Бегони
Бегони - çак чечеке нумайăшĕ пĕлет, килти чÿрече умĕнче тахçанах вырăн тупнă вăл. Чечек юнтармăш мар, манса каймасан, шăваркаласа тăрсан хăйне пăхнăшăн савăнтаратех: çулсеренех çеçке çурса вăрах ларать.
Хальхи вăхăтра бегони 900 тĕрлĕ сортне палăртаççĕ, гибридсем те нумай. Хăш-пĕр бегонине çулçишĕн - хитрен ешернĕшĕн - ÿстереççĕ. Пÿртре тата ирĕкре çитĕнтермеллисем пур.
Бегоние пăхма ансат. Ăна час-часах куçарса лартмалла мар, сывлăш температури вылявне хăвăрт хăнăхать. Чечеке çеçке çурнă вăхăтра çутă вырăна лартмалла. Вăйлă çурăлаканнисене хĕвел пайăрки тÿрĕ ÿкесрен çÿхе тюль карса упрамалла. Хĕлле çеçке çурма пикенчĕ пулсан, чечексене хушма çутă кирлĕ. Çеçки çурăлса тăкăннă хыççăн чечеке кантармалла. Ку тапхăрта ăна сахалрах шăвармалла, тутлăхлă япаласемпе апатлантармалла мар.
Чечеке çулла эрнере икĕ хутчен çĕр лайăх исленмелле шăвармалла. Шăрăх çанталăкра тăпра типсе каясран асăрхамалла - час-часах шăвармалла. Кĕркунне сайрарах, хĕлле вара, чечек каннă вăхăтра, сайра çеç шăвармалла. Çуркунне çывхарнăçемĕн тăтăшрах шыв сапмалла, чечекленнĕ вăхăтра тутлăхлă япаласемпе апатлантармалла.
Бегоние икĕ-виçĕ çулта пĕрре куçарса лартмалла. Икĕ пай çерем тăприне пĕр пай торф, пĕр пай тислĕк, кăштах хăйăр хушса пăтратмалла. Куршак тĕпне чул, хăйăр хумалла, тăпра тултармалла та куршакран кăларнă тымара кивĕ тăпраран тасатса çĕнĕ тăпрана лартмалла.
Бегоние туратран, тымар кăшманне е тĕме пайласа ĕрчетмелле.
Комментировать