Сăввăмсенче - пин çын!

28 Окт, 2015

Тантăшăма, ĕçтешĕме, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн тĕп редакторне Лидия Филипповăна вăтăр çула яхăн пĕлетĕп. Çавăнпа та унăн кăмăлне, шалти туйăмне аванах чухлатăп тесе шухăшланă. Тĕрĕссипе, апла мар иккен: эпĕ пĕлменни темĕн чухлех. Çав пахалăхсене Лидия Ивановнăн вунвиççĕмĕш кĕнекин - «Чун таппи» /Пульсация/ - презентацийĕнче асăрхарăм. Çĕнĕ кăларăмĕнчи сăвăсем, вĕсен сăнарлăхĕ, суйласа илнĕ темăсен çивĕчлĕхĕ, тарăнăшĕ пире, вулакансене, канăçсăрлантаракан самантсем кăна мар, чăваш тĕнчин шăпи те - тăван халăх, унăн шалти туйăмĕ, чĕлхипе культури, йăли-йĕрки. Хама кăсăклантаракан ыйтусен хуравне çав сăвăсенче, хайлавсенче тупрăм:

Эп - Канашсем, эп - Çеçпĕл хĕрачи,
Çак пил сунать малтан мала утма.
Эп - Канашсем, эп - Çеçпĕл хĕрачи,
Юрамастех ентешĕмрен юлма...

Ман шухăшăмпа кунта - гениллĕ поэтăмăрпа Çеçпĕл Мишшипе мухтаннине, мăнаçланнине палăртни кăна мар, тĕп вырăнта - вăл тунă ĕçе тивĕçлĕ пулас, ентешĕн ятне сÿнме парас мар тени. Тĕнче виçĕ кит çинче тытăнса тăрать тенине шута илсен, чăвашсемшĕн çав «китсем»: Пушкăртри ентешсемшĕн - Константин Иванов, Тутарстанри йăхташсемшĕн - Иван Яковлев, тĕп чăвашсемшĕн - Çеçпĕл Мишши. Халăхăн хăйне евĕрлĕ Меккисем те виççĕ: Слакпуç, Кăнна Кушки тата Канаш районĕнчи Çеçпĕл. Апла-тăк - Çеçпĕл хĕрачин çак чыса, хисепе тытса пымалла, ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Çапла курать хăйĕн тивĕçне Лидия Филиппова. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.