Осман çĕрĕнче

5 Апр, 2014

Тĕрĕк чĕлхеллĕ патшалăхсен ертÿçисен саммичĕ йышăннипе 2010 çултанпа “Тĕрĕк тĕнчин культура тĕп хулине” палăртасси йăлана кĕнĕ. 2012 çулта чыслă çак ята Астана тивĕçнĕ. Пĕлтĕр вара культура эстафети Турцири Эскишехир хулине куçнă. Çулталăк тăршшĕпех турккăсем тĕнчипех паллă йăхташĕсене хăнана йыхравланă, тĕрлĕ мероприяти, концерт, курав йĕркеленĕ. Кăçал “Тĕрĕк тĕнчин культура тĕп хули” Хусана “çитнĕ”. Çавна май Эскишехир тĕрлĕ çĕр-шыври культура тытăмĕнче вăй хуракан йăхташĕсене уява пĕтĕмлетмешкĕн йыхравланă.

Çĕр-шывăн тĕп хулипе Анкарапа Стамбул шăп варринче вырнаçнă çак хула пуш уйăхĕн вĕçĕнче кĕрлесе кăна тăчĕ темелле - унта тĕрлĕ çĕр-шывран пĕр харăс 500 яхăн хăнана йышăнчĕç: ÿнерçĕсем, артистсем тата журналистсем тĕрлĕ мероприятие хутшăнчĕç. Турцире “Тĕрĕк тĕнчин культура тĕп хули” çулталăкĕ вĕçленнине, хисеплĕ ят Хусана куçнине халалласа тĕрĕк ÿнерçисен куравне йĕркеленĕ. Пушăн 21-мĕшĕнче Анадолу университетĕнче Эскишехир кĕпĕрнаттăрстви тата ТЮРКСОЙ организаци йĕркеленĕ уяв каçне Турци республикин премьер-министрĕ Эмруллах Ишлер, наци вĕренĕвĕн министрĕ Наби Авджи, Тутарстан культура министрĕ Айрат Сибагатуллин, Раççей Федерацийĕн Турцири посолĕ Андрей Карлов, Македони посолĕ Горан Тасковски, Казахстан посолĕ Жансеит Туймебаев, ТР Наци Хăрушсăрлăхĕн Канашĕн генеральнăй секретарĕ Муаммер Тюркер, ТRТ гендиректорĕ Ибрагим Шахин тата тĕрĕк чĕлхиллĕ 30 çĕр-шывран килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.

 

“Чĕлхесен, шухăшсен, ĕçсен пĕрлĕхĕ”

Хăйĕн сăмахĕнче генсек культура тĕп хулин пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, глобализци паян пĕтĕм тĕнчене ярса илчĕ. Çак лару-тăрура кашни халăхăн хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварма тăрăшмалла. Асăннă уяв шăпах хамăрăн тĕлĕнмелле пуян культурăна аталантарма, сарма, килес ăрусем валли упраса хăварма пулăшать. Премьер малашнехи тĕллевсене палăртрĕ - культура тĕп хули вĕçленсен те çакăн йышши мероприятисем малашне те иртĕç. “Хамăрăн йăла-йĕркене сыхласа хăварнисĕр пуçне тĕрĕк чĕлхиллĕ патшалăхсен хушшинче туслă çыхăну йĕркелеме те пулăшать хисеплĕ çак ят, - палăртрĕ Эмруллах Ишлер. - Чĕлхе тата истори, архитектура, музыка, искусство енĕпе ĕçлени тĕрĕк тĕнчин пĕрлехи культурине аваллăхран пуçласа паянхи куна илсе çитерме май парать”.

Наби Авджи сăмахне “Чĕлхесен, шухăшсен, ĕçсен пĕрлĕхĕ” тавра пуçарчĕ. “Эпир - пĕр чĕлхеллĕ халăх кăна мар, эпир сирĕнпе пĕр историе, культурăна пайлатпăр. Пирĕн историрен паллă - кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулать. Вăрçа мире çавăрмалла, чухăнлăха - пуянлăха, инкеке - эмеле... Çак тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн малашне те пĕрлехи проектсемпе ĕçлĕпĕр”.

