Мĕнлерех вăл, паянхи ар?
Статистиксем Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса Чăваш Енĕн вăтам арçыннин сăнне уçăмлатнă.
Тÿрех палăртмалла, пирĕн республикăри арсем хăйсемпе интереслентерме пултараççĕ: кашни 1000-шĕ пуçне 1148 хĕрарăм тивет. Вĕсен йышĕ 579 пинпе е халăхăн 47 проценчĕпе танлашать. Пысăк пайĕ /58 процент/ - хула çынни, чи йышли - вăй питти ÿсĕмрисем /390 пинĕн е 67 процент/, чи сахалли - ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмĕнчен аслăраххисем, унашкаллисем 78 пинĕн /14 процент/.
Статистикăн вăтам кăтартăвĕпе хаклакан паянхи арçын 36 çулта. Хулара пурăнаканни тата çамрăкрах, 35-ре, ялта тĕпленни вара 38-та. Сăмах май, унăн вăтам ÿсĕмĕ хĕрарăмран 5 çул кĕçĕнрех. Çакна вĕсен ĕмĕрĕн тăсăмĕ 13 çула яхăн уйрăлса тăнипе сăлтавламалла: пĕрремĕшĕсем вăтамран - 64, иккĕмĕшĕсем 77 çулччен пурăнаççĕ. Нацилĕхе илес тĕк, пĕрремĕш вырăна тĕп халăх çыннисем - чăвашсем - йышăнаççĕ /381 пин е 68 процент/, иккĕмĕшсем - вырăссем, 147 пинĕн. Наци тытăмĕ малалла çапла йĕркеленет: тутарсем /17 пин/, мордвасем /6 пин/, украинсем /2 пин/, марисем /1 пин ытларах/.
Çитĕннĕ арсен 63 проценчĕ çемьеллĕ, саккун йĕркипе уйрăлнисем - 5, уйрăлса кайнисем - 1, урçасем 4 процент. Пĕрремĕш хут мăшăрланакан каччăн вăтам ÿсĕмĕ 27 çулпа танлашать, иккĕмĕш хут çемье çавăраканнин - 40-пе. Республикăра пурăнакан арçынсенчен чылайăшĕ 25-29 çулсенче авланать. Уйрăлакансем те асăннă ÿсĕмрисен хушшинче нумайрах. Çемьене аркатакансем хулара пурăнакансен йышĕнче ытларах. Ывăл-хĕрне воспитани парассине илес тĕк ачисене амăшĕсĕр пăхса çитĕнтерес тĕллевлисем сахал - унашкаллисем 3 пинрен ытларах кăна. Чăваш Енре пурăнакан пĕччен ашшĕсен пысăк пайĕ 1-шер ача çитĕнтерет, 562-шĕ - 2-шер, 71-шĕ 3 тата ытларах.
Çакна та палăртмалла: вĕренÿ шайĕпе арçынсем хĕрарăмсенчен кайра пыраççĕ: пĕрремĕшĕсен йышĕ - 17, иккĕмĕшĕсен - 22 процент. Ăслăлăх кандидачĕсемпе докторĕсене илес тĕк арсем ирттереççĕ - 72 процент /хĕрарăмсем - 53/.
Арçынсен экономикăри пуçарулăхĕ 72 процентпа танлашать, вĕсенчен 89 проценчĕ республика экономикин тĕрлĕ тытăмĕнче вăй хурать.
Финанс тĕлĕшĕнчен тăнăçлă шутланакан тупăш çăл куçне кашни ар хăйне май палăртать. Вĕсен 67 проценчĕ пĕррепе çырлахать, 31 - иккĕпе, 2-шĕ - виççĕпе. Чи пуçаруллисемпе ăнăçлисен вара /унашкаллисем 0,1 процент е 228 çын/ тупăш çăл куçĕн шучĕ те çук. Хăш-пĕр аршăн хисепĕ мар, тупăшлăхĕ пĕлтерĕшлĕ, çавна май вĕсем пысăк шалу шыраса республика тулашне - Мускав хулипе облаçне - тухса каяççĕ. Ытти регионта ĕçлекенсем пĕтĕм йышăн 82 проценчĕ чухлĕ, вĕсен çуррийĕ ытла - ялта пурăнакансем.
Сăмах май, республикăри арçынсен вăтам шалăвĕ хĕрарăмсем илекеннинчен 41 процент пысăкрах.
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - вăй питти ÿсĕмре пурнăçран уйрăлакансем вилнисен пĕтĕм йышĕн 42 проценчĕ чухлĕ. Шел те, ÿсĕмĕн асăннă ушкăнне кĕрекенсенчен автансăр яла ăсаннисен шучĕ хĕрарăмсемпе танлаштарсан 5 хут ытларах /3658 тата 752 çын/. Пурнăçран вăхăтсăр уйăракан сăлтавсен шутĕнче: инкек-синкек, наркăмăшланни тата аманни /34 процент/, юн çаврăнăш тытăмĕн чир-чĕрĕ /26/, апат ирĕлтерекен органсен амакĕ тата усал шыçă /10-шар/, сывлав органĕсем хавшани /9/.
Пĕтĕмĕшле илес тĕк, Чăваш Енĕн паянхи вăтам арçынни чăннипех илĕртÿллĕ: хулара пурăнакан вăй питти чăваш, çемьене хаклать, вĕреннĕ çын, ĕçе юратать. Шел те, сывлăха упрассине тивĕçлипе хакламасть тата сывă пурнăç йĕркине тытассине тĕпе хумасть - ку енĕпе хăйне ырă енне улăштарас тăк чăннипех тĕслĕх пулса тăмаллискер вăл.