Чăвашла туй кĕрлеттерме йывăр-шим?
Тантăшăм мĕн пĕчĕкрен туй юррисем юрататчĕ. Пĕррехинче вĕсен мунчи çунма тытăннă, вăл вара лаша урапи çине хăпарса тăнă та пĕчченех "туй тăвать". Такмак каласа тăпăртатса ташлакан хĕрпĕрчи çинчен анкартинче çĕрулми лартакансем те куç илеймеççĕ. "Туй курса" тĕтĕм тухнине вĕсем те çийĕнчех асăрхаман. Телее, тин çеç хыпса илнĕскерне хăвăртах сÿнтерчĕç. Ман тантăшăм çулăм чарăнсанах такмак калама пуçларĕ. Ялти пĕр туя та курмасăр хăвармастчĕ тусăм. Шăматкун çитессе кăна кĕтсе тăратчĕ. Кÿршĕ ачисене çавăтатчĕ те купăс сасси илтĕнекен урама вĕçтеретчĕ.