Архив - Окт 2015 - Хыпар

октября 28th

28 Окт, 2015

Трактор маншăн юлташ та, тете те, атте те, анне те…

Вăл яланах арçын çи-пуçне, ковбой шĕлепкине тăхăнса çÿрет. Арçынсемпе курнăçсан алă тытать. Ялта ăна пурте «Трактористка Лена» теççĕ. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан Елена Кузнецова çинчен.

28 Окт, 2015

Çĕр ĕçченĕ паян мĕнле пурăнать?

Паян çамрăк ăру ĕçлеме юратсах кайманни, компьютер умĕнче ытларах ларма кăмăллани ашшĕ-амăшне кăна мар, вĕрентекенсене те пăшăрхантарать. «Халĕ телевиденипе радиора та, хаçат-журналта та ĕç темине сахал çутатаççĕ. Пичет кăларăмĕсенче ĕç çынни тĕп вырăнта мар. Çу каçатпăр - çуракине епле ирттернине, тыр-пула, пахча çимĕçе епле пухса кĕртнине пĕлместпĕр те. Ĕлĕк телевиденипе хыпарсене ялхуçалăх ĕçĕсемпе паллаштарнинчен пуçланă. Заводсемпе предприятисенче вăй хуракансен çитĕнĕвĕсем çинчен каланă. Халĕ вара тĕп вырăнта - криминал, пăтăрмахсемпе инкек-синкек çинчен пĕлтерни.

28 Окт, 2015

Пурте галстукпа çÿреймĕç, выльăх та пăхмалла

Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Геннадий Авксентьев мĕн пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхе юратнă. Вĕсене юлташ вырăнне хурса калаçнă. Апла пулин те маларах яла юласси, фермăра ĕçлесси пирки тĕлленмен те.

28 Окт, 2015

Сăввăмсенче - пин çын!

Тантăшăма, ĕçтешĕме, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн тĕп редакторне Лидия Филипповăна вăтăр çула яхăн пĕлетĕп. Çавăнпа та унăн кăмăлне, шалти туйăмне аванах чухлатăп тесе шухăшланă. Тĕрĕссипе, апла мар иккен: эпĕ пĕлменни темĕн чухлех.

28 Окт, 2015

Г.Гречко, совет космонавчĕ, ученăй: «Манăн ĕмĕт - ют планетăрисемпе тĕл пуласси»

Георгий Гречко Королевпа ĕçленĕ, Гагаринпа пĕрле тренировкăсене çÿренĕ, космоса 3 хут вĕçнĕ, 2 хут рекордсмен пулнă /çав вăхăтра чи «ватă» космонавтсен йышне кĕнĕ/. 80 çултан иртнĕ ĕнтĕ, çапах та çак ÿсĕмре те хастарлăхĕ чакмасть: кĕнеке çырать, лекцисем вулать... Унăн 4 ача, 7 мăнук. Физикăпа математика ăслăлăхĕсен докторĕ, романтик çакна çирĕп ĕненет: чи тĕлĕнмелли малта-ха...

Тунгус метеоричĕн йĕрĕпе

- Георгий Михайлович, Тунгус тайгине ют планета карапĕ ÿксен унăн юлашкисене шырама командировкăна сире янă теççĕ, тĕрĕсех-и ку?

28 Окт, 2015

Ункă шывĕ юхать çаврăм-çаврăм

Вăл кун Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ял хутлăхĕн çыннисем пысăк автобуспа Тутарстана Сувар, Пăлхар, Пÿлер хулашĕсене курма, Валем хуçан çăлĕн шывĕпе сапăнма, Хĕр тăвĕ çинчи Чăваш Юпине пуç тайма тухса кайрĕç. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелсемпе Паваркассисем пĕлтĕр кунти Ункăпуçĕнче «Онкă çоммисем» тĕлпулăва хутшăннă. Çитес вăхăтра Ункă таппинчи ялсен халăхĕ Ишекре е Актайра пухăнма палăртать.

28 Окт, 2015

"Тăван Атăл" журнал, 10 №, 2015 çул.

КĂЛАРĂМРА:

ПРОЗА

Куçма ТУРХАН. Сĕве Атăла юхса кĕрет. Роман сыпăкĕсем

Аристарх Дмитриев. Иртнĕ кун çути

Валери ТУРКАЙ. Тахçан пулни тепĕр хут чĕрĕлсен. Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романне тишкерме хăтланни

октября 27th

27 Окт, 2015

«Хыпар» 217 (26869) №. 27.10.2015

27 Окт, 2015

Нихăçан та ан манăр - Нина аппа пирĕн пĕрре!

Пĕр-пĕр чаплă уява ирттерес умĕн хăнана камсене тата мĕнлерех чĕнес йăла-йĕрке чăваш халăхĕн яланах çирĕп пулнă. Ватă Михетер карчăккине сăра йăттарса тантăшĕсене туя еплерех «йыхăрнине» эпир Константин Ивановăн «Нарспи» поэминче те куратпăр.

Страницы