Чун ăшши пурин валли те çитет

29 Мар, 2014

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекре пурăнакан Каролина Уткина йышлă çемьере çуралса ÿснĕ май кил-çурт ача-пăчапа кăна илемлĕ те пуян, тулли пулнине лайăх ăнланать. Шкулта вĕрентекенре ĕçленĕ май ир тухса кайса каç енне çеç киле çитекенĕн, тĕрĕссипе, пачах та кичемленсе ларма вăхăчĕ çук. Çапах та икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлĕ çитĕнсе килтен тухса кайнине кура мăшăрĕпе иккĕшĕ хăйсен хÿттине ачасем илме тĕв тытнă.

Çемье çулталăкĕ пулнă май 2007 çулта Шупашкарти тата Канашри ача çурчĕсенчен икĕ тăлăха илсе килнĕ. Пурăна киле тата Коля Тельманăн шăллĕ Андрей тупăннă. Пĕр тăвансене пĕр-пĕринчен уйăрма юраманнине кура ăна та йышăнма шухăшлаççĕ. Иртнĕ çулла Уткинсем Çĕмĕрлери ача çуртĕнчен 5 ачана канма илсе килеççĕ. Шăпăрлансене çав тери килĕшет ку çемьере. Вăрмана çырлана çÿреççĕ, шыва кĕреççĕ, пулă тытаççĕ... Ялта лайăх каннă хыççăн каялла пĕри те таврăнасшăн марри сисĕнет. Куçĕсенчен куççуль тухманни кăна. Каролина Анатольевнăпа Анатолий Арсентьевич хĕрхенеççĕ тăлăхсене. Паллах, пурне те килте хăварма пултараймаççĕ, пĕрин валли вырăн çитеймест. Пĕр çемьери Алеша, Никита, Роман Исаевсем тата Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Денис Хораськин кунта хÿтлĕх тупнишĕн тем пекех хĕпĕртеççĕ. Етĕрнере пĕр тăвансен ватă кукамăшĕ пурăнать. Мăнукĕн ачисемшĕн тунсăхлакан 97 çулти кинеми инçе çул тесе аптраса тăмасть, такси тытса çулталăкра темиçе хутчен те Чăваш Ишеке вĕçтерсе çитет. Шăпăрлансем валли сумки-сумкипе кучченеç, пылак çимĕç илсе килет. Ахаль куна уява çавăрать кинеми. Мăнукĕсемшĕн савăнать, вĕсемшĕн пурăнать кĕçех 100 çула çывхараканскер. Çулĕсене кура мар хаçат-журналпа кĕнеке халĕ те куçлăхсăрах вулать вăл.

Каролина Анатольевнăпа Анатолий Арсентьевича хисеплесе пĕрремĕш кунранах «атте», «анне» тесе чĕнеççĕ арçын ачасем.

 

Пĕтĕмпех михĕпе

Йышлă çемье валли йăлтах михĕпе, курупкасемпе туянаççĕ Уткинсем. Ÿсекен ачасем валли апат-çимĕç нумай кирлĕ. 15 литр кĕрекен кастрюльпе пĕçернĕ апат пурин валли те çитет. Пĕчĕк çатма-чÿлмек пирки тахçанах маннă ку çемьере, вĕсене пуçтарсах хунă. Çуллахи вăхăтра банки-банкипе хăяр-помидор, тĕрлĕ салат, улма-çырла компочĕ хупаççĕ. Пĕрисем пахча çимĕç çăваççĕ, теприсем тураççĕ, ваклаççĕ... Туслăн ĕçлесе нÿхрепе хăвăртах тăварланă, маринадланă пахча çимĕçпе тултарса лартаççĕ. Хĕл хырăмĕ аслă, çавна май çырла-кăмпа нумай пуçтараççĕ. Килте хатĕрлени лавккара туяннинчен темиçе хут пахарах та тутлăрах-çке.

 

«Начаррине вĕрентместпĕр»

Уткинсен çемйинче черетпе дежурство тăраççĕ. Явапли çав кун тусан сăтăрать, савăт-сапа çăвать, çĕр улми шуратать. Мĕн пур ĕçе вăхăтра тума хăнăхнă ачасем. Кутăнлашса, тавлашса тăракан çук. Кашни хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет. Компьютер умне черетпе лараççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхма та пулăшаççĕ. Çулла утă пуçтараççĕ, тавăраççĕ. Коля ĕне сума та пĕлет. Вăл çемьере чи асли тата чи тирпейли. Ăна пурте итлеççĕ, хисеплеççĕ. Шкул хыççăн фельдшера вĕренме каяс шухăш-ĕмĕтлĕ 17 çулти каччă. Шăллĕ Андрей пĕчĕккĕллех выльăх-чĕрлĕх патне туртăнать. Ĕне пĕтĕленнипе пĕтĕленменни тата хăçан пăруласси те кăсăклă уншăн. Пăрусемпе путексене уйрăмах юратать. Шкултан çитсен никам хушмасăрăх картишне выльăх-чĕрлĕх пăхма тухать. «Ĕçлесе çăкăр çиме хăнăхчăр. Усала вĕренместпĕр-çке. Пур çĕре те явăçтарма тăрăшатпăр, кайран çын умĕнче намăс курмалла ан пултăр. Ачасене ĕç урлă кăна тивĕçлĕ воспитани пама пулать», - тет Каролина Анатольевна. Арçын ачасем спортпа туслă. Пурне те кăçал вĕр çĕнĕ йĕлтĕр туянса панă. Тепĕр ача та усрава илес шухăшлă Уткинсем. Анчах та уроксем тумашкăн малтан уйрăм пÿлĕм тăвасшăн.

