Ютти лайăхрах-ши?
«Чăваш хăмли Чи хăватли - Чапĕ кайрĕ инçене», - темиçе çул каялла кăна-ха савăнса мăнаçлăн янăратчĕ юрă. Шел, аркатма çур кун тенĕн кĕске хушăра пахчасем пушанса юлчĕç. Укăлчара хăмла пахчи те вăрман пек каш кашламасть. Унччен республикăра 4 пин гектар йышăннă вăл, халĕ - 407 гектар, çав шутра тухăç параканни - 242. Вăрнар /республикăра хăмла туса илекен калăпăшран 18 проценчĕ/, Вăрмар /28,6/, Çĕрпÿ /12/, Етĕрне /40,6/ тăрăхĕсенче «симĕс ылтăн» упранса юлнă-ха. Ыттисенче вара çум курăк ашкăрса ларать.