Архив - 24 Ноя, 2015 - Хыпар

24 Ноя, 2015

«Хыпар» 231 (26893) №. 24.11.2015

24 Ноя, 2015

Пилĕк каç - Пысăк Искусство ытамĕнче

Паянхи кун Чăваш Ен музыка искусствине ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ Максим Дормидонтович Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери фестиваль чăннипех илем кÿрет. Кăçалхипе çирĕм пиллĕкмĕш хут иртет вăл. Мĕнпе асра юлĕ чĕрĕк ĕмĕре тăсăлнă фестиваль? Ун пĕлтерĕшĕ мĕнре?

24 Ноя, 2015

Вĕсен тивĕçĕ - бюджета пуянлатасси

Чаршав уçăлчĕ те - ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн залне пухăннисен умне форма тăхăннă пысăк йыш тухса тăчĕ. Пĕринчен тепри илемлĕ, мăнаçлă! Ку - республикăри налук инспекцийĕсен пĕрлештернĕ хорĕ. «Бюджета пуянлатасси - пирĕн тивĕç!» - РФ Налук органĕсен ĕçченĕн кунне тата Раççей налук органĕсене йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалланă уяв каçĕ çак йĕркесенчен пуçланакан юрăпа уçăлчĕ.

24 Ноя, 2015

Укçа хакĕ: шутĕнче мар, пĕлсе усă курнинче

Республикăн çитес çулхи бюджечĕн проектне халăх итлевне кăлариччен темиçе хут та виçсе хакланă, паллах, кашни цифрине экономикăн паянхи лару-тăрăвĕпе килĕшÿллĕн шайлаштарнă, кашни тенкипе ăçта усă курасси пирки канашланă. Темиçе ала витĕр кăларнă: профильлĕ ведомствăсенче, Патшалăх Канашĕн комитечĕсенче тишкернĕ, экспертсен комиссийĕ хакланă, Тĕрĕслевпе шут палати витĕр тухнă. Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕ чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Правительство Çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче общественноçа анлă хутшăнтарса ирттернĕ халăх итлевĕнче пурпĕрех тĕрлĕ сĕнÿ-канаш тупăнчĕ.

24 Ноя, 2015

Аслă çул пĕрремĕш утăмран пуçланать

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ республикăн культура пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварчех. Çак пулăм пирки хăй вăхăтĕнче ĕмĕтленме те пултарайман. Кино ĕçĕпе кăсăкланакансем çуккипе мар, пуррисене пĕр шухăшпа, ĕмĕт-тĕллевпе ертсе пырайманнипе. Çулталăк каялла ЧР Кинематографистсен союзĕ чăмăртанчĕ.

24 Ноя, 2015

«Бензин, солярка, чăлха-нуски, эрех, тăвар çукчĕ…»

«Хыпар» хăни - 1989-1992 çулсенче республикăн Министрсен Совечĕн Председателĕ пулнă Николай Архипович ЗАЙЦЕВ /1942 çулта Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралнă/. СССР саланичченхи тапхăр асĕнчех-ха. «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.

Часах асăрхарĕç

24 Ноя, 2015

Нихăçан та манăçман Ардалион Игнатьев

Чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ çуралнăранпа - 85 çул

Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ, Европа чемпионĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ардалион Игнатьев тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿсем тунă.

24 Ноя, 2015

Пĕр ыйхă çавăрса пурнăç тунă хĕрарăм

2015 çулхи кĕрхи хĕвеллĕ кун, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Елчĕк тăрăхĕнчи Таяпа Энтри ялĕнчи пĕр урамра хурлăхлă ушкăн йышлăн пуçтарăннă. Кăнтăрла иртсен хĕрарăмсем тупăк йăтса масар еннелле утнă. Ялта çакă темле майпа йăлана кĕнĕ ĕнтĕ - хĕрарăм тупăкне хĕрарăмсем йăтаççĕ.