеренех вăрлăх сухан акаççĕ, сутмалăх та туса илеççĕ вĕсем. «Çавсем вăрлăх сухан та лартайман» тесе ят тивесрен шикленсе кашни çемье ăна çитĕнтерме тăрăшать.

Страницы