Культура тĕп хулин статусне тивĕçни хула сывлăшне улăштарнине, тĕрĕк тĕнчин çĕнĕ страницине пуçарнине Гюнгеру Азим Туне кĕпĕрнаттăр палăртрĕ. Хулара халăхсен хушшинчи 250 мероприяти ирттернĕ. Хусан та культура тĕп хулин ялавне çак шайран чакмасăр тытса пырасса шаннине палăртрĕç пухăннисем. Пушшех те, хисеплĕ ят уйрăмах курăмлă вăхăтра - Наврусра - куçать тутарсене.

 

Юрă пулсан... савăшу та кирлĕ мар!

Уява тĕрлĕ çĕр-шывран килсе çитнĕ тата Турци патшалăх халăх ташă ансамблĕсен чи чаплă номерĕсем илем кÿчĕç. Кунта çакна палăртмасăр иртеймĕн: турккăсем - тĕлĕнмелле вăйлă патриотсем! Сцена çине хăйсен ушкăнĕсем тухсан артистсемпе пĕрле ташша яра параççĕ кăна! Залра çĕр-шыв ялавĕсем пĕр чарăнми вĕлкĕшрĕç. Чи пĕлтерĕшли - ташлакансене те, туйăмĕсене ытти мелпе ирĕке яракансене те нимĕнле хурал та пырса чармарĕ, куракансем сценăпа пĕрлешсе кайрĕç тейĕн. /Танлаштарма. Çак кунсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри “Раççей юрри” фестиваль-марафон иртрĕ. Унăн Шупашкарта иртнĕ гала-концертне манăн та кайса курма тÿр килчĕ. Проект ертÿçи Надежда Бабкина тĕрлĕ регионтан пухнă пултаруллă ушкăнсемпе юрăçсене: Мускав, Алтай тăрăхĕ, Çурçĕр Осети, Удмурт республики, Чăваш Ен... Евгений Гор хăйне юрă-кĕвĕ мĕнле витĕм кÿнине пытармарĕ. “Çакăн хыççăн секс та кирлĕ мар”, - шÿтлерĕ юрăç. Килĕшмелле унпа, халăх пултарулăхĕ чун-чĕрене çав тери киленÿ кÿрет! Артистсем хускатнă туйăма чараймасăр пĕрремĕш ретре ларакан хĕрсем ташлама сиксе тăчĕç те... вĕсем патне çавăнтах хуралçăсем чупса çитрĕç: “Юрамасть!!!” Мĕн тери çирĕп картара пурăнатпăр, ачасемĕр! Паян та туйăмсене ирĕке яма юрамасть пирĕн - ура хăй тĕллĕнех тĕпĕртетсен те чул кÿлепе пек пăхса лармалла! Çав вăхăтрах куракан хăйĕнпе пĕр шухăшлă пулса хавхаланни сцена çине тухнă артистшăн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулние çав хуралçăсем чухламаççĕ паллах. Хушнă-ха та вĕсене... “Йĕрке пулмалла!” Куракан туйăмне нимĕнле те палăртман чух артиста ĕçлеме мĕн тери йывăр... Юрĕ, ку урăх ыйту, кун пирки тепĕр чух ятарласа калаçăпăр/.

 

Ăçта чăвашлăх?..

