Комментировать

5 Апр, 2014

Чăваш сăмахне тĕрĕк тĕнчи умĕнче кĕрлеттернĕ

Çак кунсенче Турцири Эскишехир хулинче Тĕрĕк журналисчĕсен пухăвĕ иртнине хамăрăн вулакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пĕр тăван халăхсен аталанăвĕн нумай ыйтăвне пăхса тухнă унта. Пĕлтерĕшлĕ çак саманта нумай та мар, сахал та мар - пĕр эрне сÿтсе явнă. Пайăррăн мĕн çинчен пынă калаçу - кун çинчен хаçатăн 5-мĕш страницинче вуласа пĕлме пултаратăр. Эпир вара сире кăсăклă пĕр самантпа паллаштарасшăн.

Иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ - халăхсен хушшинчи çак симпозиума “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатăн редакторĕ Маргарита Ильина тата “Сăвар” телеканал ертÿçи Олег Цыпленков хутшăннă. Те карт çапла тухнă, те шăпа хăй çул кăтартнă - тĕлĕнмелле те, Турцие çул тытнă икĕ çак чăвашăн та ашшĕсем пĕр ятлă-мĕн: Миша. Юрĕ-ха, куншăн кайса ÿкмех кирлĕ мар, ку ят халĕ пирĕн хушăра вырăссен Иванĕ пекех мар та, çапах та тăтăшах тĕл пулать.

Савăнмалли вара пур - тĕрлĕ çĕр-шывран килсе çитнĕ журналистсен хушшинче пирĕннисем çухалса кайман. Çухалса кайма мар, пачах тепĕр май, чăваш сăмахне тĕнче илтмелле кĕрлеттернĕ. Хăнана пуш алăпа каймаççĕ - хут çине çырман саккун ку. Хăв хатĕрленĕ парнерен хакли вара мĕн пур? Чăваш ялавĕ, халăх историйĕпе, наци çи-пуçĕпе паллаштаракан кĕнекесемсĕр пуçне Маргарита Ильина хăйĕн юррисен пуххине те илме ăс çитернĕ. Кĕпĕрнаттăр шайĕнче иртекен мероприятире хайхи “Тайма пуçăм, тăван ялăм” диска пысăк пуçлăхсенчен пĕрне тыттарнă. “Юрласа та кăтартатăр пулĕ?” - ыйтуллăн пăхнă лешĕ чăваш хĕрарăмне куçран. “No problem,” - университетра туркăлла вĕреннĕ пулин те çак чĕлхепе калаçайманнине кура акăлчанла çавăрттарса хунă чăваш майри. Нумай та вăхăт иртмен, ăна сăмах панă.

“Телей тупас ĕмĕтпе утрăм вăйă картипе...” - халăх юрри майлă хайланă юрă туххăмрах шăраннă таврара. Юн - юнах çав, сăмаххисене ăнланмасан та чăваш юрри-кĕвви самантрах пурне те тыткăна илнĕ. Пухăннисем шартлаттарса алă çупнă май пĕчĕккисем те тÿссе тăрайман, Иранра тымар янă турккăсем пĕчĕк ывăлĕпе килнĕ иккен те, лешĕ аллисене çÿлелле тăратсах ташша янă...

Çакăн хыççăн Ильинапа Цыпленкова кашни утăмрах юрлаттарнă турккăсем. Автобусра, кафере... Малтан “Шур-шур урлă кăвакалсем...” янраттарнă чăвашсем, тараватлă кил хуçисем вĕсем хыççăн çеç хăйсен юррисене юрланă. “Ай-уй, хăвăр патра сире ытараймаççĕ-тĕр...” - хаштах сывланă тĕрĕк арçынни-хĕрарăмĕ. Чăваш тăрăхĕнче пулса курманскерсем пирĕн кунта ачасем те çуралнă-çуралманах юрласа янине ăçтан пĕлччĕр-ха вĕсем!

Вăл-ку юрĕ-ха, тĕлĕнмелле хыпарпа паллаштарасшăнччĕ-çке сире. Хайхи юрлакан çак журналистсем турккăсене чăнласах пуçĕпех тыткăнланă пулас. Хăнасем валли чаплă парне хатĕрленĕ вырăнтисем - тытнă та Эскишехир пĕр районне “Михалыччык” тесе ят панă /ара, турккăсем ашшĕ-амăшне чунтан хисеплени никамшăн та вăрттăнлăх мар/. Мĕншĕн Мишапа çыхăнтарнă-и? Ара, Олег Михайлович тата Маргарита Михайловна вĕт-ха - вĕсен ашшĕсене сума суса çапла ят пама йышăннă та хула мэрийĕнче: пултаруллă ывăлпа хĕр çитĕнтернĕшĕн. Сас-хура тăрăх, вĕсене Турцие пурăнма куçмашкăн та чĕнеççĕ-мĕн - хайхи Михалыччык районĕнче, хăйсем килĕшсен, паян тесен паян çуртсем уйăрса пама хатĕр. Хулара килĕшмесессĕн - çапах та иккĕшĕ те ял çыннисем вĕт-ха - Эскишехиртан инçех мар вырнаçнă яла та Михалыччык тесе улăштарас ĕç пуçланнă. Çак номер вулакан патне çитнĕ тĕле, тен, ку процесс вĕçленĕ те? Ĕненмесессĕн Турци карттине уçса пăхăр. Хула районне вара, сăмаха çирĕплетсе, хамăрах илсе кăтартăпăр...

 

Олег Цыпленков

сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.