Пирĕшти вырăнĕнчех...
Çуллахи ăшă ир. Куçĕ уçăлманнине пăхмасăр тăваттăри Кирилл вырăн çинчен тăрса картишне тухнă. Хĕвел çÿле хăпарса çитеймен-ха. Йĕри-тавра вара кайăксем юрлани, автансем авăтни, кĕтĕве тухнă ĕнесем макăрни илтĕнет. Çулла ялтах лайăх çав!
Йĕри-тавра пăхса çаврăннă арçын ача. Ашшĕпе-амăшĕ курăнмасть - эппин, ĕçе кайма ĕлкĕрнĕ. Ытти чухне çемье Канаш хулинче пурăнать-ха. Каникула вара Яковлевсем хуларан 14 çухрăмра вырнаçнă Шаккăл ялĕнче ирттереççĕ.
Уçă сывлăшра, шăплăхра пурăнма лайăх-ха, анчах ялта ĕç çукки пĕтерет-çке. Çавăнпах Сергейпе Татьяна кашни ир ачисене хăйсене çеç хăвараççĕ. Кил хуçи Канашра, мăшăрĕ Комсомольскинче вăй хурать. Кирилпа пĕрле килте çиччĕри Ксюша, пиллĕкри Костя тата кÿршĕлле пурăнакан çиччĕри Софья /амăшĕсем пĕрле ĕçлеççĕ/ хăйсем кăна юлаççĕ. Вĕсене асли - вунтăваттăри Дима - асăрхать.
Çак ачасем паян çĕр çинче пурăнаймасан та пултарĕччĕç. Телее, утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Кирилл вăхăтра вăраннă. Сарай тăрринче тĕтĕм мăкăрланнине шăпах вăл курнă. Часах çунăк шăрши та сарăлнă. Кун пеккине шăпăрлан телевизорпа çеç курнă. Хăранă пулин те аптăраман вăл, тÿрех пÿрте чупса кĕнĕ - аслисене вăратмалла!
Çулăм вара сарăлсах пынă. «Хĕрлĕ автан» тухнине асăрханă кÿршĕсем тÿрех пушарнăйсене шăнкăравланă, вĕсем çитиччен витрепе шыв йăтма, тăпра ывăтма пикеннĕ. Часах тахăшĕ: «Хуçалăхра газ баллонĕсем пур!» - тесе сехĕрленсе кăшкăрнă. Вĕсем вара хăть те хăш самантра та сирпĕнме пултараççĕ.
Кĕçех машина кăшкăртни те илтĕннĕ. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем «хĕрлĕ автанпа» темиçе сехет кĕрешнĕ. Инкек сăлтавĕ электропралук юсавсăр пулнинче иккенне тупса палăртнă.
Шел, паллах, Яковлевсем хуралтăсемсĕр юлнă. Анчах чи хакли - ачи-пăчи чĕрĕ-сывă пулни. Ку вара - Кирилл тивĕçĕ. Пирĕшти вырăнĕнчех вăл.