Архив - 1 Фев, 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

1 Фев, 2014

Хаçат юлташ, тăван пекех хаклă

Шупашкар районĕнчи Çĕньялсем Елизавета Антонова почтальона çав тери хисеплеççĕ. "Эпир çывăрса тăричченех хаçат-журнал валеçсе тухать вăл. Çил-тăвăл алхасма пуçласан пичет кăларăмĕсене верандăнах кĕртсе хурать", - тет ял-йыш. Елизавета Евгеньевнăна шартлама сивĕ те хăратайман.

1 Фев, 2014

Çуркунне çитсен...

Кÿкеçри лицейра 8-мĕш класра вĕренекен Анна Васильева çинчен амăшĕ Нина Николаевна тĕлĕнмелле ăшшăн каласа кăтартать. Аня мĕн пĕчĕкрен чăваш юрри-кĕввине килĕштерет. Амăшĕ сăпка юрри чăвашла шăрантарнă май ыйха путнă Аня. Кăшт ÿсерехпе çывăрма вăхăт çитсен хăех çав юрă кĕввине ĕнĕрленĕ.

1 Фев, 2014

Çулăм Сочи хулине çывхарать

Олимп çулăмĕ çитес эрне кун, нарăсăн 7-мĕшĕнче - XXII хĕллехи вăйăсене уçнă çĕре - Сочи хулине çитет. Уяв «Фишт» стадионта 20:14 сехетре пуçланать, 3 сехете яхăн пырать. Олимп чашăкне çутни - уявăн тĕп саманчĕ, ăна уçлăха хăпарнă факелтан чĕртĕç.

1 Фев, 2014

Саккун тесен... сехре хăпмасть халь

Ĕнер ЧР прокурорĕ Владимир Метелин ертсе пынипе республика прокуратуринче анлă коллеги иртрĕ. Уф çумĕ Александр Корсунов, республикăри право хуралĕн ертÿçисем, прокуратура аппарачĕн ертÿçисем, хула тата район прокурорĕсемпе çумĕсем хутшăнчĕç.

1 Фев, 2014

Асрах-ха юнлă блокада

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра Раççей Çар мухтавĕн кунне паллă турĕç. Шăпах çак кун Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен хăтарнăранпа 70 çул çитрĕ. Этемлĕх историйĕнчи чи хурлăхлă пулăма сирме - Ленинград хулине тăшман ункинчен хăтарма - пирĕн республикăран та чылайăн хутшăннă.

1 Фев, 2014

Пĕр тăвансен паттăрлăхĕпе вилĕмсĕрлĕхĕ

Шупашкарти Çар мухтавĕн музейĕнче çак кунсенче Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен хăтарнăранпа 70 çул çитнине халалласа «Сан паттăрусем, Ленинград» ятпа курав уçăлчĕ. Фойере вырнаçтарнă стенд пысăках мар, анчах та питĕ пуян.