Ешĕл "хунавсем" вăхăтсăр хуçăлаççĕ...

18 Дек, 2015

Раштавăн 14-мĕшĕнче Шупашкарти "Волжский" кану комплексĕнче "Чăвашфильм" ÿкернĕ "Ветки" фильм премьери пулчĕ. Ăна Владимир Синяев режиссер /Владимир Валерьевич П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнчи вырăс халăх театрĕн режиссерĕ/ ÿкернĕ. Пултарулăх ушкăнĕ кинофильма çитес çул Раççейре ирттерме палăртнă Кино çулталăкне халалланă.

Малтанах пултарулăх ушкăнне, актерсене ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов /сăнÿкерчĕкре/, Чăваш Республикин прокурорĕн аслă пулăшуçи Альберт Петров, Шупашкар хулинчи Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Романова, кинофильм режиссерĕ Владимир Синяев саламларĕç, паянхи саманашăн пĕлтерĕшлĕ, капашсăр пысăк ĕç тунăшăн тав турĕç. "2016 çул Раççейре кино çулталăкĕ пулĕ. Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем, режиссерсемпе операторсем ăна хатĕр ĕнтĕ темелле. Нумаях пулмасть пирĕн документалистсем ÿкернĕ "Чуваши с сибирским характером" фильм Раççей конкурсĕнче призерсен йышне кĕнĕ. Паян акă "Ветки" фильм куракан патне çитрĕ. Питĕ çивĕч темăна хускатнă вăл. Çамрăксем наркотиксен серепине лексе çынлăха çухатни пирки. Пултарулăх ушкăнĕ çакăн пек фильм ÿкерсе питĕ пысăк ĕç тунă. Лайăххин чикки çук. Асăннă пултарулăх ушкăнне малашне те ăнăçу сунатăп", - терĕ Александр Степанович.  Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.