Архив - 30 Дек, 2014 - Хыпар

30 Дек, 2014

Декабрь: «Самантăн» 12-мĕш номерĕ!

Çулталăка вĕçлекен кăларăм Çĕнĕ çул çутипе тулнă. Пурнăçра çеç мар, ĕмĕтре мĕнле кĕтсе илме пулать-ши çак уява/ Хуравне журналта тупатăр.

«Самант» тусĕсем хастар çамрăксемпе паллашĕç - яшсен-пикесен вĕсенчен тĕслĕх илмеллех!

30 Дек, 2014

"Космосра та чăвашла юрлăттăм"

«Çĕр - ăс-тăн сăпки, анчах çак сăпкара ĕмĕрĕпех пурăнаймăн», - тенĕ хальхи космонавтикăн никĕсне хураканĕ Константин Циолковский. Паянхи шкул ачисем те çапларах шухăшланă пек туйăнать.

30 Дек, 2014

Çутă ĕмĕтлĕ Ирина

Ирина Путина Куславккари 3-мĕш шкулта, 11-мĕш «а» класра вĕренет. Хастар хĕр-упраç Куславкка районĕнчи Тĕмшерте (Салдыбаево) çуралнă, 9 класс тăван ялта вĕреннĕ. Шкулта 1-мĕш класранпах лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕ­р­­­­­­­­­­­се пырать.

30 Дек, 2014

Çĕр-анне

«Çăкăртан асли, çĕртен хакли çук», - текен каларăш тăван халăхшăн ĕмĕрсем хушши тĕнчери чи пысăк тĕрĕслĕх пулнă. Çамрăк ăрăва çак сăмахсем паян мĕн калаççĕ-ши? Турра шĕкĕр, выçлăх мĕнне пĕлмеççĕ çамрăксем: «Хытса кайнă çăкăр татки те - чăн телей!» - тесе ÿсмен вĕсем.

30 Дек, 2014

Тани Юн - шухă юланутçă

«Илемлĕ фильмсенче лайăх сăнар калăплама çут­çанталăк панă пултарулăх çителĕксĕр. Артистăн халăх пурнăçне аван пĕлмелле, тĕнче культуринче мĕн пулса иртнине сăнаса пымалла».

30 Дек, 2014

Алексей Еразумов, "Тăван халăхшăн усăллă пуласчĕ"

Паянхи çамрăксене сăнатăн та чылай каччă хăйсен тĕп тивĕçне маннă текен шухăш патне ирĕксĕрех пырса тухатăн. Унччен салтака каясси яшсемшĕн чи хисеплĕ тивĕç пулнă. Халĕ вара каччăсем хĕсметрен мĕнле майпа хăтăлма пултарнипе мухтанаççĕ.

30 Дек, 2014

Ытарайми Фарида

Ку кăларăмри «Самант» хăни - чăваш халăхĕ юратакан юрăçă: Фарида. Çак ят чăвашла «Ĕнчĕ-мерчен» (Жемчужина), «Бриллиант» тесе куçарăнать. «Чи хакли», «Ытарайми», «Чипертен чиперри» тесе те калама пулать ăна. Ашшĕ-амăшĕ хĕр пĕрчине çак ята парса пĕрре те йăнăшман: чăнах та, Фарида - ĕнчĕ-мерчен пике.

30 Дек, 2014

Айхиçĕсем Çĕнĕ Шупашкарта та тымар ячĕç

Геннадий Айхи 80 çул тултарнине чысласа аслă поэтăмăр çуралнă кунĕнчен пуçласа (августăн 21-мĕшĕ) Чăваш Республикинче, Мускавра, ют çĕршывсенче культура акцийĕсем иртрĕç. Вĕсенчен пĕрне Çĕнĕ Шупашкарсем йĕркелерĕç.

30 Дек, 2014

Таиç?

Шел, çак историе оригиналлă тесе калаймастпăр. Те пурнăç çăмăлланчĕ, те çынсем ытлашшипех иртĕнсе кайрĕç - тем те хăтлана пуçларĕç этемсем. Кăмăл-сипет енчен хавшарĕç чăвашсем. Намăс-симĕсе маннă хĕрарăмсем те йышланчĕç. Эпир каласа паракан истори евĕрлĕ тамаша паянхи кун Чăвашра кашни ялтах тупăнать темелле. Икĕ тус хĕрĕн - Таиçпе Маруçăн кун-çулĕпе кăштах паллаштарăпăр сире. Çапла вара, 1-мĕш пайĕ -

30 Дек, 2014

Çăтмахра пулса курни

Шупашкар районĕнчи Кăшавăшри вăтам шкулта вĕренекен Татьяна Яландаева пĕлтĕр ачасен çăтмахĕнче пулса курчĕ. Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви тата Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ ирттерекен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕнче «Чăвашлăх тĕнчи» номинацире 1-мĕш вырăна тухрĕ вăл.

Страницы