Пирĕн республикăна çак уява патшалăх юрăпа ташă ансамбльне чĕннĕ. Ку ыйтупа та тепĕр чух ятарласа сăмах пуçармалла-тăр... Çĕнĕ çул чăрăшĕ пек капăрлатса пĕтернĕ йăлтăр-ялтăр тумлă ташăçăсем тухрĕç те тем сиккелерĕç, тем пăркаланчĕç... Вĕсене Шупашкарта курман тăк ку чăваш пултарулăх ушкăнĕ пулнине сиссе те юлаймăн тупата. Тумтирĕ те, ташши те - халăхăннинчен пачах таçта уйрăлса кайнă. Арт, модерн, абстракци... Çак юхăм халăха нихăçан та çывăх пулман /”патшалăх” шайĕнчи ансамбль валли çи-пуç çĕлемешкĕн самай курăмлă укçа-тенкĕ тăкакланă май шăпах çак аталанăва шута хунă-мĕн/. Гала-концертра чăваш артисчĕсем сцена çине уйрăм номерпе тухайманнинчен çавăнпах тĕлĕнме те кирлех мар-тăр. Шăпах халăх пултарулăхне тĕпе хураççĕ-çке турккăсем. Эх, хамăрăн та саккăрла явăнтарни, ура хуçса ташлани Кавказ халăхĕннисен лезгинкинчен пĕрре те кая мар та вĕт! Кăларасчĕ çавна тĕнче, тăванăмăрсен умне! Кунта ĕнтĕ тем каламалла? Те ташлаканнисем пултараймаççĕ, те ташшине лартаканнисем? /Тĕлĕнмелле, çакна асăрхамашкăн Турцие çити вĕçме тиврĕ вĕт. Ахальтен каламаççĕ, танлаштарура лайăх курăнать тесе. Каллех Бабкина пирки-ха. Тумтирĕсене юриех тиркевлĕ куçпа сăнарăм. Çук, чăкăлташмалли нимĕн те çук. Паллă юрăç йĕркеленĕ ушкăн та “патшалăх” ансамблĕ те, анчах та çи-пуçĕ шăп та лăп - вырăсăн. Искусствăлла майпа шухăшласа кăларни мар - авалхи майли, чун йышăнаканни.../

Канаш каччипе, Етĕрне хĕрĕпе тата ансамбль директорĕпе пырса калаçмасăр чун чăтмарĕ. “Эпир те чивашла пилетпер” текенскерсемпе тăван чĕлхепе сăмах хускатайманнине калама кирлех-ши? “Мĕншĕн вĕсемпе вырăсла калаçатăр вара эсир?” - чупса пычĕç тÿрех ман пата тăлмачăсем /турккăлла пĕлменнипе вырăнтисемпе вĕсен пулăшăвĕпе усă курса хутшăннăччĕ/. “Чикĕ леш енче чăвашсене курсан текехрен çухрăмран çаврăнса таратăп, пырса сăмах хушмастăп”, - директор татах та тем калама тăнине кура пĕтĕмлетрĕм эпĕ. Эрех ĕçмен халăх кĕпĕрнаттăрне хăйне евĕрлĕ парне кÿни те чăваш артисчĕсене хисеплес туйăм чунра пачах та çуратмарĕ...

 

