Çĕр ĕçченĕ паян мĕнле пурăнать?

28 Окт, 2015

Паян çамрăк ăру ĕçлеме юратсах кайманни, компьютер умĕнче ытларах ларма кăмăллани ашшĕ-амăшне кăна мар, вĕрентекенсене те пăшăрхантарать. «Халĕ телевиденипе радиора та, хаçат-журналта та ĕç темине сахал çутатаççĕ. Пичет кăларăмĕсенче ĕç çынни тĕп вырăнта мар. Çу каçатпăр - çуракине епле ирттернине, тыр-пула, пахча çимĕçе епле пухса кĕртнине пĕлместпĕр те. Ĕлĕк телевиденипе хыпарсене ялхуçалăх ĕçĕсемпе паллаштарнинчен пуçланă. Заводсемпе предприятисенче вăй хуракансен çитĕнĕвĕсем çинчен каланă. Халĕ вара тĕп вырăнта - криминал, пăтăрмахсемпе инкек-синкек çинчен пĕлтерни. Ăçтан çамрăксен ĕçлес килтĕр?» - терĕ Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри шкулта истори вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă Алевтина Ефимова воспитани ыйтăвĕсем пирки сăмах пуçарсан. Унăн сăмахĕсем мана шухăша ячĕç. Ĕç çыннине эпир тивĕçлĕ вырăн уйăратпăр-и? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе хаçат-журналсене, Чăваш Республикинчи район администрацийĕсен, вырăнти ял тăрăхĕсен сайчĕсене тишкерес кăмăл çуралчĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.