Çыравçă çĕрулмипе какай кукăлĕ юратнă

11 Июл, 2015

Манăн алăра - Чăваш халăх çыравçин Александр Артемьевăн "Суйласа илнисен" пĕрремĕш кĕнеки. Вăл - автор килĕнче упраннăскер. Çакăнти "Алтăр çăлтăр", "Йывăр çулсем", "Симĕс ылтăн" повеçсенчи сăнарсене шкул вăхăтĕнчех тишкернĕ. Унăн хайлавĕсенчи кашни йĕрке ахаль те шыв юххи пекех вуланать. Çапах Александр Спиридонович кĕнекере те тÿрлетмелли тупнă. Тĕслĕхрен, "Алтăр çăлтăр" повеçе "Çăлтăр çумăрĕ" ятпа тепĕр хут пичетлесе кăларма палăртнă вăл. Çакăнтах предложенисем хушса çырнă, сăмахсене улăштарнă. Автор çĕнетсе хатĕрленĕ кĕнеке маншăн, унăн пултарулăхне сума сăваканшăн, тата та хаклăрах. Шăпах çакăнта çыравçăн хăвачĕ юлнăн туйăнать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Александр Артемьев 1998 çулта çĕре кĕнĕ. Халĕ унăн тăватă тĕпренчĕкĕнчен пĕри - Александра - Шупашкарта пурăнать. Унăн иккĕмĕш арăмĕ Валентина Петровна çак кунсенче 80 çул тултарать. "Пирĕн йăх вăрăм ĕмĕрлĕ. 100 çултан иртнисем те пулнă", - кăмăллă сăмахлать манпа хĕрарăм. Шăпах ăна мăшăрĕ çинчен каласа кăтартма ыйтрăм. Александр Спиридоновичпа Валентина Петровна 36 çул пĕрле пурăннă.

Эпĕ çитнĕ чухне çаранта хăй пуçтарнă çĕр çырлине тасататчĕ вăл. Ăна сахăрпа пăтратса шăнтасшăн. Хваттерте - тирпейлĕ, хăтлă. Темиçе çул каялла çакăнта куçса килнĕ хыççăн йăлтах юсаса çĕнетнĕ хĕрарăм. Килĕнче ытлашши япала та çук. Александр Артемьевăн кĕнекисене библиотекăсене парнеленĕ вăл. Ытларахăшне çыравçă çуралнă тăрăха - Элĕк районĕчи Тури Вылăна - леçнĕ. "Манăн юбилей вăхăтĕнчи асаилÿ каçĕсене те апат-çимĕç, кашăк илсе кай", - çут тĕнчерен уйрăличчен каласа хăварнă мăшăрне Александр Спиридонович.

Шăпа иккĕшне 1949 çултах паллаштарнă. Ун чухне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски клубне çыравçăсемпе сăвăçсене чĕннĕ. Александр Артемьевпа Петĕр Хусанкая 8-мĕш класс хĕрĕ Валентина урамрах кĕтсе илнĕ. Шкулта нимĕç чĕлхи вĕренекенскер пĕр вăтанмасăр нимĕçле сăвă каласа кăтартнă. Анчах иртсе пыракан машина сирпĕтсе хăварнине пула çи-пуçĕ вараланнă унăн. Çавăнпах шала кĕреймен хĕр. Эх, пăшăрханнă çакăншăн. Сăмах май, Валентина пуçламăш классенчех сăвă-калав çырса пăхнă. Кайран та хăйĕн ăсталăхне хут çинче тĕрĕсленĕ. Хăй каланă тăрăх, "Алтай" повеçĕ журналта та пичетленнĕ.

Иккĕмĕш хутĕнче вĕсем Хусанти пристаньре тĕл пулнă. Александр Артемьевпа Петĕр Хусанкай Сĕнтĕрвăрри хĕрĕпе калаçас тесех пăрахут чарса тăнă. Валентина Тутарстана медсестрана вĕренме кайнă-мĕн. Анчах вилнĕ çынсене каснине курнă та - каялла çаврăнса килнĕ.

