Çуркунне çитсен...

1 Фев, 2014

Кÿкеçри лицейра 8-мĕш класра вĕренекен Анна Васильева çинчен амăшĕ Нина Николаевна тĕлĕнмелле ăшшăн каласа кăтартать. Аня мĕн пĕчĕкрен чăваш юрри-кĕввине килĕштерет. Амăшĕ сăпка юрри чăвашла шăрантарнă май ыйха путнă Аня. Кăшт ÿсерехпе çывăрма вăхăт çитсен хăех çав юрă кĕввине ĕнĕрленĕ. Йăмăкĕ Катя çуралсан 2-ри хĕр ача кĕçĕннине хăй юрласа çывратнă. Амăшне çуралнă кунпа саламласа Аня яланах юрă парнеленĕ, пукан çине хăпарса тăрса шăрантарнă вăл ăна.

4 çултанпа Аня поселокри ача-пăча ÿнер шкулне çÿреме тытăннă. Хĕр пĕрчине садикре ташлама кайма сĕннĕ те çавăнтанпа кашни кунах: «Хăçан каятпăр?» - аптăратнă амăшне пĕчĕкскер. Нина Николаевна чĕлхе çине мĕн килнине: «Çуркунне», - тесе персе янă. Аня ку калаçу патне тек таврăнман, амăшĕ те çакăн çинчен маннă. Хĕвеллĕ пĕр кун хĕр ача чÿречерен тумла юхнине пăхса тăнă. «Хĕл иртет. Кĕçех йывăçсем çулçă кăларĕç», - пепкипе çепĕççĕн калаçнă амăшĕ. «Апла тăк паянах ташламалли пушмак илме каятпăр!» - савăннă Аня. Çав кунран çÿреме тытăннă та вăл асăннă шкула. Каярахпа Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнчи «Сувар» ташă халăх ансамбльне çÿреме пуçланă. Ушкăн ертÿçи ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Музыкантов асамçă евĕрех туйăннă ăна. Хăйĕн вĕрентекенне чунтан хисепленипех малашлăхне сценăпа çыхăнтарасшăн Аня. Фестивальсене хутшăнса «Суварпа» пĕрле çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне çитнĕ вăл, кунсăр пуçне Литван тĕп хулинче Вильнюсра пулни те асĕнче юлнă. Çапах та, унăн шухăшĕпе, Чăваш Енрен хитререх вырăн çук. Пултарулăх ăна çĕнĕ юлташсем тупма пулăшнă. Халĕ тĕрлĕ хулари тусĕсепе çыхăну тытать вăл. Юлашки вăхăтра Аня Васильева юрăсем шăрантарать. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма ачаранах хăнăхнăскер палăртнă тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессе шанас килет.

Лидия ИЗЕКЕЕВА,

ЧР тата РФ Писательсен

союзĕсен членĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.