Журналиста та хÿтлĕх кирлĕ

Тĕрĕк ташшипе киленнĕ хыççăн калем ăстисем хăйсен хушшинче пухăнса канашларĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, семинар ирттерчĕç. Журналистсен Пĕрлĕхĕн Пресса фончĕ йĕркеленĕ професси ăсталăхĕн мероприятийĕсене чикĕ леш енчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен 250 тата ку енĕпе Турци 60 хулинче вăй хуракан 100 çын хутшăнчĕ. Журналистикăпа çыхăннисем симпозиума Азербайджанран, Туркменистанран, Узбекистанран, Казахстанран, Кăркăсстанран, Кипртан, Иракран, Македонирен, Грецирен, Мускавран, Крымран, Абхазирен, Чăваш Енрен, Гагаузирен, Голландирен, Тутарстанран, Косовăран, Афганистанран, Болгарирен, Туркестанран, Англирен, Францирен, Германирен, Бельгирен, Иранран, Румынирен, Словенирен килсе çитнĕ. Тĕрĕк тĕнчин журналисчĕсен Пĕрремĕш Пухăвне пухăннисем сăмах ирĕклĕхĕ, влаçпа общество хутшăнăвĕ пирки калаçрĕç. Тĕрлĕ çĕр-шывра тĕрлĕрен пулса иртет ку. Пирĕн республикăра, калăпăр, çĕнĕ хаçат-журнал /экстремистлисем пирки сăмах пымасть/ регистрацилесе кăларас енĕпе нимĕнле йывăрлăх та çук пулсан Европа пирки çакна калаймăн. Тен, унта халăх Интернетпа туслăрах пулнипе те çыхăннă çакă? Лондонра 10 çул “Тĕрĕк тĕнчин сасси” тухса тăрать. Унăн хыпарĕсемпе 2 миллион çын... сайтра паллашать. Турцире 76 миллион çын валли хаçат... 1 миллион экземпляр тиражпа тухать... Çитменнине, тÿлевсĕрех сарăлать. /Çакна пĕлсен малтанах хамăр тиражсемшĕн вăтаннипе хĕрелме тăнă пите тÿрех кĕрен тĕс çапрĕ. Аптрамастпăр иккен-ха апла! Чăн та, турккăсем те, Европа та çĕнĕ хыпарсемпе сайт урлă паллашать. Анчах эпир те ку енĕпе сулмаклă утăмсем тăватпăр ĕнтĕ/.

Пуху хăйĕн декларацине йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн Тĕрĕк тĕнчин МИХĕсен коммуникаци сетьне, Тĕрĕк тĕнчин çĕнĕ хыпарĕсен агентствине йĕркелеме палăртрĕç. XXI ĕмĕрте пурăнатпăр пулин те çĕр çинче унта та кунта çаплах вăрçă вучĕ алхасать-ха, пĕр халăх теприне хĕсĕрлесси те тĕл пулать. Сирире туркменсен прависене хĕсеççĕ. Тухăç Туркестанра уйгурсем йывăр лару-тăрăва çакланни паллă. Карабах, Кипр, Крым, Ирак, Иран, Афганистан... Çак çĕр-шывсенче тĕрĕк халăхĕсен кăткăслăхсем пур-ха. Сăмах ăстисем тĕрлĕ хирĕç-тăрăва калаçса килĕшмешкĕн чĕнсе каларĕç. Паян çакна валли майсем çителĕклĕ.

Журналистика хăрушă профессисенчен пĕри пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пуху Сири влаçĕ çухалнă журналист Бешшар Каддуми пирки ăнлантарса парасса кĕтнине пĕлтерчĕ. Китай полицийĕ арестленĕ журналист тата академик Ильхам Тохти пирки те ятарлă кун йĕркипе пăхса тухни ытлашши пулманнине палăртрĕç.

Граждансен МИХсенчен тĕрĕс информаци илмешкĕн ирĕк пур. Анчах масс-медиа тытăмĕнче цензура валли вырăн çук. Тĕп вырăнта - ирĕклĕх тата уйрăм çын правине хÿтĕлени. Анчах та çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕх журналиста хăйне те хÿтлĕх кирлине çирĕплетет. Сăмах ирĕклĕхне хĕснине пĕлсенех асăрхаттармашкăн тата пĕрлехи пĕлтерÿ памашкăн йышăнчĕç Пухăва хутшăннисем.

Симпозиума хĕрарăмсене ятарласа йыхравланăччĕ те, сăлтавĕ уçăмланчĕ - Тĕрĕк тĕнчин хĕрарăм журналисчĕсен союзне йĕркелеме калаçса татăлчĕç. Хăш-пĕр çĕр-шывра ку енĕпе те йывăрлăхсем пур курăнать.

Ĕçне кура - хисепĕ. Тĕрĕк тĕнчин МИХĕсенче тăрăшулăхпа палăрнисене çитес çултан пуçласа Исмаил Гаспыралы наградипе хавхалантарма палăртрĕç.

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.