Çулăм Сочи хулине çывхарать

1 Фев, 2014

Олимп çулăмĕ çитес эрне кун, нарăсăн 7-мĕшĕнче - XXII хĕллехи вăйăсене уçнă çĕре - Сочи хулине çитет. Уяв «Фишт» стадионта 20:14 сехетре пуçланать, 3 сехете яхăн пырать. Олимп чашăкне çутни - уявăн тĕп саманчĕ, ăна уçлăха хăпарнă факелтан чĕртĕç.

Пирĕн çĕр-шывра Олимп çулăмĕн эстафети 123 кунра 65 километра парăнтарчĕ, 2900 хулана çитрĕ. Эльбрус тăвĕ çине хăпарчĕ, Байкал тĕпне анчĕ, Çурçĕр полюсне çитрĕ, уçă космоса хăпарчĕ... Çакна 130 миллион çын курма пултарчĕ.

Паян çулăм Çурçĕр Осетие çитет. Кунта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Олимп чылай чемпионĕ çуралса ÿснĕ, вĕсен хисепĕпе республика Гиннесс рекорчĕн кĕнекине кĕнĕ. Факела Владикавказран вертолетпа илсе килеççĕ, ăна кĕл чечекĕн çеçкипе сапса тухнă стадионта кĕтсе илĕç. Олимп наградине тивĕçнисене кунта шăпах çапла чыслаççĕ.

Лиана ВАНИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.