Комментировать

18 Июл, 2015

Хура телей, е Мĕншĕн хурланать шур хурăн çырмара?

Юрий Скворцов çырнă «Уках хурăнĕ» произведение куççульсĕр вулама пулать-ши? Кирек кама та йĕртет пулĕ вăл. Вăрçă вăхăтĕнче нуши-тертне ытла та çамрăклах нумай курнă хĕр хулĕ сусăрланнипе хĕне кайса вилет. Пурнăçран кĕçех уйрăлассине пĕлсех тăрать йывăр чирлĕскер. «Мана хĕреслĕ саппун çактарăр, патис тутăр çыхтарăр, хура ура сырса ярăр», - тет Укахви сывлăшĕ кĕскелсех çитсен. Ыратнине амăшĕ сисесрен хăраса мĕн виличченех шăлне çыртса чăтать хĕр. Тухтăр патне кайса килсен те амăшне тĕрĕссине каламасть. «Çамрăк çыннăн чирĕ иртет, хăрушах мар терĕç больницăра», - тесе йăпатать çывăх çыннине. Юратнă çыравçăн повеçне темиçе хут та вуланă. Çула тухас умĕн ĕçри шкапра вырăн тупнă кĕнекене тепĕр хут алла тытрăм. Чун витĕр кăларса çырнă повеçри Укахви кашни вуламассеренех пурнăçра чăн пулнăн туйăнатчĕ. Ытла та йывăр шăпаллă, ытла та телейсĕр хĕр пуçран кайран та вăрахчен тухма пĕлместчĕ. Писатель витĕмĕ те пур кунта. Чуна тыткăнлатăр тесен вулакана çывăх пулни те пĕлтерĕшлĕ. Апла-и, капла-и, пурнăçра пулманнине чĕрене витермелле, ĕненмелле çырма çук та пуль çав.

Пăр перчетке

Юрий Скворцов пĕр ялти хĕре - Муркаш тăрăхĕнчи Хурăнкассинчи Укахвие - чăн пурнăçра мĕнле пулнă, шăп çапла сăнласа кăтартнă повеçре. Ăна вăл «вĕлермессе» те пултарнă-çке. Анчах хайлавра нимĕн ÿстермесĕр, ытлашши илемлетмесĕр çырса кăтартнă. Кĕске ĕмĕрлĕ çак хĕрĕн повеçри пурнăçĕнче тылра ĕçлеме юлнă, чир-чĕре пула сусăрланнă, пÿкле шăпа туяннă, кăмăлпа пиçĕхнĕ пиншер чăваш хĕрарăмĕн кун-çулĕ сăнарланнă. Унпа пĕрлех вĕсен чун тасалăхĕ, кăмăл аслăлăхĕ, çирĕплĕхĕ, вут чулĕ пек пиçĕлĕхĕ-чăтăмлăхĕ... Кун-çул йĕрки, пурнăç мехелĕ çапла пулнă, писатель ун вăрттăнлăхне аван кăтартса панă. Произведенири тĕп сăнарăн йăмăкĕ, 87 çулти Енькка аппа çав ялтах, Укахви çуралнă вырăнтах, пурăнать. Тĕлĕнмелле хитре вырăнсем. Аякра мар Сурăм вăрманĕ, Сурăм шывĕ... Çак кунсенче Хурăнкассине çитсе Елена Александровнăпа курса калаçма май килчĕ.

- Укахви манран виçĕ çул аслăччĕ. Вăрçă пуçланнă çул вăл вунпилĕкреччĕ. Ман пекех çырăччĕ, кăвак куçлăччĕ. Ытти мĕнпур хĕр пекех çивĕтпе çÿретчĕ. Эпĕ ăна килте ларнине курман та. Питĕ вăйлăччĕ, ывăнма та пĕлместчĕ вăл. Вăрмана йывăç тиеме пĕчченех çÿретчĕ. Лаши те туртаймастчĕ мĕскĕнĕн, - куççульне шăлать Енькка аппа. - Вунпилĕк çулта чухне ун çине мĕнпур йывăр ĕç тиеннĕ. Торф кăларма кайнине те, Иваново облаçне окоп чавма янине те лайăх астăватăп. Сивĕпе, йывăрпа хуçăлчĕ аппа. Витĕр шăннисене мана аннерен вăрттăн каласа паратчĕ. Торф кăларнă çĕртен чирлесе таврăнчĕ. Унта вĕсене Тарье председатель тытса янă /произведенире те асăннă ăна. - /Авт./. Пĕчĕккĕллех чăпта та çапнă вăл. Пĕрмай ĕç хушсах тăнипе шкулта тăватă класс та вĕренсе пĕтереймерĕ. Кăнтăрла авăн çапатчĕ, каçхине Шупашкара тырă леçме каятчĕ. Епле чăтнă-ши? Пĕррехинче çиме ларнă та мĕскĕн, çывăрса кайнă. Аллинчи кашăкĕ çĕре шалт! ÿкрĕ. Нимĕн ырри те кураймарĕ. Вăрçă чарăннă хыççăн савăнса пурăнмаллискер çамрăклах çĕре кĕрсе выртса хура тăпра айне пулчĕ.

