Аслă çул пĕрремĕш утăмран пуçланать

24 Ноя, 2015

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ республикăн культура пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварчех. Çак пулăм пирки хăй вăхăтĕнче ĕмĕтленме те пултарайман. Кино ĕçĕпе кăсăкланакансем çуккипе мар, пуррисене пĕр шухăшпа, ĕмĕт-тĕллевпе ертсе пырайманнипе. Çулталăк каялла ЧР Кинематографистсен союзĕ чăмăртанчĕ. Çавăнтанпа «пăр тапранчĕ» те.

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче уçăлнă «Асам» кинофестиваль иртнĕ шăмат кун савăнăçлă лару-тăрура хупăнчĕ.

Жюри членĕсем çак ĕçсене пахаларĕç: «Чувашские амазонки» /режиссерĕ - М.Евтушевская/, «Сурхурипе кăшарни йăлисем паян...» /Н.Семенов/, «Пурнăç кустăрми» /А.Иванов-Сĕрмек/, «Не благодаря, а вопреки»... /Н.Семенов/, «Çĕршывăмăрăн батальонĕ» /В.Галошев/, «Хорло» /М.Никитин/, «Помрачение» /К.Ефремов/, «Егор Шилов» /В.Герасимов/, «Лаша çинчен» /В.Галошев/, «Чăваш тĕнчи» /В.Галошев/, «Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать» / В.Оринов/.

Жюри членĕсем вĕсене мĕнле хаклани çинчен сăмах пуçариччен хамăн шухăшăма кĕскен те пулин пĕлтерем-ха. Пытармастăп, асăннă ĕçсене пурне те пăхма май пулмарĕ, хăшĕпе паллашнă - вĕсем пурте чуна хускатрĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.