Пурте галстукпа çÿреймĕç, выльăх та пăхмалла
Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Геннадий Авксентьев мĕн пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхе юратнă. Вĕсене юлташ вырăнне хурса калаçнă. Апла пулин те маларах яла юласси, фермăра ĕçлесси пирки тĕлленмен те.
- Атте эпĕ 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех çĕре кĕнĕ. Пире, виçĕ ывăлпа пĕр хĕре, анне - Матрена Порфирьевна - пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ялти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн юлташсем Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш училищĕне каменщика вĕренме кайрĕç те манăн та вĕсенчен юлас килмерĕ. Химиксен хулинче вĕренме кăна пуçланăччĕ - ялта кÿршĕ ачисем шăрпăкпа вылянăран пушар тухнă. Пирĕн çурт-хуралтă та çуннăччĕ. Вара Шупашкарта агрегат заводĕнче ĕçлекен аслă тете: «Айта, Гена, эсĕ яла кай, аннене пулăшмаллах», - терĕ. Яла таврăнсан тÿрех сысна фермине скотнике ĕçе вырнаçрăм. Чирленĕрен çара илмерĕç мана. Фермăрах ĕмĕрĕм иртрĕ. Эпĕ нихăçан та отпуска кайса курман, канмалли кунсенче те яланах ĕçленĕ. Çулталăкра 365 кун, çав 365 куна фермăра ирттернĕ. Халĕ те çавах. Кăçал пенсие тухрăм пулин те ĕçлетĕп-ха. Çамрăксенчен уйрăлас килмест. Вĕсем шÿтлеççĕ те - кăмăл уçăлса каять. Ферма заведующийĕ ыйтнипе мăшăрăмпа, Зинаидăпа пĕрле каçхи хурал та тăратпăр. Вăл та çак фермăра ĕçлесе пенсие тухнă, - мана ферма пÿртне чĕннĕ май ăнлантарчĕ Геннадий Васильевич. Çак самантра ферма картишĕнче ирĕклĕнех çÿрекен хĕрлĕрех лаша кĕçенсе илчĕ. Ахăртнех, хуçине палларĕ-тĕр. Малалла вулас...