Архив - 2015 - Хыпар

декабрь 18th

18 Дек, 2015

Ешĕл "хунавсем" вăхăтсăр хуçăлаççĕ...

Раштавăн 14-мĕшĕнче Шупашкарти "Волжский" кану комплексĕнче "Чăвашфильм" ÿкернĕ "Ветки" фильм премьери пулчĕ. Ăна Владимир Синяев режиссер /Владимир Валерьевич П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнчи вырăс халăх театрĕн режиссерĕ/ ÿкернĕ.

декабрь 17th

17 Дек, 2015

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 50 /847/ №, 17.12.2015

17 Дек, 2015

Качака пăранласан

Çулла качака туянтăм. Кĕçех вăл пăранламалла. Çак вăхăтра ăна мĕнле пăхасси, качака путеккине епле алла илсе çитĕнтересси пирки çырсан аванччĕ.

Екатерина ТРИФОНОВА.

Шăмăршă районĕ.

Качакана пăранлаттарасси яваплă тапхăр. Выльăх пĕтĕ чухне унпа тимлĕ пулмалла. Качака сывă пулсан унăн путекĕсем те тĕрĕс-тĕкел çуралаççĕ.

17 Дек, 2015

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /раштав уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 14
Купăста 16
Сухан 25
Кишĕр 25
Ыхра 200-220
Хăяр 60-100
Кавăн 30
Хĕрлĕ кăшман 25
Помидор 50-100
Пылак пăрăç 70-120
Тăварланă хăяр 130
Йÿçĕтнĕ купăста 100-120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 35-80
Иçĕм çырли 55-80
Апельсин 60-100
Лимон 110-140
Банан 55-65
Мандарин 80-100
Слива 70-90

17 Дек, 2015

Бегони

Бегони - çак чечеке нумайăшĕ пĕлет, килти чÿрече умĕнче тахçанах вырăн тупнă вăл. Чечек юнтармăш мар, манса каймасан, шăваркаласа тăрсан хăйне пăхнăшăн савăнтаратех: çулсеренех çеçке çурса вăрах ларать.

Хальхи вăхăтра бегони 900 тĕрлĕ сортне палăртаççĕ, гибридсем те нумай. Хăш-пĕр бегонине çулçишĕн - хитрен ешернĕшĕн - ÿстереççĕ. Пÿртре тата ирĕкре çитĕнтермеллисем пур.

17 Дек, 2015

Пăчкă кĕрпинче те çĕрулми ÿсет

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн 48-мĕш номерĕнче çĕрулмине улăм айĕнче ÿстерни пирки çырнăччĕ. Кăсăкланса вуларăмăр. Тепĕр çул хамăр та çак меслетпе улма лартса пăхасшăн. Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, пилĕк-çурăма самаях авма тивет. Пирĕн хулара, Çĕмĕрлере, йывăç тирпейлекен фабрика пур, пăчкă кĕрпи нумай. Çĕлулмине пăчкă кĕрпи /опилка/ айне лартма юрать-ши?

Роза ЧЕРМАКОВА.

Çĕмĕрле хули.

17 Дек, 2015

Пилешĕм, пилеш...

Хаçата тах­çантанпах çырăнса илетĕп, юратса вулатăп. Ман çакна питĕ пĕлес килет. Пилеш йывăçне мĕншĕн касма тата çунтарма юрамасть? Мĕн ачаран ватăсем çапла каланине астăватăп. 63 çула çитрĕм, пахчара чăрмантаракан пилешсене касма шикленетĕп. Сирĕнтен ыйту хуравне кĕтетĕп.

В.ЧЕРНОВ.

Етĕрне районĕ.

17 Дек, 2015

Шифер сăрлатпăр

Çурт тăррине витнĕ шифера мĕнле сăрламалла-ши? Ку ыйту мана кăна мар, харпăр хăй вăйĕпе çурт лартакансене чылайăшне кăсăклантарать тесе шухăшлатăп.

Владимир П.

Нумайăшĕ пурăнмалли пÿрт тата тĕрлĕ хуралтă çивиттине /тăррине/ хумлă асбестлă цемент листасемпе /шиферпа/ витнине асăрхама пулать. Вăл пăхма илемлĕ, витсе хунă хыççăн унпа ним чухлĕ те тăкакланма кирлĕ мар. 20-30 çултан кая мар чăтать шифер.

Хуçалăх таварĕсем сутакан пысăк лавккасенче сăрăпа витнĕ шифер та туянма пулать-ха паллах.

17 Дек, 2015

«Тантăш» 51 (4465) №. 17.12.2015

17 Дек, 2015

«Пурте «Тантăш» çырăнатпăр!»

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкул ачисем ырă пуçару турĕç

Темшĕн-çке сайра-хутра та пулин эпир ачасене ытлашшипех ятлатпăр пек туйăнать. Асăрхаттармасăр пулмастех. Кирлĕ вăл. Ача «Ку ĕçе тумасть е аслисене пулăшмасть» имĕш пирĕн шутпа. Тата тĕрлĕ сăлтав тупатпăр...

Страницы