Акă еплерех çырса кăтартать Юрий Скворцов хĕрсем, çав шутра Укахви, окоп чавнă йывăр вăхăтсене: «... Пуринчен ытла çамрăк шăм-шаксене сивĕ хуçрĕ. Çил тумтир витĕр, ÿт-тир витĕр кастарса шăмăсене çитсе кăтăклать, сулăнтарса ярать* çĕр çумĕпе, вирт кайнă пек, сăлпăран кустарать. Пите кăшт çиле хирĕç тытсанах тăм илсе ярать, çул çинче те хăяккăн çеç минутсерен çил енне çурăмпа çаврăна-çаврăна утатăн. Алла алса ăшĕнчех чăмăртаса тытатăн та - алса пÿрнескисем пушăллах сулланса пыраççĕ. Тăм илтерсе янă аллисене хĕрсем сивĕ шыва чикеççĕ те, çара алăранах пăр «перчетки» шăнкăлт! хывăнса ÿкет. Кунсерен лум-кĕреçе йывăрланса пырать алăра, хĕрсем чирлеççĕ, вĕсен вырăнне урăххисем килеççĕ...

 

«Кулянмасăр...»

Енькка аппа Укахвин юлашки сывлăшĕ тухнине курман. Каçхине çамрăк ĕнине витене чиперех хупнă хĕр. Ир тăнă çĕре хайхискер вилсе выртнă. Килте хуйхă пулнине илтсе вырăнпа выртакан Укахви те макăрнă. Енькка выльăх тухтăрĕ патне тухса утнă. «Эсĕ те кулянатăн-и, ан хурлан, пурăна-киле туянăпăр-ха ĕне. Йĕркеллех пулĕ», - тенĕ амăшĕ чирлĕ хĕрне йăпатса. «Кулянмасăр», - юлашки сăмахĕ çапла пулнă Укахвин, хыççăнах чунĕ тухнă. Пĕр-ик кун маларах çын çине питĕ хытă, тĕмсĕлсе пăхнă-мĕн сусăрскер.

- Эпĕ çаврăнса килнĕ çĕре аппа вилнĕччĕ. Ĕни те сарайĕнче тăсăлса выртать. Анне аптранипе нимĕн тума пĕлмест. Çак пысăк хуйхă хыççăн хам та чирлеме пуçларăм, - каласа кăтартать кинеми.

Улттăн пĕртăван пулнă вĕсем: пилĕк хĕр те пĕр ывăл. Чи асли, Микулай, тин çеç салтака кайнăскер, Украина чиккинче 1941 çултах пуçне хурать. Çемьере хĕрсенчен чи асли, Пăлаки, 1923 çулта çуралнăскер, тахçанах вилнĕ. Виççĕмĕшĕ Укахви пулнă. Енькка аппа - тăваттăмĕшĕ. Ун хыççăнхи Акулина 20 çултах пурнăçран уйрăлать. «Çул сарма кайнă йăмăк. Ăш хыпнипе пĕшкĕнсе пĕверен шыв ĕçнĕ. Çанталăкĕ те шăрăх тăнă. Пуç миммине шыв кайнипе вилнĕ терĕç тухтăрсем», - каласа кăтартать Елена Александровна. Чи кĕçĕнни - Зоя. Юрий Скворцов писателĕн мăшăрĕ. Вăл халĕ 81 çулта, Шупашкарта ывăлĕпе пурăнать.

