Сайра тĕл пулакан кайăк

24 Апр, 2015

Чăваш Енре аистсем тĕл пулаççĕ-и?

И.МАКАРОВА. Елчĕк районĕ.

Шурă аист - 4 килограма яхăн таякан пысăк кайăк. Чылай чухне ялсенче çурт тăррисенче, пысăк йывăçсемпе шыв башнисем çинче йăва çавăрать. Уй-хирте, çарансенче, шурлăхра, пĕве хĕррисенче хурт-кăпшанкăпа, ăмансемпе тăранса пурăнать. Юлашки çулсенче шурă аиста Йĕпреç, Çĕмĕрле, Вăрнар, Пăрачкав, Улатăр районĕсенче асăрханă. Питĕ сайра тĕл пулакан кайăк шутланать.

Хура аист виçĕ килограма яхăн таять. Кĕлеткин пысăк пайĕ хура, хырăм айĕ - шурă, урисем, сăмси - хĕрлĕ. Хирсене, шурлăха, кÿлĕсемпе юханшывсен таврашĕнчи уçă вырăнсене кăмăллать. Шурлăхлă вырăнсенче пĕччен ÿсекен йывăçсем çинче, ватă вăрманти уйрăм лаптăксенче йăва çавăрать. Питĕ сыхлануллă, çынпа тĕл пуласран асăрханать.

Хура аиста час-часах кураймăн. Чăваш Республикинче 1958 çулта çак кайăкăн икĕ йăвине асăрханă. Вĕтĕ пулăпа, шыв кăпшанкисемпе тăранса пурăнать, шапа, калта таврашне çиет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.