«Аннÿ мар-çке, асаннÿ...»

5 Апр, 2014

Пирĕн хаçат тата республикăри Хĕрарăмсен канашĕ, Ашшĕсен канашĕ пĕрле ирттерекен «Нумай ачаллă ашшĕ» конкурса хутшăнма тивĕçлĕ тепĕр арçын - Шупашкар районĕнчи Юртукасси ялĕнче пурăнакан Николай Александров. Вăл - Кÿкеçри 41-мĕш пушар чаçĕн ертÿçин çумĕ. «Мĕнле вăхăт тупмалла-ши? Паян вĕренÿре эпĕ, ыран - ĕçре...» - хуравларĕ вăл тĕл пулма ыйтсан. Çапла вара эпĕ... дежурствăна тухрăм.

Пирчемен суран

Çÿллĕ кĕлеткеллĕ, сарлака хул-çурăмлă, сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă, илемлĕ сăн-питлĕ арçынна курсан, пытармастăп, вăтантăм. Районтан командировкăран ывăнса та чирлесе таврăннăччĕ, атă та, шăлавар та тăр пылчăк. «Качча каяс хĕр мар-çке», - текелесе лăплантартăм хама. 40-рен иртнĕ арçын ÿсĕмне кура мар çамрăк курăнать, ахăртнех, спортпа туслашни витĕм кÿрет.

Пĕрремĕш хут курнă çынпа чун уçса калаçма кашниех хал çитереймест. Пирчемен сурана вырăнсăр ыйтупа хускатасси те шиклентерет. Николай Николаевич мăшăрне пытарнăранпа çулталăк та çитмен-ха. Хăй пирки тĕнчене пĕлтерме те хатĕр марччĕ вăл, çавăнпа та сăн ÿкерĕнме те килĕшмерĕ. Эпир унпа ачасем пирки калаçрăмăр.

Амăш ăшшисĕр

Асли Сергей - 20 çулта. Пĕчĕкренпех техникăпа кăсăкланаканскер Çĕрпÿри техникумра вĕренет. Çăмăл машинăна юсама ашшĕне çывăха та ямасть вăл. Водитель удостоверенине илнĕ хыççăн транспорта кил хуçи ăна шанса панă. Сергей ирех тăрса пурне те ĕç вырăнне леçсе хăварать: 4-ри Надьăна - Тутаркассинчи ача садне, 10-мĕш класра вĕренекен Аньăна - Кÿкеçри лицее, ашшĕне - пушар чаçне. Ывăлĕ яваплăха туйса ÿснĕ, хуçалăхри чылай ыйтăва татса пама та ăнах шанать ашшĕ. Вăталăх хĕрĕ пурнăçне медицинăпа çыхăнтарасшăн, ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесех тăрăшса вĕренет. Кил-çурта тирпейлесси, апат пĕçересси - унăн тивĕçĕ, йăмăкне те вăлах асăрхать. Кĕçĕннине кун çути кăтартиччен ашшĕпе амăшĕ аслисемпе, Сергейпа тата Аньăпа, канашланă. Лешсем хĕпĕртесех килĕшнĕ. Анчах Надьăна амăш ăшшипе киленсе ÿсме тÿр килмен, çавăнпа та пĕр тăвансем пĕчĕкскере уйрăмах ачашласа, юратса пăхаççĕ.

«Ачасене çирĕп тытма тăрăшатăп, çав вăхăтрах иртĕхтеретĕп те-и тен? Мĕн ыйтнине туянса памасăр чун чăтмасть: машинăна ывăлăма патăм, хĕрĕм пушăн 8-мĕшĕ ячĕпе планшет ыйтрĕ те - хирĕçлеймерĕм», - сăмахлать ашшĕ. Анчах çывăх çын юратăвне хаклă нимĕнле япала та улăштараймасть. Çакна лайăх ăнланать арçын. Тĕпренчĕкĕсене вăхăт сахал уйăрнăшăн хăйне айăплă туять вăл. Чаçре çын çитменнине пула вĕçĕмех дежурство тăма тивет-çке. Юрать-ха йывăр самантра Николайăн амăшĕ Люция Павловна пулăшать. Кун-çул панă çынна ĕмĕрлĕхе çухатнă хыççăн виççĕри Надя ăна «анне» тесе чĕнме тытăннă-мĕн. «Аннÿ мар-çке эпĕ, асаннÿ», - куççуль витĕр ăнлантарнă хĕр ачана. Пĕчĕкскер, чăнах та, йăлтах ăса хывнă...

Пÿлĕме Олег Порфирьев инспектор кĕчĕ, калаçăва хутшăнчĕ. «Николай Николаевич - лайăх ашшĕ. Анчах пирĕн ĕç пĕтĕм вăхăта илет, çавăнпа та ачасене воспитани парас ĕçе эпир, арçынсем, сахал тÿпе хыватпăр ахăртнех. Атте вăхăтлă каланă сăмах пурнăçра йăнăш утăмран хăтарма та пултарать-çке, кая юлса вĕрентнин усси сахал... Эпĕ ĕçтешĕме ачасене юратакан хĕрарăм тĕлне пулма сунатăп çеç», - шухăшне пайларĕ инспектор.

Кĕтмен çĕртен

Николай Александровăн амăшĕпе телефонпа çыхăнтăмăр. «Эпĕ виçĕ ача çуратнă, Коля - асли. Çартан килсен çур çултанах авланчĕ, пулас арăмĕпе унчченех калаçкалатчĕç те. Малтанхи çулсенче Тутаркасси поселокĕнче пĕрле пурăнтăмăр. Кин тĕрлеме те, çыхма та ăстаччĕ, ÿркенместчĕ. Кайран вĕсем Юртукассине, анне килне, куçрĕç. Кукамăшĕ сывахчĕ ун чухне. Вăл вилнĕ хыççăн çамрăксем пурнăç тилхепине хăйсен аллине илчĕç. Хуçалăха çирĕп тытрĕç, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк чылай усрарĕç. Икĕ ĕнеччĕ, халĕ вĕсене сутма тиврĕ, тына пăрăва кăна хăвартăмăр. Йăлтах йĕркеллĕччĕ... Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ, ачисене пурнăç çулĕ çине кăлармаллаччĕ...» - хумханчĕ Люция Павловна.

Хуйхă çемьене кĕтмен çĕртен пырса çапнă. Çамрăк хĕрарăм сарайне тухнă та кĕреймен. Унччен палăрман, канăçсăрлантарман чир ăна пурнăçран питĕ хăвăрт илсе кайнă. Халĕ унăн чунĕ çÿл тÿперен вăй-хăват парса тăрасса ĕненеççĕ çывăх çыннисем.

Телей кайăкĕ алăран хăш вăхăтра вĕçерĕнессе, пурнăç урапи хăш лакăмра такăнасса никам та пĕлмест. Çĕр çинче чухне пĕр-пĕрне юратмаллине, упрамаллине çак тĕслĕх тепĕр хутчен аса илтерет.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.