«Пурте «Тантăш» çырăнатпăр!»
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкул ачисем ырă пуçару турĕç
Темшĕн-çке сайра-хутра та пулин эпир ачасене ытлашшипех ятлатпăр пек туйăнать. Асăрхаттармасăр пулмастех. Кирлĕ вăл. Ача «Ку ĕçе тумасть е аслисене пулăшмасть» имĕш пирĕн шутпа. Тата тĕрлĕ сăлтав тупатпăр...
Анчах яланах çапла мар иккен. Вĕсем пуçаруллă пулнинчен тĕлĕнсе те пĕтереймĕн чылай чухне! Шкулта пĕр-пĕр мероприяти йĕркелемелле е библиотекăра кĕнекесене юсама «мастерской» уçмалла - унта вĕсем пĕрремĕш. Е тата аслисене пулăшмаççĕ тенипе те килĕшмех çук. Ялти ватăсене пысăк ĕç туса панине курсан епле савăнмăн! Чылай ырă пуçарăвăн «хуçисем» - шкул ачисем.
Хальхинче пирĕн Хĕрлĕ Чутай рай-онĕнче пулма тÿр килчĕ. Çак тăрăх яланах маттурлăхпа палăрнинчен тĕлĕнсе те пĕтереймĕн. Çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр кĕçех вĕçленет. Мăн Этмен шкулĕнче ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле-ши? Валерий Иванович Ярабаев вĕрентекен пулса нумай çул ĕçлет. Вăл пĕлтернĕ тăрăх ачасем «Тантăш» хаçатпа «Тетте», «Самант» журналсене юратса çырăнаççĕ, вулаççĕ те. Çитес çула та вĕсемпе туслашас текен сахал мар пуасса шантарчĕ.
Улттăмĕш класс ачисемпе тĕл пулма вара питех те хавас пулчĕ. Редакци ĕçченĕсемпе курнăçнă хыççăн вĕренекенсем: «Пурте «Тантăш» хаçат çырăнатпăр!» - тесе çирĕп сăмах пачĕç. Апла пулсан асăнмалăх сăн ÿкерĕнме те кăмăллă. Пурте юратнă хаçата алла илсе асра юлмалли саманта сăнлама тăрăшрĕç. Маттурсем! Мăн Этмен шкул ачисем панă сăмаха çилпе вĕçтермессе питех те шанас килет! «Пирĕн ырă пуçарупа хавхаланса ытти шкулсенчи ачасем те çавăн пек хастар пуласса кĕтетпĕр», - терĕç вĕсем хăнасенчен уйрăлнă май.
Владимир ФЕДОРОВ.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: ушкăнпа кар тăрса «Тантăш» çырăнма питех те хавас.
Нина ЦАРЫГИНА сăнÿкерчĕкĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Мăн Этмен шкулĕ.
Комментировать