Енькка аппан ашшĕне ватă пулнăран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайман. Граждан вăрçине хутшăннăскер 1945 çулта пурнăçран уйрăлать. Мăшăрне, пĕртен-пĕр ывăлне, икĕ хĕрне умлă-хыçлă çухатнă амăшĕ епле чăтнă-ши?

- Укахви вилсен Варвари аппа урайĕнче йăваланса макăрнине астăватăп. «Мĕншĕн пирĕн çине çакăн чухлĕ хуйхă йăтăнса анчĕ?» - тесе йĕретчĕ. Эпĕ ун чухне 9 çулти ачаччĕ, - каласа кăтартать икĕ кил урлă çеç пурăнакан кÿрши, пирĕн хаçатпа туслă Илья Яковлевич Яковлев /Н.Яковлев художникĕн тăван шăллĕ/.

Çын сăмахĕнчен хăраса...

Усал чĕлхесем яланах пулнă. Вĕсенчен нихăçан та хăтăлма çук пулĕ. Çавăн пиркиех, çын сăмахĕнчен хăрасах хулне хытă çыхса лартса, куççуль витĕр ĕçе утнă Укахви. Хавшасах кайнă юлашкинчен, пĕр кунхине вăйĕ çуккипе вăрман касма кайман. «Апла вербовкăпа яратпăр», - хăратнă хĕне кайнă хĕре колхоз ертÿçи. «Ыратакан хулне пăхмасăрах тепĕр кунне Çĕмĕрле вăрманне тухса кайрĕ. Ун хыççăн тата хытă хавшарĕ», - куççульне пĕр вĕçĕм шăлать Енькка аппа. Йÿçкасси тухтăрĕ килсе пÿрне юхтарса кăларнине те астăвать вăл. «Пĕр хутчен кăна пулчĕ пирĕн патра. Урăх пырса пăхакан та пулмарĕ. Шăмă варри, пирĕн патра сăсă теççĕ-ха ăна, çĕрнĕччĕ аппан», - тет Елена Александровна.

 

«Анне мĕншĕн çуратнă-ши?»

Юрий Скворцовăн йăмăкĕ Тамара аппа Енькка аппапа пĕр касрах, ял вĕçĕнче, пурăнать. Вăл та лайăх астăвать ентешне. «Апи патне кайнă чух кураттăм Укахвие, кашнинчех чарăнса тăраттăм. Урама тухатчĕ те макăрса ларатчĕ Укахви. «Анне мана мĕншĕн çуратнă-ши?» - тетчĕ куççуль витĕр. Хытă ыратнă çав ĕнтĕ, аллине тытса пĕр вĕçĕм унталла-кунталла утатчĕ. Хулне çыхса янăччĕ. Эх, ытла та асапланса вилчĕ. Ниепле те манма çук Укахвие. Питĕ ăшă кăмăллăскерччĕ. Пирĕн Юркка та хĕре хĕрхенетчĕ, кайран ун пирки повесть çырчĕ», - куçне шăлса аса илет Тамара аппа.

Енькка аппа масар çинче Укахвин хĕресĕ çĕрсе анни пирки те сăмах хускатрĕ. Пĕртăванĕсем ватă, вĕсен ачисене кирлех мар пулĕ аслă аппăшĕн вилтăприйĕ. Хĕреспе пĕрле пысăк палăк лартса хумалла та тыл ĕçченĕн тăпри çине. Анчах çакă никамăн асĕнче те çук пулас.

 

Мĕн кăна тÿсмен...

Хайлавра Укахвин чи çывăх тантăшĕсем Хĕветлипе Ольга пирки те сăмах пырать. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă вĕсем иккĕшĕ те. Хĕветли те, Ольга та иртнĕ çул çеç вилнĕ. Повеçри тĕп сăнарăн юратнă каччи Коля /Николай Яковлев художник/ «Хыпар» Издательство çурчĕпе туслăччĕ, вăл та пĕлтĕр пурнăçран уйрăлнă. Вăрçă хыççăн тăван яла отпуска килнĕскер Укахвие курнă вăл. Савнийĕ сывă марришĕн кулянса иккĕшĕ пĕрле йĕнĕ. Юратнă хĕрĕн ури те типме тытăннă çав вăхăт тĕлне.

