Чăвашла верси
Русская версия
“Чăваш хĕрарăмĕ” тĕрĕк тĕнчине çул хыврĕ
Юратнă вулаканăм! “Чăваш хĕрарăмĕн” географийĕ татах та анлăланнине пĕлтерме хыпаланатпăр. Пире Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕпех вулани никамшăн та вăрттăнлăх мар-ха. Йăхташăмăрсем республика тулашĕнче йышлăн пурăнакан вырăнсенче “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илесси тахçанах ырă йăлана çаврăннă. Çĕр-шыв тулашĕнче тымар янисем вара пирĕн хаçатпа “Хыпар” çемйин Интернетри сайтĕнче паллашатчĕç.
Нумаях пулмасть хаçат редакторĕ Маргарита Ильина Турцире иртнĕ Тĕрĕк журналисчĕсен пухăвне хутшăннине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ /тĕплĕнрех - 2 тата 5 страницăсенче/. Унта тĕрĕк чĕлхеллĕ калем ăстисемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ, халĕ “Чăваш хĕрарăмне” чикĕ леш енчи вун-вун çĕр-шывра тÿрремĕнех вулаççĕ - çак тĕллевпе “ЧХ” чи çивĕч, кăсăклă статйисене тусăмăрсем YALQUZAQ.COM /Пĕччен кашкăр/ Интернет-кăларăма вырнаçтарса пыраççĕ. Апла тăк, тăванăмăрсем, сирĕн тата пĕлĕшĕрĕсем çинчен пĕтĕм тĕрĕк тĕнчи вуласа пĕлсе тăрать.
Комментировать