 

Палăк лартăттăм

«Çемье пысăкран ĕç те нумай. Вырсарни кун алăран йĕппе çип каймасть. Пĕрин трико çĕвви каять, теприн кĕпи çĕтĕлет. Килте пĕр хĕрарăм кăна пулсан та йăлтах ĕлкĕретĕп, ирхине çынсемпе тан тăратăп. Мăшăр нумай пулăшать», - тет Каролина Анатольевна.

Хуçалăхĕ пĕчĕкех мар, виçĕ ĕне, картиш тулли сурăхсемпе пăрусем, чăх-чĕп тытаççĕ Уткинсем. Амăшĕ шкултан киле часах çитеймен чухне çĕр улми, сухан-кишĕр шуратса хурса ĕçе чылай çăмăллатаççĕ ачисем.

Вĕлле хурчĕ тытаççĕ Уткинсем. Çуллахи вăхăтра ашшĕпе пĕрле хурт та уйăраççĕ, пыл та юхтараççĕ шăпăрлансем.

«Япала çумалли автомат машина шухăшласа кăларакана палăк лартса парăттăм. Ырлăхран та ырлăх, хĕрарăм ĕçне епле çăмăллатать. Пире, çичĕ ачана, анне епле çитĕнтернĕ-ши, çутă та, газ та пулман ун чухне», - тĕлĕнсе калаçать Каролина Анатольевна.

 

Тăван килти пек

Каролина Анатольевна малтан Чăваш Ишекри шкулта ĕçленĕ. 2003 çултанпа Ыхраçырминчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентет. Чи малтанах ют ял учителĕсемпе пĕр чĕлхе тупассăн туйăнман, халĕ вара асăннă шкул педагогшăн тăван кил вырăнĕнчех. Килĕшет ăна кунта. Эпĕ килнĕ вăхăтра шăпах «ППЭне хатĕр-и?» уçă урока хатĕрленетчĕ. Ĕç стажĕ 35 çул унăн. Вăл хăйĕн предметне питĕ юратать. Вырăс чĕлхипе литературине тарăннăн вĕрентнисĕр, ачасене тивĕçлĕ воспитани панисĕр пуçне, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи, ăна манма юраманни, çĕр-шыври, тĕнчери лару-тăру пирки те кашни урокрах çамрăк ăрăва ăнлантарма тăрăшать.

Хăй ĕçне чунтан парăннă вĕрентекене шкул ачисем, учительсем чунран хисеплеççĕ.

 

Ăшă çунат айĕнче

Пĕрисене тăван тĕпренчĕкĕ те кирлĕ мар пулсассăн теприсемшĕн ют çын ачи те ытлашши мар. «Кашниех çĕр çине телей курма çуралать. Ашшĕ-амăшĕшĕн ачи айăплă мар. Хăйсене килти пек туйса ÿсчĕр. Çемьере çитĕннине нимĕн те çитмест, унпа нимĕн те танлашаймасть», - теççĕ Уткинсем. Вĕсем ачасен малашлăхĕпе пуласлăхĕшĕн те пăшăрханаççĕ. Пиллĕкĕшне хваттер черетне тăратма та ĕлкĕрнĕ. Тепĕр иккĕшĕн çулĕсем çитеймен-ха. Арçын ачасене ÿссен çак кил-çуртранах салтака ăсатас шухăшлă. Вăхăт çитсен туй та кĕрлеттерĕç-ха. Çиччĕшĕ те хăйсен ачи вырăнĕнчех. Вĕсемсĕр пурăнма та пултараймаççĕ, çуллахи вăхăтра лагере канма кайсан та тунсăхласа çитеççĕ Уткинсем.

Анатолий Арсентьевичпа Каролина Анатольевнăн икĕ хĕрĕпе ывăлĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Чи асли Татьяна мăшăрлă, суд приставĕнче тăрăшать. Наташа кĕçех качча тухса çемьеллĕ пулĕ. Алеша И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУри физвоспитани факультетĕнче вĕренет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.