- Иваново облаçĕнче шывлă-лачакаллă вырăнта вăрçă çулĕсенче торф кăларса пурăнтăм. Юрлă-çумăрлă çанталăкра та ĕçлеме тиветчĕ. Мĕнле кăна йывăрлăх тÿсмен пулĕ. Çăпаталлă чăваш хĕрĕсен урисем витĕр йĕпенсе тухатчĕç. Кунĕпех выçă ĕçлеттĕмĕр. Çаплипех килсе выртаттăмăр, йĕпеннĕ тăласене вара хамăр айра типĕтеттĕмĕр. Манăн телей ытла та хура пулчĕ çав. Йывăр пурнăçа пула чирлесе хĕне кайрăм. Кашни шăмă сурса ыратать, тинех чĕрĕлейместĕп пулĕ, - çапла каланă вăл чун савнине.

- Чĕрĕлетĕн, юсанатăн, Укахви, шан эсĕ. Лайăххи пирки шухăшла, - йăпатнă отпуска килнĕ Коля. Вĕри куççулĕпе кĕтсе илсе çаплах ăсатса янă ăна чирлĕ хĕр. Коля таврăннă çĕре Укахвин кун-çулĕ татăлнă. Яла кĕриччен масар çинче, савнийĕн вилтăпри çинче чарăннă салтак.

 

Хулă - шăпăрлăх

Енькка аппа ялта ывăлĕпе Леонидпа тата кинĕпе пурăнать. Качча кайнă пулсан та тĕп килтех юлнă вăл, мăшăрне киле кĕртнĕ. 5 ача пăхса çитĕнтернĕ Енькка аппа. Шел те, иккĕшĕ çамрăклах вилнĕ. Ывăлĕ Леонид - тракторист, кинĕ Галя - фермăра пăрусем пăхать. Елена Александровнăн халĕ 11 мăнук тата мăнукĕн 6 ачи.

- Атте вилнĕ хыççăнах çăпата тума вĕрентĕм. Йăмăкăма Зойăна хам тăрăшса вунă класс пĕтерттертĕм. «Ав Александрова Зойăн ашшĕ те çук, уринче вара - лайăх çăпата. Шкула кашни кунах çÿрет, лайăх вĕренет. Унран тĕслĕх илмелле», - çапла каланă тет шкулти учительсем», - йăмăкне çын тăвас тесе епле тăрăшни пирки каласа кăтартать Енькка аппа. Кайран Зоя Ленинградри вăрман хуçалăхĕн техникумĕнчен вĕренсе тухнă.

«Çав тери илемлĕ хĕрччĕ вăл. Туйĕ Хурăнкасси ялĕнче тĕлĕнмелле вăйлă иртрĕ. Юра /Юрий Скворцов писатель/ çырма леш енче пурăнатчĕ», - аса илеççĕ ялти ватăсем.

Елена Александровна хăй те йывăр ĕçре хуçăлнă. «Хурăнкасси уйĕнче 200 гектар çĕрччĕ. Ялта ферма пурччĕ, унта колхоз ĕне, сысна, сурăх усратчĕ. Эпĕ сурăх ферминче вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн та ĕçлерĕм. Лашапа кĕлте турттараттăмăр. Улăм купалассинчен те юлман. Темиçе çул ĕнтĕ эмелпе кăна пурăнатăп. Çамрăкла нумай амантăмăр. Пуринчен ытла вара хуйхă çине хуйхă пулни хуçрĕ», - ĕлĕкхине аса илсе сăмах çăмхине сÿтет ăш пиллĕ кинеми.

Енькка аппасене хирĕçри çырмара хурăн ÿсет. Ăна ялта пурте, ватти-вĕтти таранах «Уках хурăнĕ» теççĕ. Юрий Скворцов произведенийĕсене шкул программи тăрăх вуланă май учительсем ачасене те çак хурăна килсе кăтартаççĕ. Хурăнкассине килсе кĕнĕ çĕрте те рет-рет хурăн ешерет. Ял ятне çавнашкал ахальтен паман иккен. Çырмара ÿсекен Уках хурăнĕ мана темшĕн ытла та хура туйăнчĕ. 25 çула çитмесĕрех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă, пурнăçра нимĕн ыррине те курман хĕршĕн паян та кулянать-ши? «Хурăн хулли шăпăрлăх, телей çукки - йывăрлăх», - тесе ахальтен каламан ваттисем. Вăл вăхăтрисен ăраскалĕ ытла та хурлăхлă пулнă çав.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.