Архив - 24 Апр, 2015 - Хыпар

24 Апр, 2015

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче...

Анне телевизор пăхса ларать. Чăвашсен мухтавлă классикĕ Константин Васильевич Иванов çинчен кăларăм пырать.

- Çĕр çул иртсен те манмаççĕ-ха Иванова. Шкул ачисене пирĕн вăхăтри сăвăсенех вĕрентеççĕ иккен-ха, - хăй тĕллĕн калаçса ларать вăл.

24 Апр, 2015

Сусăрсем хевтесĕр мар...

Апрель уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри Куç курманнисен обществине туса хунăранпа - 90, унăн Чăваш Енри организацийĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине паллă тăватпăр. Епле пурăнать хальхи саманара инвалидсен республикăри пĕрлĕхĕ, уявсене мĕнлерех кĕтсе илет?

24 Апр, 2015

Кашни ветерана - хваттер

Паллах вĕсем пурте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çапăçу хирĕсенче эрни-эрнипе окопсемпе траншейăсенчен, çĕрпÿртсенчен тухмасăр, пăшала алăран вĕçертмесĕр çапăçнă паттăрсем, нимĕç фашисчĕсене тĕппипе çапса аркатса тăнăç пурнăçа таврăнса хăтлă çурт-йĕр çавăрма, юхăннă хуçалăха çĕклеме, ача-пăча çуратса йăха тăсма ĕмĕтленнĕ. Нумайăшĕн ĕмĕчĕ чăнлăха çаврăнайман: вăрçă вут-çулăмĕнчен тухайман, «эпĕ чĕрĕ-сывă таврăнтăм!» тесе тăванĕсене савăнтарайман. Аслă Çĕнтерĕве туптанисен - чĕррисен тата пуç хунисен - умĕнче эпир кашниех татма çук пысăк парăмра.

24 Апр, 2015

Вăрçă кĕрленĕ çулсенче

Шăмăршă районĕн архивĕнче Патирекри «Сталь» колхозăн 1941-1945 çулсенчи пухăвĕсен протоколĕсем упранаççĕ. Шел, ытти хуçалăхсен вăрçă çулĕсенчи докуменчĕсем çук, вĕсем пурте пушарта çунса кайнă.

1941 çулхи пĕрремĕш пухура /февралĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ вăл/ икĕ ыйту сÿтсе явнă: Шăмăршăри МТСпа килĕшÿ йĕркелесси тата Асанкасси вăрманĕнче торф кăларнă çĕре çынсем ярасси. Ун хыççăнхи пухусенче çур акине хатĕрленсе ирттерессине, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарассине сÿтсе явнă, бригадирпа ферма пуçлăхĕн, аслă конюхăн отчечĕсене итленĕ.

24 Апр, 2015

Раççейри кăтартуран пысăкрах

Республикăри хăш районта ялсем тата хуласем йышлăрах?

П.ПЕТРОВ. Вăрнар районĕ.

Ял йышлăлăхне палăртакан кăтартăва 100 тăваткал çухрăм лаптăкра вырнаçнă ялсен хисепĕ çине пайласа палăртаççĕ. Раççей Федерацийĕнче çак кăтарту вăтамран 0,9-па танлашать. Чăваш Республикинче - 10 хут ытла пысăкрах. Вăтамран - 9,4.

24 Апр, 2015

Сайра тĕл пулакан кайăк

Чăваш Енре аистсем тĕл пулаççĕ-и?

И.МАКАРОВА. Елчĕк районĕ.

Шурă аист - 4 килограма яхăн таякан пысăк кайăк. Чылай чухне ялсенче çурт тăррисенче, пысăк йывăçсемпе шыв башнисем çинче йăва çавăрать. Уй-хирте, çарансенче, шурлăхра, пĕве хĕррисенче хурт-кăпшанкăпа, ăмансемпе тăранса пурăнать. Юлашки çулсенче шурă аиста Йĕпреç, Çĕмĕрле, Вăрнар, Пăрачкав, Улатăр районĕсенче асăрханă. Питĕ сайра тĕл пулакан кайăк шутланать.

24 Апр, 2015

Пирĕн Нарсписене килсе курсамăр!

Лайăххин, хитрин чикки çук. Çакна Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче уçăлнă «Нарспи сăнарĕ - пуканесенче» куравра тепĕр хут ĕнентĕм. Экспозицире - ÿнер уйрăмĕнче вĕренекенсен 85 ĕçĕ. /Ăсталăха вĕрентекенĕсем - Татьяна Шарковăпа Наталья Петрова/.

Страницы