1962 çулта Маяковский ячĕллĕ библиотекăри конференцире тĕл пулса калаçнă. Арçын кашнинчех мĕн тăхăнни таранчченех астăвать хĕрарăм.

Пĕрре çапла Александр Артемьев Валентина Алексеевăран кивçен укçа ыйтнă. Общество ĕçне хастар хутшăнакан хĕр нумай шухăшласа тăман - çивĕтне касса сутнă. Çапла майпа çыравçа пулăшнă. Чăнах, çынна ырă тăвассишĕн нухратне те, вăйне те шеллемест вăл. Ахальтен мар совет саманинче нумай ĕçе тÿлевсĕр тунă хĕрарăм: библиотекăра ĕçленĕ, конференци хатĕрленĕ. "Утса çÿрекен энциклопеди", - тенĕ мăшăрĕ пирки Александр Спиридонович.

Хĕрĕнчен чылай аслăрах кĕрĕвне Валентинăн амăшĕ тÿрех йышăнасшăн пулман. Каярах тин шăрттанпа хăналама пуçланă.

Александр Спиридонович çĕрулмипе какай кукăлĕ юратнă. "Вăл çывăрса тăричченех духовкăран кукăль пиçсе тухатчĕ", - тет çаврăнăçуллă мăшăрĕ.

Валентина Петровна çи-пуç çĕлеме ăста. Çамрăк чухнех шкап тулли кĕпе пулнă унăн. Хăшĕ-пĕри çаплипех кивелмен. Хăйне килĕшÿллĕ тумтире юратсах тăхăнать хĕрарăм. Мăшăрне те, ачисене те темĕн те пĕр çĕлесе панă вăл.

Александр Артемьев ытларах çыртăр, вулатăр, куçартăр тесе арăмĕ пир-авăр комбинатĕнче темиçе сменăпа ĕçленĕ, чертежсем тунă. "Шурă çÿçлĕ хĕр" хайлавра, тĕслĕхрен, пирĕн ĕçри хĕрарăмăн шăпине кăтартнăччĕ вăл. "Симĕс ылтăн" повеçе манăн атте-анне килĕнче - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿртре - çырчĕ. Хăш чухне виçшер талăк çывăрмасăр ĕçлетчĕ", - тăсăлать калаçу. "Валюш", - ăшшăн çапла чĕннĕ мăшăрне çыравçă.

Валентина Петровна Александр Артемьевăн пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă ачисене Шура, Сашук тесе чĕнет. Мăшăрĕ вара уншăн - Саша. Çакă калаçуран паллă пулчĕ.

"Иккĕмĕш анне", - Валентина Петровнăна юратса çапла чĕннĕ Сашук. Ăна пурнăçра нумай пулăшнă хĕрарăм. Шурăпа вара хутшăнмаççĕ. Темшĕн пĕр чĕлхе тупайман вĕсем.

Валентина Петровна икĕ ача - Андрейпа Нина - çуратнă. Халĕ çут тĕнчере иккĕшĕ те çук ĕнтĕ. "Ывăлăма Петĕр Хусанкай Андрей Болконский тетчĕ", - аса илет хĕрарăм. Юлташĕ Александр Артемьев патне тăтăш килсе çÿренĕ, Валентина Петровна ĕçе кайсан пĕчĕк ачисене пăхма пулăшнă.

Шура та, Нина та ача çуратман. Андрейăн хĕрĕ Татьяна пур çак тĕнчере. Анчах кинĕ, упăшкинчен уйрăлсан, мăнукне асламăшĕпе хутшăнтарман.

Валентина Петровнăн килĕнчен тухсан тунсăх çавăрса илчĕ чуна. Александр Артемьевăн пултарулăхĕ хальхи ăрăва куçнине курас килнĕччĕ. Анчах йăх тăсăмĕсем унăн çулне суйламан.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.